126-МӖШ ЮРӐ
Сыхӑ тӑрӑр, ҫирӗп пулӑр, тӗрекленӗр
-
1. Сыхӑ тӑрӑр, тӗрекленӗр,
Ҫирӗп пултӑр ӗненӳ.
Малалла хӑюллӑ пӑхӑр —
Питӗ ҫывӑх ҫӗнтерӳ.
Тӑвӑр мӗн Христос каланине,
Ҫар пек ҫирӗп тӑрӑр ун енче.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Сыхӑ тӑрӑр, чӑтӑмлӑ пулӑр
Мӗн вӗҫне ҫитичченех.
-
2. Сыхӑ тӑрӑр, хатӗр пулӑр
Пӑхӑнма та итлеме.
Христоса итлес тесессӗн
Итлӗр унӑн чурине.
Пӑхӑнар ӗҫчен кӗтӳҫсене —
Тимлесе итлер канашсене.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Сыхӑ тӑрӑр, чӑтӑмлӑ пулӑр
Мӗн вӗҫне ҫитичченех.
-
3. Сыхӑ тӑрӑр, ҫирӗп пулӑр
Ыр хыпар сарас ӗҫре.
Тӑшмансем пит тапӑнсан та
Чараймаҫ вӗсем пире.
Туррӑн кунӗ ҫывӑх пулнине
Пурте пӗлччӗр пӗтӗм ҫӗр ҫинче.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Сыхӑ тӑрӑр, чӑтӑмлӑ пулӑр
Мӗн вӗҫне ҫитичченех.
(Ҫавӑн пекех Матф. 24:13; 1 Петр 5:8; Евр. 13:7, 17 пӑхӑр.)