90-МӖШ ЮРӐ
Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр
-
1. Эпир тем пек хавхаланатпӑр
Турра пӗрле пуҫҫапнипе,
Юратӑва ҫирӗплететпӗр
Ыр ӗҫ тума тӑрӑшнипе.
Пире юратакан тӑванлӑх
Вӑй-хал парать чӑтса тӑма.
Пуху — хӑрушсӑр хӳтӗ вырӑн;
Нихҫан хӑвармӑпӑр ӑна.
-
2. Тӑванӑн вырӑнлӑ сӑмахӗ
Чуна питех те йӑпатать,
Юратнӑ тус ҫирӗплетни те
Пире епле лӑплантарать!
Мӗнле аван, мӗнле хаваслӑ
Пӗрле тусассӑн пӗр ӗҫе!
Пӗрне-пӗри тӗреклететпӗр,
Ӳкме памастпӑр инкекре.
-
3. Куратпӑр: Туррӑн аслӑ кунӗ
Ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарать.
Эппин пӗрле пуҫтарӑнмашкӑн
Татах та тӑрӑшас пулать.
Эпир Аттемӗршӗн ӗҫлесшӗн
Пӗрле мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе,
Ялан пӗр айӑпсӑр пулмашкӑн
Хавхалатасшӑн пӗр-пӗрне.
(Ҫавӑн пекех Лука 22:32; Ап. ӗҫ. 14:21, 22; Гал. 6:2; 1 Фес. 5:14 пӑхӑр.)