Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

141-МӖШ ЮРӐ

Пурнӑҫ — хаклӑ парне

Пурнӑҫ — хаклӑ парне

(Псалом 35:10)

  1. 1. Ҫӗнӗ кун ҫути, сар хӗвел ӑшши,

    Шыв тумламӗ, юр пӗрчи, тырӑ кӗлти —

    Пӗтӗмпех пире Турӑ парнелет.

    Пирӗн пурнӑҫпа телей унран ҫеҫ килет.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫак чаплӑ парнене — пурнӑҫа — хаклар.

    Кашни куншӑн савӑнар, чӑн Турра юратар.

    Мулпа е ӗҫлесе ӑна илейместпӗр,

    Ӑна ҫӳлти Атте юратнӑран парать.

  2. 2. Йывӑр пулнӑран шанчӑк ҫухатса

    Пӗрисем пуҫне усаҫ вилӗм ыйтса.

    Эпир ун пек мар: тав туса Турра,

    Пурнӑҫ панӑшӑн чунтан мухтатпӑр ӑна.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Ҫак чаплӑ парнене — пурнӑҫа — хаклар.

    Кашни куншӑн савӑнар, ҫынсене юратар.

    Мулпа е ӗҫлесе ӑна илейместпӗр,

    Ӑна ҫӳлти Атте юратнӑран парать.

(Ҫавӑн пекех Иов 2:9; Пс. 33:13; Еккл. 8:15; Матф. 22:37—40; Рим 6:23 пӑхӑр.)