Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

72-МӖШ ЮРӐ

Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлтеретпӗр

Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлтеретпӗр

(Апостолсен ӗҫӗсем 20:20, 21)

  1. 1. Мӗнле ҫулпа каймаллине

    Эпир малтан пачах пӗлмен.

    Турӑ уҫрӗ чӑнлӑха,

    Пире кӑларчӗ вӑл ҫутта.

    Ун ирӗкне пӗлнӗренпе

    Асла хуратпӑр ун влаҫне,

    Чыс-хисеп Турра кӳрсе

    Эпир мухтатпӑр ун таса ятне.

    Ҫӳлти Патшалӑхӗ ҫинчен

    Хыпар калатпӑр кунсерен.

    Эпир ҫынсен куҫне уҫса

    Пӗлме паратпӑр чӑнлӑха.

    «Кил пуҫҫапма Иеговӑна»,—

    Чӗнер хастаррӑн пур ҫынна.

    «Ӗҫ вӗҫленчӗ!»— тейиччен

    Иегова Турӑшӑн ӗҫлер куллен.

(Ҫавӑн пекех Иис. Н. 9:9; Ис. 24:15; Иоанн 8:12, 32 пӑхӑр.)