78-МӖШ ЮРӐ
Турӑ Сӑмахне вӗрентетпӗр
-
1. Кам Турӑ Сӑмахне ялан
Хастаррӑн вӗрентет,
Иегова ырӑ кӑмӑлтан
Ҫавна туллин пиллет.
Иисус кӑтартнӑ пек туса,
Чунтан юратнипе
Эпир пурне те пулӑшатпӑр
Иеговӑна пӗлме.
-
2. Чӑн сӑмаха таса чунпа
Эпир вӗрентнине
Кураҫҫӗ пурте уҫҫӑнах
Эпир мӗн тунинче.
Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен
Тӗпчетпӗр тӑрӑшса,
Унти чӑн мул ҫинчен пурне те
Калатпӑр хаваспа.
-
3. Ӑста вӗрентекен пулма
Иегова йӑлт парать.
Енчен те пулӑшу ыйтсан,
Ялан вӑл хуравлать.
Эпир хаклатпӑр тем пекех
Иеговӑн Сӑмахне,
Хыпарҫӑсем пулма чӗнетпӗр
Вӗренекенсене.
(Ҫавӑн пекех Пс. 118:97; 1 Иоанн 5:14; 2 Тим. 4:2; Тит 2:7 пӑхӑр.)