Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

12-МӖШ УРОК

Ӑшшӑн калаҫ

Ӑшшӑн калаҫ

1 Фессалоника 2:7, 8

ТӖЛЛЕВ. Сана итлекенсем эсӗ вӗсене юратнине тата пулӑшасшӑн пулнине туйччӑр.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Итлекенсем ҫинчен шутла. Хатӗрленнӗ чухне итлекенсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине аса ил. Вӗсем мӗн туйни ҫинчен шутласа пӑх.

  • Сӑмахсене лайӑх шутласа кала. Йӑпатма, ҫирӗплетме тата хавхалантарма тӑрӑш. Ыттисене кӳрентерме пултаракан сӑмахсемпе усӑ курасран асӑрхан. Урӑх тӗне тытса тӑракансем пирки е вӗсем мӗне чун-чӗререн ӗненни пирки тиркесе ан калаҫ.

  • Итлекенсемпе чун-чӗререн интересленнине кӑтарт. Хӑвӑн сассупа тата вырӑнлӑ ал хусканӑвӗсемпе вӗсене чӗререн пулӑшасшӑн пулнине кӑтарт. Ҫакӑ пит-куҫра та курӑнса тӑтӑр. Час-часах йӑл кул.