Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

132-МӖШ ЮРӐ

Эпир халь пӗр ӳт

Эпир халь пӗр ӳт

(Пултарни 2:23, 24)

  1. 1. Чунӑм савни, эпӗр санпа

    Пӗр ӳт пулма тӑватпӑр тупа.

    Пире Иегова пиллерӗ

    Ҫемьеллӗ пурнӑҫпа.

    Иккӗн пулни питӗ аван.

    Ҫак самантран эс мӑшӑрӑм ман.

    Мана эс ӑшшӑн каларӑн:

    «Яланлӑха эп сан».

    Ӗмӗрех куллен пырар пӗрле

    Туррӑн ҫулӗпе,

    Чӑн юрату ҫулӗпе.

    Пирӗн тупа пултӑр таса.

    Пурӑнӑп эп сана ҫеҫ савса.

    Ҫемьемӗр пултӑр телейлӗ,

    Чыслатӑр ӗмӗрех Турра.

(Ҫавӑн пекех Пулт. 29:18; Еккл. 4:9, 10; 1 Кор. 13:8 пӑхӑр.)