96-МӖШ ЮРӐ
Турӑ Сӑмахӗ — хаклӑ мул
(Ытарӑшсем 2:1)
-
1. Телей, чӑн шанчӑк, савӑнӑҫ тупмашкӑн
Пӗр кӗнеке пурне те пулӑшать.
Унта ҫырни пит витӗмлӗ, хӑватлӑ;
Вӑл чӗрӗлӗх йӑваш ҫынна парать.
Ку кӗнеке — ҫӳлти Аттен Сӑмахӗ.
Хӑйне чунтан юратнӑ ҫынсене
Иегова Турӑ хӑй хавхалантарнӑ
Ҫырса хума Сӑваплӑ Ҫырӑвне.
-
2. Вӗсем йӑлтах тӗп-тӗрӗс ҫырса пынӑ:
Малтан Иегова тунӑ тӗнчене,
Пӗрремӗш ҫын хӗн-хур мӗнне пӗлмен те
Райра телейлӗ пурӑннӑ чухне.
Кайран Турра пӗр ангел элекленӗ,
Пӑлхав ҫӗкленӗ сӗмсӗр шухӑшпа.
Ҫавна пула ҫынсем асап кураҫҫӗ,
Анчах ҫӗнтерӗ Турӑ Усала.
-
3. Ак халӗ ҫитрӗ савӑнӑҫлӑ вӑхӑт:
Христос Патша ертсе пырать ҫӳлтен.
Кӗҫех Патшалӑх хӗн-хура пӗтерӗ,
Вӑл пурнӑҫлӗ Иеговӑн ирӗкне.
Ҫак чӑнлӑхсем чуна пырса тивеҫҫӗ,
Вӗсем ҫинчен калатпӑр хаваспах.
Сӑваплӑ Библи — канӑҫлӑх ҫӑлкуҫӗ,
Мӗнпур мулран чылай вӑл хаклӑрах.
(Ҫавӑн пекех 2 Петр 1:21; 2 Тим. 3:16 пӑхӑр.)