Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

15-МӖШ УРОК

Ӗнентерӳллӗн калаҫ

Ӗнентерӳллӗн калаҫ

1 Фессалоника 1:5

ТӖЛЛЕВ. Эсӗ мӗнле калаҫнинчен хӑв каланӑ шухӑшсем тӗрӗс те чӑннипех те кирлӗ пулнине ӗненни курӑнса тӑмалла.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Лайӑх хатӗрлен. Материала тӗплӗн тӗпче, вара тӗп шухӑшсене палӑртса хума тата Библи вӗсем тӗрӗс пулнине мӗнле ҫирӗплетсе панине ӑнланма пултарӑн. Тӗп шухӑшсене кӗскен тата ахаль сӑмахсемпе каласа пӑх. Вӗсем итлекенсене мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен шухӑшла. Кӗлтуса святой сывлӑш ыйт.

  • Ӗнентерӳллӗ сӑмахсем суйласа ил. Пичетленӗ материала пӑхмасӑр калама ан вӗрен, хӑв сӑмахсемпе кала. Хӑв суйланӑ сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсенче эсӗ хӑв мӗн каланине ҫирӗп ӗненни курӑнмалла.

  • Чун-чӗререн тата пӗр иккӗленмесӗр кала. Уҫӑ та ҫирӗп сасӑпа кала. Вырӑнлӑ пулсан итлекенсемпе куҫран пӑхса калаҫ.