Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

17-МӖШ УРОК

Ӑнланмалла калаҫ

Ӑнланмалла калаҫ

1 Коринф 14:9

ТӖЛЛЕВ. Хӑв мӗн калас тенине итлекенсене ӑнланма ҫӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑш.

ҪАКНА МӖНЛЕ ТУМАЛЛА?

  • Лайӑх хатӗрлен. Темӑна хӑвӑн сӑмахусемпе тата ансат чӗлхепе уҫса парас тесе ӑна лайӑх тӗпчесе ӑнланма тӑрӑш.

  • Ансат сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе тата кӗске предложенисемпе усӑ кур. Вӑрӑм предложенисемпе те усӑ курма пулать, анчах та тӗп шухӑшсене кӗске предложенисемпе уҫса пар.

  • Ӑнланмалла мар сӑмахсене ӑнлантарса пар. Ҫынсем пӗлсех кайман сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе май килнӗ таран сахалтарах усӑ кур. Ыттисем пӗлсех кайман сӑмаха, Библире асӑннӑ ҫынна, авалхи виҫе единицине е йӑла-йӗркене асӑнмалла пулсан, ӑнлантарса памасӑр ан хӑвар.