140-МӖШ ЮРӐ
Тинех ӗнтӗ ӗмӗрлӗх пурнӑҫ!
-
1. Акӑ кур: рай ҫӗр ҫинче,
Лӑпкӑ, тӑнӑҫлӑ пурнӑҫ,
Хуйхӑ тек ҫук, чир те ҫук,
Савӑнӑҫ ҫӗр тулли.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Чун-чӗререн юрла!
Ҫак пурнӑҫ сан умра.
«Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ тинех!» —
Калӑпӑр ун чухне.
-
2. Ҫавӑн чух ватӑ ҫынсем
Яш-хӗр пек ҫамрӑк пулӗҫ.
Тӗрлӗ инкек пулмӗ тек,
Сыхлӗ пире Атте.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Чун-чӗререн юрла!
Ҫак пурнӑҫ сан умра.
«Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ тинех!» —
Калӑпӑр ун чухне.
-
3. Пит аван пулӗ райра.
Мӗн тери чаплӑ шанчӑк!
Пит пысӑк тав, чыс, мухтав
Ӗмӗрӗпех Турра.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Чун-чӗререн юрла!
Ҫак пурнӑҫ сан умра.
«Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ тинех!» —
Калӑпӑр ун чухне.
(Ҫавӑн пекех Иов 33:25; Пс. 71:7; Ӳлӗм. 21:4 пӑхӑр.)