114-МӖШ ЮРӐ
Тӳсӗмлӗ пулар
-
1. Иегова Ҫӳлхуҫамӑр —
Вӑл хӑй ятне хӳтӗлекен;
Ятне сӑваплӑ тӑвӗ,
Тасатӗ кӗҫ хурланинчен.
Мӗн ӗлӗк-авалтан вӑл
Чӑтса тӑнӑ нумайччен;
Ун ырлӑхӗ чакман та,
Юратӑвӗ пӗтмен.
Иегова пур ҫынна та
Ҫӑлмашкӑн питӗ тӑрӑшать.
Пире юратнипе вӑл
Халь тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑрать.
-
2. Ҫак лайӑх ен пит кирлӗ
Пире те хамӑр пурнӑҫра —
Ӑшра туятпӑр канлӗх,
Алра тытатпӑр хамӑра.
Эпир ялан шыратпӑр
Ыррине ыттисенче,
Пуҫа усса тӑмастпӑр
Хӗн-хурлӑ кунсенче.
Иегова пек пулмашкӑн
Пӗрмай ун сывлӑшне ыйтар.
Эпир кирек хӑҫан та
Ун евӗр тӳсӗмлӗ пулар.
(Ҫавӑн пекех Тух. 34:14; Ис. 40:28; 1 Кор. 13:4, 7; 1 Тим. 2:4 пӑхӑр.)