Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

88-МӖШ ЮРӐ

Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана

Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана

(Псалом 24:4)

  1. 1. Иегова, эс ӑшшӑн пире чӗннӗрен

    Сана итлеме пухӑнатпӑр.

    Эс хӑв Сӑмахна парса ҫул кӑтартрӑн —

    Эпир чӑнлӑхра пурӑнатпӑр.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хӑв ҫулупа пыма вӗрент мана,

    Сана илтме уҫсам ман хӑлхама.

    Сан саккунта эп савӑнӑҫ тупам,

    Мана чӑн ҫулупа ертсе пырсам.

  2. 2. Сан ӑслӑлӑху вӗҫсӗр анлӑ, Аттем.

    Сан пӗтӗм йӗркӳ чӑн та тӗрӗс.

    Таса Сӑмаху — тем пек пысӑк ырлӑх,

    Ялан пулӗ витӗмлӗ, чӗрӗ.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Хӑв ҫулупа пыма вӗрент мана,

    Сана илтме уҫсам ман хӑлхама.

    Сан саккунта эп савӑнӑҫ тупам,

    Мана чӑн ҫулупа ертсе пырсам.

(Ҫавӑн пекех Тух. 33:13; Пс. 1:2; 118:27, 35, 73, 105 пӑхӑр.)