Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

4-МӖШ УРОК

Кам вӑл чӑн Турӑ?

Кам вӑл чӑн Турӑ?

Этемлӗх пуҫланса кайнӑранпа тенӗ пекех ҫынсем тӗрлӗ турӑсене пуҫҫапаҫҫӗ. Анчах та Библире «пур турӑран та аслӑ» Турӑ ҫинчен каласа панӑ (2 Ҫулсеренхи 2:5). Кам-ши вӑл ҫав Турӑ? Мӗншӗн вӑл ҫынсем пуҫҫапакан пур турӑран та аслӑрах? Ҫак урокран эсир Турӑ сире хӑйӗнпе паллаштарасшӑн пулнине пӗлме пултаратӑр.

1. Турӑ мӗн ятлӑ тата вӑл пире хӑйӗн ятне пӗлтересшӗн пулнине мӗн кӑтартса парать?

Турӑ хӑйӗн ҫинчен Библире каласа парать. Вӑл пире ҫапла калать: «Эпӗ — Иегова. Ку — манӑн ятӑм» (Исаия 42:5, 8, ҪТ). Иегова вӑл — еврей чӗлхинчен куҫарнӑ ят. Ҫак ят, учёнӑйсенчен нумайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, «вӑл пулса тӑма парать» тенине пӗлтерет. Иегова хӑйӗн ятне пурте пӗлччӗр тет (Тухни 3:15). Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Библире Туррӑн ячӗ 7 000 хут ытла тӗл пулать a. Ҫӳлте тӳпере те, аялта ҫӗр ҫинче те «пӗртен-пӗр чӑн Турӑ» ҫеҫ Иегова ятлӑ (Иоанн 17:3).

2. Библире Иегова ҫинчен мӗн каланӑ?

Ҫынсем тӗрлӗ турӑсене пуҫҫапаҫҫӗ пулин те, Библире Иегова пирки ҫеҫ чӑн Турӑ тенӗ. Вӑл ытти турӑсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? Иеговӑн ҫеҫ чи аслӑ власть пур, ҫавӑнпа та пӗр вӑл анчах «пӗтӗм ҫӗр ҫинче... Ҫӳлти Турӑ». (Псалом 82:19 вулӑр.) Вӑл «Пурне те Тума Пултаракан Турӑ», мӗншӗн тесен вӑл хӑй мӗн шутласа хунине пурне те тума пултарать. Вӑл «пурне те пултарнӑ»: Ҫут тӗнчене те, ҫӗре те, ҫӗр ҫинчи пур чӗрӗ чуна та (Ӳлӗмхи 4:8, 11, ҪТ). Иегова ҫеҫ яланах пулнӑ тата вӑл ӗмӗр-ӗмӗрӗпех пулӗ (Псалом 89:2).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Туррӑн титулӗсемпе унӑн ячӗ хушшинчи уйрӑмлӑха пӑхса тухӑр. Унтан Турӑ хӑйӗн ятне мӗнле тата мӗншӗн уҫса панине пӗлӗр.

3. Туррӑн титулсем нумай, анчах та пӗр ят ҫеҫ

Титулсемпе ят хушшинчи уйрӑмлӑха курас тесе ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ят титулран, сӑмахран, «Ҫӳлхуҫа» текен титулран, мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

Библире ҫынсем тӗрлӗ турӑсене пуҫҫапаҫҫӗ тесе каланӑ. Псалом 135:1—3 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Кам вӑл «турӑсенӗн Турри» тата «хуҫасенӗн Ҫӳлхуҫи»?

4. Иегова сире хӑйне ятран чӗнтересшӗн

Иегова пире хӑйӗн ятне пӗлтересшӗн пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Эсир мӗнле шутлатӑр: Иегова хӑйӗн ятне ҫынсене пӗлтересшӗн-и? Мӗншӗн эсир ҫапла шутлатӑр?

Иегова хӑйне ҫынсем ятран чӗнччӗр тет. Рим 10:13 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Турра ятран Иегова тесе чӗнни чӑнах та питӗ кирлӗ-и?

  • Сире ҫынсем хӑвӑр ята астуса юлни тата хӑвӑра ятран чӗнни килӗшет-и?

  • Сирӗн шутпа, Иеговӑна эсир ятран чӗнни унӑн кӑмӑлне каять-и?

5. Иегова сире хӑйӗн тусӗ тӑвасшӑн

Камбоджӑра пурӑнакан Сотен ятлӑ хӗрарӑм Туррӑн ятне пӗлни «мана питӗ телейлӗ турӗ» тенӗ. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Видеора кӑтартнӑ тӑрӑх, Туррӑн ятне пӗлни Сотен ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

Кампа та пулин туслашас умӗн малтан унӑн ятне пӗлмелле. Иаков 4:8а вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Иегова сире мӗн тума сӗнет?

  • Мӗншӗн Турра ятран чӗнни сире унпа ҫывӑхланма пулӑшать?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Пӗр Турӑ ҫеҫ пур, ҫавӑнпа та ӑна мӗнле чӗнни пӗлтерӗшлех мар».

  • Иегова вӑл Туррӑн ячӗ пулнине эсир ӗненетӗр-и?

  • Турӑ пире хӑйне ятран чӗнтересшӗн пулнине эсир мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Иегова — пӗртен-пӗр чӑн Туррӑн ячӗ. Вӑл пире хӑйне ятран чӗнтересшӗн, ҫапла вара хӑйӗнпе ҫывӑхланма пулӑшасшӑн.

Вӗреннине аса илни

  • Ҫынсем пуҫҫапакан турӑсенчен пуринчен те Иегова мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

  • Мӗншӗн Турра пирӗн ятран чӗнмелле?

  • Иегова сире хӑйӗнпе ҫывӑхлантарасшӑн пулнине мӗн кӑтартса парать?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Турӑ пуррине кӑтартакан пилӗк сӑлтава пӑхса тухӑр.

«Турӑ пур-и?» (интернет-статья)

Турӑ яланах пулнине ӗненни мӗншӗн тӗрӗс пулнине пӑхса тухӑр.

«Кто создал Бога?» («Сторожевая башня», 2014 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗ)

Туррӑн ятне авалхи еврей чӗлхинче мӗнле каланине пӗлместпӗр пулин те, мӗншӗн Туррӑн ячӗпе пирӗн усӑ курмаллине пӗлӗр.

«Кам вӑл Иегова?» (интернет-статья)

Турра кирек мӗнле чӗнсен те, ҫакӑ пурпӗрех мар-и? Мӗншӗн Туррӑн пӗртен-пӗр ят ҫеҫ пур тесе калама пулни ҫинчен вулӑр.

«Туррӑн мӗн чухлӗ ят?» (интернет-статья)

a Туррӑн ячӗн пӗлтерӗшӗ ҫинчен тата мӗншӗн хӑш-пӗр Библисенче Туррӑн ятне кӑларса пӑрахни ҫинчен нумайрах пӗлес тесе «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» (выр.) ятлӑ Библири А4 Хыҫсӑмаха пӑхӑр.