Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

120-МӖШ ЮРӐ

Христос пекех йӑваш пулӑр

Христос пекех йӑваш пулӑр

(Матфей 11:28—30)

  1. 1. Иисус Ҫӳлхуҫа — ҫынсенчен чи асли,

    Мухтавшӑн та чапшӑн ҫунман ун чӗри.

    Патша пуласса лайӑх пӗлнӗ, ҫапах

    Хӑйне кӗҫӗне хунӑ вӑл яланах.

  2. 2. Йӑваш кӑмӑлпа вӑл сӗнет пулӑшма —

    Халтан кайнисем канлӗх тупӗҫ унра.

    Сӳсменӗ ун меллӗ, ӑна тӑхӑнсан,

    Вӑл ырлӑх кӑтартӗ, йӑпатӗ ялан.

  3. 3. «Эсир — тӑвансем»,— тенӗ Вӗрентекен.

    Эпир вӗренетпӗр ун тӗслӗхӗнчен.

    Йӑваш ҫынсене Турӑ питӗ хаклать,

    Ҫӗре еткере вӗсене вӑл парать.

(Ҫавӑн пекех Ытар. 3:34; Матф. 5:5; 23:8; Рим 12:16 пӑхӑр.)