139-МӖШ ЮРӐ
Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам
-
1. Райри пекех хӑвна курсам,
Ҫӗн тӗнчене куҫ умне тӑратсам.
Мӗн туйӑн-ши ҫав вӑхӑтра?
Епле аван пурӑнма райра!
Унта усал нихҫан пулмасть.
Иеговӑн влаҫӗ асла тухать.
Ак ҫӗн ҫӗрӗн вӑхӑчӗ ҫитӗ кӗҫех.
Ун чух пирӗн юрӑ ян кайӗ тӗнчипех:
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
«Чӗре савӑнать, Иегова, санпа —
Пурне те ҫӗнӗ эс турӑн райра.
Сан аслӑ ӗҫӳсемшӗн чунтан пысӑк тав!
Сана ӗмӗрех пӗтӗм чыс, хисеп, мухтав».
-
2. Ак эсӗ халь ҫӗн тӗнчере —
Ҫакна курсам ӗненӳ куҫӗпе.
Ак ҫитрӗ мир, чӑн ҫураҫу.
Хумханмалли пӗр сӑлтав та ҫук.
Иегова халӗ пирӗнпе.
Шӑлса вӑл илчӗ пур куҫҫуле.
Чӗртсе тӑратать вилӗмрен ҫынсене;
Вӗсем те пӗр харӑссӑн юрлӗҫ ун чухне:
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
«Чӗре савӑнать, Иегова, санпа —
Пурне те ҫӗнӗ эс турӑн райра.
Сан аслӑ ӗҫӳсемшӗн чунтан пысӑк тав!
Сана ӗмӗрех пӗтӗм чыс, хисеп, мухтав».
(Ҫавӑн пекех Пс. 36:10, 11; Ис. 65:17; Иоанн 5:28; 2 Петр 3:13 пӑхӑр.)