Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

5-МӖШ УРОК

Тӗрӗс вула

Тӗрӗс вула

1 Тимофей 4:13

ТӖЛЛЕВ. Мӗн ҫырнине тӗп-тӗрӗс вуласа пар.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Лайӑх хатӗрлен. Вуласа памалли текста мӗнле тӗллевпе ҫырни ҫинчен шухӑшла. Уйрӑм сӑмахсене мар, сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене вулама вӗрен. Нимӗн те ан хуш, ан улӑштар, сӑмахсене сиктерсе ан хӑвар. Чарӑну паллисене шута ил.

  • Кашни сӑмаха тӗрӗс вула. Пӗр-пӗр сӑмаха мӗнле вуламаллине пӗлместӗн пулсан словаре уҫса пӑх, публикацин аудиоҫыртарӑвне итлесе пӑх е лайӑх вулакан тӑванран пулӑшу ыйт.

  • Уҫӑмлӑн вула. Сӑмахсене уҫӑмлӑн кала, пуҫа ан пӗк тата ҫӑвара хытӑрах уҫма тӑрӑш. Сӑмахӑн кашни сыпӑкне уҫҫӑн кала, вӗҫне ҫӑтса ан яр.