83-МӖШ ЮРӐ
Килтен киле
-
1. Килтен киле сарса ҫӳрер
Иеговӑн хыпарне.
Ял-хулара тӑрантарар
Ун сурӑхӗсене.
Ҫӳлти Патшалӑх тӳперен
Ертсе пырать тесе,
Христос хушса хӑварнӑ пек,
Пурне те пӗлтерер.
-
2. Енчен те ҫын хисеплесен
Ҫӳлти Аттен ятне,
Вӑл ҫӑлӑнӑҫ илет тесе
Калар килтен киле.
Пӗлмен Турра мӗнле итлес?
Мӗнле чыслас ӑна?
Сӑваплӑ ят ҫинчен пӗлме
Парар кашни ҫынна.
-
3. Апла Патшалӑх хыпарне
Сарар килтен киле.
Ҫын йышӑнать е йышӑнмасть —
Суйлатӑр вӑл хӑех.
Иегова Турӑ ячӗпе
Ун чӑнлӑхне калар.
Аттемӗр сурӑхӗсене
Килтен киле шырар.
(Ҫавӑн пекех Ап. ӗҫ. 2:21; Рим 10:14 пӑхӑр.)