107-МӖШ ЮРӐ
Турӑран юратма вӗренӗр
-
1. Иегова пире чӑн тӗслӗх кӑтартнӑ —
Юрату тӗслӗхне.
Вӑл ырлӑхӗпе пире уҫса панӑ
Хӑйӗн ҫулне, чаплӑ ҫулне.
Ӗҫпе юрату Иегова кӑтартнӑ:
Вӑл хӑй Ывӑлне пур ҫыншӑн та панӑ,
Ҫапла ҫылӑхран пире вӑл хӑтарнӑ.
Ку — юрату, чӑн-чӑн юрату.
-
2. Ҫав ҫул вӗрентет пӗрне-пӗри хытӑ
Юратма, хаклама.
Кашни тӑвана — вӑл ҫамрӑк е ватӑ —
Хатӗр эпир ырӑ тума.
Турра чӗререн эпир юратсассӑн
Мӗнпур тӑвана чунтан юрататпӑр,
Вӗсем йӑнӑшсан ялан каҫаратпӑр.
Ку — юрату, чӑн-чӑн юрату.
-
3. Аттемӗр пире пурне те пуҫтарчӗ
Пурӑнма пӗрлӗхре.
Чунтан юратни пире пӗрлештерчӗ,
Халӗ эпир — туслӑ ҫемье.
Чӑн юратуран пире халь пӗлеҫҫӗ.
Пире сывлӑшпа Сӑмах ҫӗнетеҫҫӗ.
Туссем, тӑвансем аса илтереҫҫӗ:
Пирӗн Атте — чӑн-чӑн юрату.
(Ҫавӑн пекех 2 Петр 1:5—7; Рим 12:10; Эф. 4:2, 3 пӑхӑр.)