Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

12-МӖШ УРОК

Библие малалла вӗренме сире мӗн пулӑшӗ?

Библие малалла вӗренме сире мӗн пулӑшӗ?

Библи вӗренни усӑ парать, анчах ҫакна тума яланах ҫӑмӑл мар. Вӑхӑтран-вӑхӑта эсир Библие малалла вӗренме кирлех-ши тесе те шутлама пултаратӑр. Анчах та мӗншӗн парӑнмалла мар? Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах малалла вӗренме мӗн пулӑшма пултарать?

1. Библи сире мӗнле пулӑшма пултарать?

«Турӑ Сӑмахӗ пурӑнать, калать те — тӑвать» (Еврейсем 4:12). Библи сире пулӑшма пултарать, мӗншӗн тесен унта Туррӑн шухӑшӗсене ҫырса хунӑ тата унтан эсир вӑл сире юратнине пӗлме пултаратӑр. Библи пӗлӳ панисӗр пуҫне чӑн-чӑн ӑслӑлӑхпа шанчӑк та парать. Чи кирли вара — Библи сире Иеговӑн тусӗ пулса тӑма пулӑшать. Библи вӗренни сирӗн пурнӑҫа телейлӗрех тӑвӗ.

2. Библири чӑнлӑх питӗ кирлӗ пулнине мӗншӗн асра тытмалла?

Библири чӑнлӑхсене ылтӑн-кӗмӗлпе танлаштарма пулать. Акӑ мӗншӗн Библи пире чӑнлӑха туянма хавхалантарать (Ытарӑшсем 23:23). Библири чӑнлӑхсем питӗ кирлӗ пулнине эпир яланах асра тытатпӑр пулсан, кирек мӗнле чӑрмав сиксе тухсан та, эпир Библи вӗренме вӑхӑта та, вӑя та шеллесе тӑмӑпӑр. (Ытарӑшсем 2:4, 5 вулӑр.)

3. Иегова сире мӗнле пулӑшма пултарать?

Иегова — Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, пире Пултаракан тата пирӗн Тус. Вӑл пире хӑйӗн ҫинчен пӗлме пулӑшасшӑн. Вӑл «сирӗн ӑшӑра Хӑй ырӑ шухӑш» кӗртме тата «ӑна пурӑнӑҫлама вӑй та» пама пултарать. (Филиппӑ 2:13 вулӑр.) Ҫавӑнпа та сире Библи вӗренме е мӗн пӗлсе пынине пурнӑҫра тытса пыма хавхалантаракан сӑлтав кирлӗ пулсан, вӑл сире ҫав тӗлӗшрен хаваспах пулӑшӗ. Сире пӗр-пӗр йывӑрлӑха е хирӗҫ тӑнине ҫӗнтерме ытларах вӑй кирлӗ пулсан, вӑл сире ӑна паратех. Иегова сире Библие малалла вӗренме пулӑштӑр тесе яланах кӗлӗре унран пулӑшу ыйтӑр (1 Фессалоника 5:17).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Ӗҫсем нумаййине е ыттисем хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах Библие малалла та вӗренес тесе мӗн тума пултарнине пӗлӗр. Унтан Иегова сире малалла вӗренме мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тухӑр.

4. Библи вӗренесси сирӗншӗн питӗ кирлӗ пулнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

Хӑш-пӗр чухне ӗҫсем питӗ нумай пулнӑран Библи вӗренме пачах та вӑхӑт ҫук пек туйӑнма пултарать. Кун пек чухне мӗн пулӑшма пултарать? Филиппӑ 1:10 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Сирӗн шутпа, «мӗн аванни» шутне мӗн-мӗн кӗрет?

  • Библи вӗренесси сирӗн пурнӑҫра малти вырӑнта пултӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

  1. А. Витрене хӑйӑр ятӑмӑр пулсан, чулсем унта вырнаҫаймӗҫ

  2. Ӑ. Чулсене малтан хутӑмӑр пулсан, хӑйӑр валли те вырӑн юлӗ. Ҫавӑн пекех, эпир «мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнатпӑр пулсан, ытти ӗҫсем валли те вӑхӑт тупӑнӗ

Библи вӗренни Турӑ ҫинчен пӗлес тата ӑна пуҫҫапас кӑмӑла ҫырлахтарма пулӑшать. Матфей 4:4 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Библи вӗренессине хамӑр пурнӑҫра малти вырӑна хурсан, ҫакӑ пире мӗнле усӑ парӗ?

5. Ыттисем хирӗҫ тӑрсан та малалла вӗренӗр

Хӑш-пӗр чухне ыттисем сире Библи вӗренме пӑрах теме пултарӗҫ. Франческо тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Франческо Библи вӗренме пуҫлани ҫинчен каласан, унӑн амӑшӗпе тусӗсем мӗн тунӑ?

  • Франческо чӑтӑмлӑ пулнишӗн мӗнле пиллӗх илнӗ?

2 Тимофей 2:24—26 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Эсир Библи вӗренни ҫине сирӗн тӑван-хурӑнташсемпе туссем мӗнле пӑхаҫҫӗ?

  • Эсир Библи вӗренни кама та пулин килӗшмест пулсан, ҫак сӑвӑ йӗркисенче каланӑ тӑрӑх, сирӗн хӑвӑра мӗнле тытмалла? Мӗншӗн эсир ҫавӑн пек калатӑр?

6. Иеговӑран пулӑшу илӗр

Эпир мӗн чухлӗ ытларах Иеговӑпа ҫывӑхланса пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах пирӗн ӑна юраса пурӑнас килӗ. Ҫав-ҫавах Иеговӑна юрӑхлӑ пулас тесе хамӑр пурнӑҫра улшӑнусем тума йывӑр пулма пултарать. Анчах та ан парӑнӑр! Иегова сире пулӑшатех. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Видеора кӑтартнӑ тӑрӑх, Иеговӑна юраса пурӑнас тесе Джим мӗнле улшӑнусем тунӑ?

  • Унӑн тӗслӗхӗ сире мӗнпе хускатрӗ?

Еврейсем 11:6 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Иегова хӑйне шыракансем валли — хӑйӗн ҫинчен пӗлсе пыма тата хӑйне юрама тӑрӑшакансем валли — мӗн тӑвасшӑн?

  • Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, эсир Библи вӗренме вӑй хуни Иеговӑн кӑмӑлне каять-и? Мӗншӗн эсир ҫапла шутлатӑр?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Мӗншӗн эсир Библи вӗренетӗр?»

  • Эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Библи вӗренме яланах ҫӑмӑл мар пулин те, Библи вӗренни сире ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнма пулӑшӗ. Иеговӑна шанса тӑрӑр, вара вӑл сире пиллетех.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн Библири чӑнлӑхсем сирӗншӗн питӗ хаклӑ?

  • Библи вӗренесси сирӗншӗн питӗ кирлӗ пулнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

  • Библие малалла вӗренме пулӑштӑр тесен мӗншӗн Иеговӑран сирӗн пулӑшу ыйтмалла?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Ҫынсене вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма пулӑшнӑ тӑватӑ канаша пӑхса тухӑр.

«Как с мудростью использовать время?» («Пробудитесь!», 2014 ҫулхи февраль)

Пӗр хӗрарӑм Турра юрас тесе вӑй хуни унӑн упӑшкине килӗшмен. Иегова ҫав хӗрарӑма мӗнле пулӑшнине пӑхӑр.

«Иегова пулӑшнипе кирек мӗнле ҫӗклеме те йӑтса ҫӳреетпӗр» (5:05)

Пӗр арҫынна хӑйӗн арӑмӗ Библи вӗренме пӑрахманни мӗнле усӑ панине пӗлӗр.

«Я подверг истину доскональной проверке» (6:30)

Иегова Свидетелӗсене хӑш-пӗр чухне ҫемьесене аркатаҫҫӗ тесе айӑплаҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ тӗрӗс-ши?

«Иегова Свидетелӗсем ҫемьесене аркатаҫҫӗ-и?» (интернет-статья)