Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

11-МӖШ УРОК

Хавхалануллӑн калаҫ

Хавхалануллӑн калаҫ

Рим 12:11

ТӖЛЛЕВ. Ҫынсен чӗрине пырса тивес тесе тата пӗр-пӗр ӗҫе тума хавхалантарас тесе ҫӗкленӳллӗн калаҫ.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Сӑмахусем чӗререн тухчӑр. Хатӗрленнӗ чухне ҫак материал мӗншӗн питӗ кирлӗ пулни ҫинчен шухӑшла. Ирӗклӗн калаҫас тесен тата сӑмахсем чӗререн тухчӑр тесен темӑна питӗ лайӑх пӗлмелле.

  • Итлекенсем ҫинчен шутла. Хӑв вулас е ӑнлантарса парас материал хӑш енчен усӑ пама пултарни ҫинчен шухӑшла. Итлекенсене ҫак информаци питӗ кирлӗ пулнине курма пулӑшас тесе ӑна мӗнле каласа памалли пирки шутласа хур.

  • Ҫӗкленӳллӗн калаҫ. Ыттисене сана итлеме интереслӗ пултӑр тесе хавхалануллӑн калаҫ. Хӑв мӗн туйнине кӑтартас тесе пит-куҫпа алла яланхи пекех вылят.