Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

10-МӖШ УРОК

Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем сире мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?

Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем сире мӗнле усӑ пама пултараҫҫӗ?

Сире Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсене чӗннӗ-и? Эсир унта пулман пулсан, сире унта пӗрремӗш хут кайса килесси кӑштах пӑшӑрхантарма пултарать. Тен, сирӗн ҫакӑн пек шухӑшсем пур: «Ҫав тӗлпулусем мӗнле иртеҫҫӗ? Мӗншӗн вӗсем кирлӗ? Мӗншӗн ҫав тӗлпулусене ҫӳремелле?» Ҫак урокран эсир ҫав тӗлпулусем сире Иеговӑпа ҫывӑхланма тата сире хӑвӑра мӗнле пулӑшнине пӗлме пултаратӑр.

1. Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем тӗлпулусем ирттереҫҫӗ?

Библие ҫыракансенчен пӗри мӗншӗн тӗлпулусене ирттерме кирлине кӑтартакан тӗп сӑлтав пирки ҫапла каланӑ: «Пухусенче Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑп» (Псалом 25:12). Иегова Свидетелӗсене те пӗрле пухӑнни пысӑк савӑнӑҫ парать. Пӗтӗм тӗнчипе вӗсем кашни эрнере Турра мухтас, юрлас тата кӗлтӑвас тесе тӗлпулусене килеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ҫулталӑкра темиҫе хут Турра пуҫҫапма пысӑк тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.

2. Пирӗн тӗлпулусенче эсир мӗн пӗлме пултаратӑр?

Тӗлпулусенче эпир Турӑ Сӑмахне вӗренетпӗр, унта «мӗн вуланине ӑнлантарса» пыратпӑр. (Неемия 8:8 вулӑр.) Ҫав тӗлпулусенче эсир Иегова ҫинчен тата унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен вӗренсе пыратӑр. Эсир Турӑ хӑвӑра юратни ҫинчен пӗлсе пынӑ май унпа ытларах ҫывӑхланса пыма пултаратӑр. Унсӑр пуҫне, эсир вӑл сире телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнма мӗнле пулӑшма пултарнине пӗлме пултаратӑр (Исаия 48:17, 18).

3. Пирӗн тӗлпулусенче ыттисемпе хутшӑнни сире мӗнле усӑ пама пултарать?

Иегова пире ҫакна тума ыйтать: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарса пырар. ...Пирӗн пӗрле пуҫтарӑнма пӑрахас марччӗ» (Еврейсем 10:24, 25). Пирӗн тӗлпулусенче сирӗн пӗр-пӗрне чӑннипех юратакан тата, сирӗн пекех, Турӑ ҫинчен нумайрах пӗлес текен ҫынсемпе паллашма май пулать. Вӗсем Библири хавхалантаракан шухӑшсене каласа панине эсир илтме пултаратӑр. (Рим 1:11, 12 вулӑр.) Ҫавӑн пекех, йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр савӑнӑҫа ҫухатман ҫынсемпе эсир калаҫма пултаратӑр. Ҫаксем вӗсем — мӗншӗн Иегова пире тӗлпулусене пӗр сиктермесӗр ҫӳреттересшӗн пулнине кӑтартакан сӑлтавсенчен хӑш-пӗрисем ҫеҫ.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем мӗнле иртнине тата ҫав тӗлпулусене ҫӳрени мӗнле усӑ панине пӑхса тухӑр.

4. Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсем

Пӗрремӗш ӗмӗрте христиансем Турра пуҫҫапма яланах пӗрле пуҫтарӑннӑ (Рим 16:3—5). Колоссӑ 3:16 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Малтанхи христиансем Иеговӑна мӗнле пуҫҫапнӑ?

Хальхи вӑхӑтра Иегова Свидетелӗсем те хӑйсен Турра пуҫҫапмалли вырӑнӗсенче пухӑнаҫҫӗ. Тӗлпулусем мӗнле иртнине пӗлес тесе ВИДЕО пӑхӑр. Унтан пухӑвӑн тӗлпулӑвӗ мӗнле иртнине кӑтартакан ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Патшалӑх залӗнче иртекен тӗлпулусемпе Колоссӑ 3:16-мӗшӗнче мӗн ҫырни хушшинче мӗнле пӗрпеклӗхсене эсир асӑрхарӑр?

  • Видеора тата ӳкерчӗкре сире мӗн килӗшрӗ?

2 Коринф 9:7 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем тӗлпулӑва килнӗшӗн укҫа илмеҫҫӗ?

Хӑвӑра Библи вӗрентекенпе тепӗр тӗлпулура мӗн пулассине пӑхса тухӑр.

  • Ҫав тӗлпулӑвӑн хӑш пайӗ сирӗншӗн уйрӑмах интереслӗ тата усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ?

Эсир пӗлетӗр-и?

Эсир сайтра пӗтӗм тӗнчипе тӗлпулусем ӑҫта тата хӑҫан иртнине пӗлме пултаратӑр.

  1. А) Пирӗн тӗлпулусенче сӑмах тухса калаҫҫӗ, диалогсем тӑваҫҫӗ тата видео кӑтартаҫҫӗ. Тӗлпулусем юрӑпа, кӗлӗпе пуҫланаҫҫӗ тата вӗҫленеҫҫӗ

  2. Ӑ) Программӑн хӑш-пӗр пайӗсенче тӗлпулӑва килнисем ыйтусем ҫине хуравлама пултараҫҫӗ

  3. Б) Пурте килме пултараҫҫӗ: ҫемьеллисем те, мӑшӑрланманнисем те, ваттисем те, ачасем те

  4. В) Тӗлпулусене килнӗшӗн укҫа тӳлемелле мар. Иегова Свидетелӗсем тӗлпулусенче укҫа пуҫтармаҫҫӗ

5. Тӗлпулусене ҫӳреме вӑй хумалла

Иисусӑн ҫемйин тӗслӗхне пӑхса тухар. Кашни ҫул пулакан тӗлпулусене каяс тесен вӗсен Назаретран Иерусалима ҫитме туллӑ-сӑртлӑ вырӑн урлӑ 100 ҫухрӑма яхӑн утмалла пулнӑ. Лука 2:39—42 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗнле шутлатӑр эсир, Иерусалима ҫитмешкӗн нумай вӑй хумалла пулнӑ-и?

  • Мӗншӗн сире те тӗлпулусене ҫӳреме ҫӑмӑлах мар пулма пултарать?

  • Сирӗн шутпа, ҫавӑн чухлӗ вӑй хума кирлех-ши? Мӗншӗн?

Иеговӑна пуҫҫапма пӗрле пуҫтарӑнни питӗ кирлӗ тесе каланӑ Библире. Еврейсем 10:24, 25 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн тӗлпулусене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшмалла?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Тӗлпулусене ҫӳреме кирлӗ мар. Килте Библи вулани те ҫителӗклӗ».

  • Иегова пирӗнтен мӗн кӗтнине мӗнле сӑвӑ йӗрки е Библири мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

ТӖП ШУХӐШ

Тӗлпулусене ҫӳрени сире Иегова ҫинчен нумайрах пӗлме, унпа хӑвӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетме пулӑшӗ тата сире ыттисемпе пӗрле ӑна пуҫҫапма май парӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн Иегова пире пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме хавхалантарать?

  • Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсенче эсир мӗн пӗлме пултаратӑр?

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, тӗлпулусене ҫӳрени сире тата мӗнле усӑ пама пултарать?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Эсир тӗлпулусене ҫӳреме вӑтанатӑр пулсан, вара мӗн тумалла? Пӗр арҫыннӑн ҫавӑн пек туйӑмсем пулнӑ. Ӑна тӗлпулусене юратма мӗн пулӑшнине пӑхӑр.

«Хамӑра мӗнле кӗтсе илнине эпир нихӑҫан та манмӑпӑр» (4:16)

Пӗр ҫамрӑка мӗншӗн тӗлпулусем килӗшнине тата вӑл тӗлпулусене ҫӳрес тесе мӗн тунине пӑхӑр.

«Я был в восторге от встреч!» (4:33)

Тӗлпулусене ҫӳресси пирки хӑш-пӗр ҫынсем мӗн каланине вулӑр.

«Мӗншӗн Патшалӑх залӗнче иртекен тӗлпулусене ҫӳремелле?» (интернет-статья)

Иегова Свидетелӗсен тӗлпулӑвӗсене ҫӳрени вӑрӑ-хурах ушкӑнӗнче пулнӑ пӗр хаяр ҫыннӑн пурнӑҫне мӗнле улӑштарни ҫинчен пӗлӗр.

«При мне всегда был пистолет» («Сторожевая башня», 2014 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗ)