Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

89-МӖШ ЮРӐ

Итле, пурнӑҫла, пиллӗх ил

Итле, пурнӑҫла, пиллӗх ил

(Лука 11:28)

  1. 1. Эс кӑмӑлтан Христоса итлесессӗн

    Сана вӑл чӑнлӑх ҫулне кӑтартать.

    Ун ӳкӗтне пурнӑҫа эс кӗртсессӗн

    Сана ҫӳлтен тулли пиллӗх пулать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Тимлӗн итле эс Турра,

    Пиллӗх илетӗн вара.

    Ун ирӗкне яланах пурнӑҫла —

    Пурӑнӑн ӗмӗр райра.

  2. 2. Ҫурта чул никӗс ҫине эс лартсассӑн

    Инкек чухне те вӑл ҫирӗп тӑрать.

    Иисус вӗрентнӗ пекех пурӑнсассӑн

    Сан пурнӑҫун ҫирӗп никӗс пулать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Тимлӗн итле эс Турра,

    Пиллӗх илетӗн вара.

    Ун ирӗкне яланах пурнӑҫла —

    Пурӑнӑн ӗмӗр райра.

  3. 3. Шыв хӗрринче йывӑҫа ӳстерсессӗн

    Вӑхӑтӗнче ҫимӗҫне пултарать.

    Ача пекех эс Турра итлесессӗн

    Сана вӑл ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парать.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Тимлӗн итле эс Турра,

    Пиллӗх илетӗн вара.

    Ун ирӗкне яланах пурнӑҫла —

    Пурӑнӑн ӗмӗр райра.

(Ҫавӑн пекех Сак. аст. 28:2; Пс. 1:3; Ытар. 10:22; Матф. 7:24—27; Лука 6:47—49 пӑхӑр.)