131-МӖШ ЮРӐ
«Турӑ пӗрлештерни»
-
1. Часах ҫип татӑлмасть,
Явсассӑн виҫҫӗлле.
Сӑмах парать вӗт мӑшӑр
Иегова умӗнче.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
«Эп арӑма юратӑп»,—
Каланӑ вӑл Турра.
Мӗн Турӑ пӗрлештернӗ —
Ан уйӑртӑр этем.
-
2. Вӗсем Ун Сӑмахне
Тӗпчеҫ ырми-канми.
Иегова панӑ пиллӗх —
Ҫемьен телей уҫҫи.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
«Упӑшкама юратӑп»,—
Каланӑ вӑл Турра.
Мӗн Турӑ пӗрлештернӗ —
Ан уйӑртӑр этем.
(Ҫавӑн пекех Пулт. 2:24; Еккл. 4:12; Эф. 5:22—33 пӑхӑр.)