Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

9-МӖШ УРОК

Кӗлтуса Турӑпа ҫывӑхланӑр

Кӗлтуса Турӑпа ҫывӑхланӑр

Сире хӑҫан та пулин мӗнле пурӑнмалли ҫинчен калакан канашсем кирлӗ пулнӑ-и? Хӑвӑра кирлӗ ыйтусен хуравӗсене эсир шыратӑр-и? Сире йӑпатупа пулӑшу кирлӗ-и? Иеговӑпа сирӗн тата ытларах ҫывӑхланас килет-и? Ҫак ыйтусем тӗлӗшӗнчен сире кӗлтуни пулӑшма пултарать. Анчах та мӗнле кӗлтумалла? Турӑ пур кӗлле те итлет-и? Вӑл сирӗн кӗлӗсене итлетӗр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Айтӑр пӗлер.

1. Пирӗн кама тата мӗн ҫинчен кӗлтумалла?

Иисус пирӗн хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре ҫеҫ кӗлтумалла тесе вӗрентнӗ. Иисус хӑй те Иеговӑна кӗлтунӑ. Вӑл каланӑ: «Эсир ҫапла кӗлтӑвӑр: Эй Ҫӳлти Аттемӗр...» (Матфей 6:9). Иеговӑна кӗлтунӑ чухне эпир унпа хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплететпӗр.

Кӗлтунӑ чухне эпир Туррӑн ирӗкӗпе мӗн килӗшсе тӑрать, ҫавсем ҫинчен пурин ҫинчен те ыйтма пултаратпӑр. Ҫапла тӑватпӑр пулсан, Иегова пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравлӗ. Библире ҫапла каланӑ: «Унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн, эпир кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире илтет» (1 Иоанн 5:14). Иисус эпир мӗн-мӗн ҫинчен кӗлтума пултарни пирки каланӑ. (Матфей 6:9—13 вулӑр.) Хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен кӗлтунисӗр пуҫне пирӗн хамӑр валли Турӑ мӗн тунишӗн ӑна тав тумалла. Ҫавӑн пекех Турӑран пирӗн ыттисене пулӑшма та ыйтмалла.

2. Пирӗн мӗнле кӗлтумалла?

Библи пире ҫапла тума хавхалантарать: «Чӗрӗрте мӗн пуррине... [Турӑ] умӗнче уҫса парӑр» (Псалом 61:9). Апла пулсан, пирӗн чун-чӗререн кӗлтумалла. Эпир сасӑпа е хамӑр ӑшра, ҫавӑн пекех кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек хӑш вырӑнта та кӗлтума пултаратпӑр. Кӗлтунӑ чухне пирӗн хамӑр кӗлеткене мӗнле тытмалла? Иегова пире е чӗркуҫленсе, е ларса, е тӑрса кӗлтума ыйтмасть. Кӗлтунӑ чухне чи кирли вӑл — Турра хисепленине кӑтартни.

3. Турӑ пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравлать?

Турӑ кӗлӗсем ҫине тӗрлӗрен хуравлама пултарать. Иегова пире хӑйӗн Сӑмахне, Библие, панӑ. Унта эпир хамӑрӑн ыйтусен хуравӗсене тупма пултаратпӑр. Турӑ Сӑмахне вулани «айваннисене ӑс кӗртет». (Псалом 18:8; Иаков 1:5 вулӑр.) Эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Турӑ пире чун канӑҫлӑхне пама пултарать. Унсӑр пуҫне, вӑл пире пулӑшу кирлӗ чухне хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пире пулӑшма хавхалантарма пултарать.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Сирӗн чун-чӗререн каланӑ кӗлӗсем Турра юрӑхлӑ пулччӑр тесен мӗнле кӗлтумаллине тата кӗлӗ сире мӗнле усӑ пама пултарнине пӑхса тухӑр.

4. Турӑ сирӗн кӗлӗсене итлетӗр тесен мӗн тумалла?

Пирӗн кӗлӗсем Турра юрӑхлӑ пулнипе пулманни мӗнрен килет? ВИДЕО пӑхӑр.

Иегова пире хӑйне кӗлтума ыйтать. Псалом 64:3 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, кӗлтунине илтекен Турӑ сире хӑйне кӗлтутарасшӑн-и? Мӗншӗн эсир ҫавӑн пек шутлатӑр?

Турӑ пирӗн кӗлӗсене итлетӗр тесен пирӗн унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшмалла. Михей 3:4 тата 1 Петр 3:12 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Турӑ пирӗн кӗлӗсене итлессипе итлемессине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр?

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пӗр-пӗринпе ҫапӑҫакансем ҫӗнтерӳ пирки кӗлтума пултараҫҫӗ. Турӑ ҫав кӗлӗсем ҫине хуравласса кӗтме пулать-и?

5. Иеговӑна пирӗн чун-чӗререн кӗлтумалла

Хӑш-пӗр ҫынсене кӗлӗсене пӗр сӑмах улӑштармасӑр ҫине-ҫинех калама вӗрентнӗ. Анчах та Турра ҫавӑн пек кӗлӗсем килӗшеҫҫӗ-ши? Матфей 6:7 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Кӗлтунӑ чухне сире «ытлашши», урӑхла каласан, пӗр сӑмахах ҫине-ҫинех каласран сыхланма мӗн пулӑшать?

Кашни кун пӗр пиллӗхе те пулин курма тӑрӑшӑр, вара ҫавӑншӑн Иеговӑна тав тӑвӑр. Ҫапла вара эрне хушшинче эсир кӗлӗре ҫичӗ япала ҫинчен асӑнма пултаратӑр, пӗр япала ҫинченех темиҫе хут калама тивмӗ.

Юратакан ашшӗ хӑйне ачисем хӑйсене мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа парасса кӗтет. Иегова та хӑйне эпир хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен кӗлӗре каласа парасса кӗтет

6. Кӗлӗ вӑл — Турӑ панӑ парне

Кӗлтуни пире, уйрӑмах йывӑр вӑхӑтра, мӗнле тӗреклетет? ВИДЕО пӑхӑр.

Кӗлтуни пире чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшать тесе сӑмах парать Библи. Филиппӑ 4:6, 7 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Кӗлтуни пире йывӑрлӑхсенчен яланах хӑтармасть пулин те, кӗлӗ пире мӗнле пулӑшать?

  • Эсир мӗн ҫинчен кӗлтунӑ пулӑттӑр?

Эсир пӗлетӗр-и?

«Аминь» текен сӑмах «ҫапла пултӑр» е «тӗрӗс» тенине пӗлтерет. Авалтанпах кӗлӗ вӗҫӗнче «аминь» теҫҫӗ (1 Ҫулсеренхи 16:36).

7. Кӗлтума вӑхӑт тупӑр

Хӑш-пӗр чухне эпир ӗҫсем питӗ нумай пулнӑран кӗлтума манса кайма пултаратпӑр. Иисус кӗлтӑвассине мӗн тери хытӑ хакланӑ? Матфей 14:23 тата Марк 1:35 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Иисус кӗлтума вӑхӑт тупас тесе мӗн тунӑ?

  • Эсир кӗлтума хӑҫан вӑхӑт тупма пултаратӑр?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Кӗлтуни вӑл вӑхӑта сая яни ҫеҫ, мӗншӗн тесен кӗлӗсене никам та итлемест».

  • Ҫакӑн ҫине эсир мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Чун-чӗререн каланӑ кӗлӗсем пире Турӑпа ҫывӑхланма, чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшаҫҫӗ тата Иеговӑна юрӑхлӑ пулма вӑй параҫҫӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Пирӗн кама кӗлтумалла?

  • Пирӗн мӗнле кӗлтумалла?

  • Кӗлтуни мӗнле усӑ парать?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Ҫынсенчен нумайӑшӗ кӗлӗ пирки ыйтусем параҫҫӗ. Ҫав ыйтусен хуравӗсене тупӑр.

«Ответы на семь вопросов о молитве» («Сторожевая башня», 2010 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗ)

Мӗншӗн кӗлтумалли ҫинчен тата кӗлӗсен пахалӑхне ӳстерес тесен мӗн тумалли ҫинчен вулӑр.

«Мӗншӗн манӑн кӗлтумалла?» (интернет-статья)

Пирӗн кама кӗлтумалли ҫинчен Библире мӗн каланине пӗлӗр.

«Святойсене кӗлтумалла-и?» (интернет-статья)

Ҫак юрӑ-кӗвӗллӗ видеона пӑхнӑ чухне эпир кирек ӑҫта та, кирек хӑҫан та кӗлтума пултарнине асӑрхӑр.

«Яланах кӗлту» (1:22)