Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ УРОК

Ыйтусем пар

Ыйтусем пар

Матфей 16:13—16

ТӖЛЛЕВ. Хӑвна итлекенсене интереслентерсе ярас тесе, тимлӗ итлеме пулӑшас тесе, шухӑшлаттарас тесе тата тӗп шухӑшсене палӑртас тесе ыйтусем пар, анчах та ҫакна ҫынсен туйӑмӗсене шута илсе ту.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Интереслентерсе яр та хӑвна тимлӗ итлеме ҫӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑш. Хӑвна итлеме интереслӗ пултӑр тесе е ыттисене шухӑшлама хавхалантарас тесе ыйтусем пар.

  • Шухӑшлаттар. Итлекенсене шухӑшсем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса пынине курса тӑма пулӑш. Ыйтусем парса кирлӗ шухӑш патне илсе ҫитер.

  • Кирлӗ шухӑшсене палӑрт. Тӗп шухӑшсене каличчен интереслентерсе яма пултаракан ыйтусем пар. Ҫав шухӑшсене палӑртса хӑварас тесе те ыйтусемпе усӑ кур. Вӗсене шухӑша сӳтсе явнӑ хыҫҫӑнах е доклад вӗҫӗнче пама пулать.