Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

7-МӖШ УРОК

Эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

Эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

Эсир Иегова Турӑ ҫинчен шухӑшланӑ чухне сирӗн пуҫа мӗнле шухӑш пырса кӗрет? Эсир Турӑ питӗ аслӑ, ҫавӑнпа та унпа ҫывӑхланма тата хутшӑнма май ҫук тесе шутлатӑр-и? Е сирӗншӗн вӑл, калӑпӑр, аслати пек хӑватлӑ вӑй-и? Иегова чӑннипе мӗнлерех-ши вӑл? Библире Иеговӑн мӗнле лайӑх енсем пурри ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑн пекех унта вӑл сирӗнпе интересленет тесе те ҫырнӑ.

1. Мӗншӗн эпир Турра курма пултараймастпӑр?

«Турӑ Вӑл — Сывлӑш» (Иоанн 4:24). Туррӑн кӗлетки пирӗн кӗлетке пек мар. Вӑл — тӳпере эпир курма пултарайман вырӑнта пурӑнакан сывлӑш.

2. Иеговӑн мӗнле лайӑх енсем пур?

Эпир Иеговӑна курма пултараймастпӑр. Анчах та ун ҫинчен пӗлсе пынӑ май эпир ӑна юратма пуҫлатпӑр, мӗншӗн тесен унӑн лайӑх енӗсене куратпӑр. Библире ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫа тӳрӗ сута юратать, Хӑйӗн сӑваплӑ ҫыннисене пӑрахмасть» (Псалом 36:28). Ҫавӑн пекех вӑл, уйрӑмах асапланакан ҫынсемпе, «ырӑлӑхлӑ, пит хӗрхенекен кӑмӑллӑ» (Иаков 5:11, ҪС). «Ҫӳлхуҫа хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх тӑрать, Вӑл йӑваш кӑмӑллисене ҫӑлать» (Псалом 33:19). Эпир хамӑр ӗҫсемпе Иеговӑна е савӑнтарма, е хурлантарма пултаратпӑр. Эсир ҫакна пӗлнӗ-и? Ҫын япӑххине тӑвас терӗ пулсан, ҫакӑ Турра кӳрентерет тата хурлантарать (Псалом 77:40, 41). Хӑйне тӗрӗс тытакан ҫын вара ӑна савӑнтарать. (Ытарӑшсем 27:11 вулӑр.)

3. Иегова пире юратнине мӗнле кӑтартса тӑрать?

Иеговӑн тӗп лайӑх енӗ вӑл — юрату. Библире «Турӑ — юрату вӑл» тенӗ (1 Иоанн 4:8). Иеговӑн юратӑвӗ ҫинчен эпир Библирен ҫеҫ мар, вӑл тунӑ япаласенчен те пӗлсе пыратпӑр. (Апостолсен ӗҫӗсем 14:17 вулӑр.) Сӑмахран, вӑл пире мӗнле туни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Вӑл пире илемлӗ тӗссене курмалла, хитре кӗвӗ-юрра илтмелле тата тутлӑ апат тутипе савӑнмалла тунӑ. Вӑл пире телейлӗ пурӑнтарасшӑн.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иегова тӗлӗнмелле ӗҫсене мӗнле тунине пӗлӗр. Унтан Иегова хӑйӗн лайӑх енӗсене мӗнле кӑтартнине пӑхса тухӑр.

4. Святой сывлӑш вӑл — Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ

Ӗҫсене эпир алӑпа тунӑ пекех, Иегова та хӑйӗн ӗҫӗсене тума святой сывлӑшпа усӑ курать. Библире каланӑ тӑрӑх, святой сывлӑш вӑл — Турӑ мар, Турӑ хӑйӗн ӗҫӗсене тума усӑ куракан вӑй. Лука 11:13 тата Апостолсен ӗҫӗсем 2:17 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Турӑ хӑйӗн святой сывлӑшне хӑйӗнчен ҫав сывлӑша ыйтакансем ҫине антарӗ е ярӗ. Апла пулсан, эсир мӗнле шутлатӑр: святой сывлӑш вӑл Турӑ-и е Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ-и? Мӗншӗн эсир ҫавӑн пек шутлатӑр?

Иегова тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвас тесе хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курать. Псалом 32:6 тата 2 Петр 1:20, 21 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗпе усӑ курса мӗнле ӗҫсем тунӑ?

5. Иеговӑн лайӑх енсем пур

Моисей Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ пулнӑ, анчах та вӑл хӑйне Пултаракана тата лайӑхрах пӗлесшӗн пулнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Турӑран ҫапла ыйтнӑ: «Хӑвӑн ҫулна кӑтартсам мана... эпӗ Сана пӗлсе ҫитем» (Тухни 33:13). Вара Иегова Моисее хӑйӗн хӑш-пӗр лайӑх енӗсем ҫинчен каласа панӑ. Тухни 34:4—6 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Иегова Моисее хӑйӗн хӑш лайӑх енӗсем ҫинчен каласа панӑ?

  • Сире Иеговӑн лайӑх енӗсенчен хӑшӗсем уйрӑмах килӗшеҫҫӗ?

6. Иегова ҫынсемшӗн тӑрӑшать

Туррӑн авалхи халӑхӗ, еврейсем, Египетра чуралӑхра пулнӑ. Иегова вӗсем асапланнине кура хӑйне мӗнле туйнӑ? АУДИОҪЫРТАРӐВА итлӗр, итленӗ чухне текст ҫине пӑхса йӗрлесе пырӑр е Тухни 3:1—10 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ҫак вуласа тухнӑ сӑвӑ йӗркисенче Иегова ҫынсем асапланнӑ чухне хӑйне мӗнле туйни ҫинчен эсир мӗн пӗлтӗр? (7-мӗшпе 8-мӗш сӑвӑ йӗркисене пӑхӑр.)

  • Эсир мӗнле шутлатӑр: Иегова чӑнах та ҫынсене пулӑшасшӑн-и тата вӑл вӗсене пулӑшма пултарать-и? Мӗншӗн эсир ҫапла шутлатӑр?

7. Иегова мӗнлерех Турӑ пулни ҫинчен эпир вӑл тунӑ япаласенчен пӗлме пултаратпӑр

Иегова мӗн тунӑ, ҫавсем урлӑ хӑйӗн лайӑх енӗсене кӑтартса тӑрать. ВИДЕО пӑхӑр. Унтан Рим 1:20 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иегова мӗн тунӑ, ҫавсенче эсир унӑн хӑш лайӑх енӗсене куратӑр?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Эпир Турра курма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӑна пӗлме май ҫук».

  • Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр?

  • Мӗншӗн?

ТӖП ШУХӐШ

Эпир Иеговӑна курма пултараймастпӑр. Унӑн нумай лайӑх ен пур, унӑн тӗп лайӑх енӗ — юрату.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн эпир Иеговӑна курма пултараймастпӑр?

  • Мӗн вӑл святой сывлӑш?

  • Иеговӑн мӗнле лайӑх енсем пур?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Иеговӑн тӑватӑ тӗп лайӑх енӗ ҫинчен нумайрах пӗлӗр.

«Мӗнлерех-ши вӑл Турӑ?» («Хурал башни», 2019 ҫулхи 1 №)

Турӑ пур ҫӗртре те пулманнине мӗн кӑтартса панине пӑхса тухӑр.

«Турӑ пур ҫӗртре те-и?» (интернет-статья)

Библире святой сывлӑш ҫинчен мӗншӗн Туррӑн алли тени пирки вулӑр.

«Мӗн вӑл святой сывлӑш?» (интернет-статья)

Суккӑр арҫынна хӑйӗншӗн Турӑ тӑрӑшнине ӗненме йывӑр пулнӑ. Мӗншӗн вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштарни ҫинчен вулӑр.

«Теперь я могу помогать другим» («Сторожевая башня», 2015 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗ)