85-МӖШ ЮРӐ
Пӗр-пӗрне хапӑл тӑвар
(Рим 15:7)
-
1. «Килӗр те илӗр чӗрӗлӗх шывне!» —
Чӗнет паян Турӑ кашнине.
Вӑл чӗннине хавассӑн йышӑнса,
Ӑна мухтав кӳретпӗр пӗрле пухӑнса.
-
2. Кӑмӑллӑ, ырӑ пирӗн кӗтӳҫсем,
Тавах вӗсемшӗн Турра пиртен.
Пур тӑвана та чӗререн хаклар,
Пурне те ыр сунса хаваспах йышӑнар.
-
3. Турӑ чӗнет мӗнпур йӑваш ҫынна
Чӑн пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑма.
Турӑ пире ҫывхартрӗ хӑй патне.
Эппин, эпир те хапӑл тӑвар пӗр-пӗрне.
(Ҫавӑн пекех Иоанн 6:44; Флп. 2:29; Ӳлӗм. 22:17 пӑхӑр.)