Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

100-МӖШ ЮРӐ

Хапӑл туса йышӑнӑр

Хапӑл туса йышӑнӑр

(Апостолсен ӗҫӗсем 17:7)

  1. 1. Иегова чӗререн хапӑллать пире,

    Пурне те кӑтартать хӑйӗн ырлӑхне.

    Вӑл ҫумӑр ҫутарать, апат парса тӑрать,

    Пур ҫыннӑн кӑмӑлне тултарать.

    Эпир ыттисемпе тарават пулсан,

    Илетпӗр чаплӑ тӗслӗх Иеговӑран.

    Вӑл ыр ӗҫе кура ыр тӑвӗ хамӑра.

    Вӑл пиллӗ пирӗн юратӑва.

  2. 2. Нуша куракана пулӑшу парсан,

    Ку ырӑ ҫимӗҫсем паратех кайран.

    Кама эпир малтан курман та палламан,

    Ӑна та хапӑллатпӑр чунтан.

    Ҫынна мӗн кирлине кӑмӑлтан пама

    Эпир чӗнетпӗр: «Кӗр манӑн ҫуртӑма».

    Кам Турӑ пек тӑвать, кам ырлӑх кӑтартать,

    Иегова ҫав ҫынна пит хаклать.