Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

22-МӖШ УРОК

Ырӑ хыпара мӗнле каласа пама пулать?

Ырӑ хыпара мӗнле каласа пама пулать?

Библие вӗреннӗ май сирӗн, тен, ҫакӑн пек шухӑш та пулкаланӑ: «Ҫакӑн ҫинчен кашнин пӗлмелле!» Чӑнах та, ҫакна пурин те илтмелле! Ҫав вӑхӑтрах сире Библирен хӑвӑр мӗн пӗлнине ыттисене каласа пама кӑштах хӑратма та пултарать. Айтӑр ытлашши пӑшӑрханас мар тесен тата ыттисене Библири ырӑ хыпара каласа панӑ чухне савӑнӑҫ илес тесен мӗн тумаллине пӑхса тухар.

1. Библирен мӗн пӗлнине паллакан ҫынсене мӗнле каласа пама пулать?

Иисусӑн вӗренекенӗсем акӑ мӗн каланӑ: «Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр» (Апостолсен ӗҫӗсем 4:20). Вӗсем Иисусран мӗн пӗлнине питӗ хакланӑ, ҫавӑнпа ҫавӑн ҫинчен пурне те каласа парасшӑн пулнӑ. Сирӗн ҫавӑн пек кӑмӑл пур-и? Пур пулсан, тӑван-хурӑнташусене тата тусусене хӑвӑр мӗн пӗлни ҫинчен каласа памалли майсем шырӑр. Ҫакна майне пӗлсе тӑвӑр. (Колоссӑ 4:6 вулӑр.)

Калаҫу пуҫламалли майсем

  • Тӑван-хурӑнташсемпе калаҫнӑ чухне ҫапла калама пулать: «Ҫак эрнере эпӗ пӗр интереслӗ япала ҫинчен пӗлтӗм».

  • Сирӗн тус чирлесе ӳкрӗ е темшӗн пӑшӑрханать пулсан, ӑна Библири вырӑнлӑ сӑвӑ йӗркине ярса е вуласа парӑр.

  • Пӗрле ӗҫлекенсем ӗҫсем мӗнле тесе ыйтсан, Библирен е тӗлпулура мӗн пӗлни ҫинчен каласа парӑр.

  • Хӑвӑр тусусене jw.org сайта кӑтартӑр.

  • Хӑвӑрпа Библи вӗреннӗ чухне ыттисене ҫав вӗренӗве чӗнӗр е вӗсене jw.org сайтра Библи вӗренме заявка мӗнле ҫырмаллине кӑтартӑр.

2. Мӗншӗн пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма тӗллев лартмалла?

Иисусӑн вӗренекенӗсем ырӑ хыпара паллакан ҫынсене кӑна каласа паман. Иисус «вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй каяс тенӗ хуласемпе ялсене янӑ» (Лука 10:1). Ырӑ хыпара ҫавӑн пек йӗркене тытса пырса сарнине пула чылай нумайрах ҫын ырӑ хыпара илтме пултарнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсене ырӑ хыпара пӗрле сарни пысӑк савӑнӑҫ панӑ (Лука 10:17). Эсир хӑвӑр ума ырӑ хыпара пухупа пӗрле сарма тӗллев лартма пултаратӑр-и?

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Ытлашши пӑшӑрханас мар тесен тата ырӑ хыпара сарнӑ чухне савӑнӑҫ илес тесен мӗн тумаллине пӗлӗр.

3. Иегова сире пулӑшӗ

Ырӑ хыпар сарма пуҫлас текенсем хӑйсем мӗн каланине ыттисем мӗнле йышӑнӗҫ-ши е хӑйсем ҫинчен вӗсем мӗн шухӑшлӗҫ-ши тесе пӑшӑрханма пултараҫҫӗ.

  • Библирен хӑвӑр мӗн пӗлнине ыттисене каласа пама сире хӑратать-и? Мӗншӗн?

ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Ҫак ҫамрӑк Свидетельсем хӑйсене мӗн хӑратнине мӗнле ҫӗнтернӗ?

Исаия 41:10 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ырӑ хыпара калама хӑранӑ чухне кӗлтуни сире мӗнле пулӑшма пултарать?

Эсир пӗлетӗр-и?

Иегова Свидетелӗсенчен нумайӑшӗ унччен ырӑ хыпара ыттисене каласа пама хӑранӑ. Сӑмахран, Сергея хӑюлӑх ҫитсех кайман тата ӑна ҫынсемпе калаҫма йывӑр пулнӑ. Унтан вӑл Библи вӗренме пуҫланӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Хӑранине пӑхмасӑрах, эпӗ хам мӗн пӗлнине ыттисене каласа пама пуҫларӑм. Тӗлӗнмелле те, ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳренине пула хама хӑюллӑрах туйма тытӑнтӑм. Ҫакӑ манӑн ӗненӗве те ҫирӗплетрӗ».

4. Ыттисене хисеплӗр

Ыттисене ырӑ хыпара каласа панӑ чухне мӗн каласси ҫинчен кӑна мар, мӗнле каласси ҫинчен те шухӑшлӑр. 2 Тимофей 2:24 тата 1 Петр 3:15 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ыттисемпе Библи ҫинчен калаҫнӑ чухне эсир ҫак сӑвӑ йӗркисенчи шухӑшсемпе мӗнле усӑ курма пултаратӑр?

  • Хӑш-пӗр тӑван-хурӑнташусем е тусусем сирӗнпе килӗшмесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне эсир мӗн тума пултаратӑр? Сирӗн мӗн тумалла мар?

  • Мӗншӗн ҫынна санӑн кун пек е ун пек ӗненмелле тесе калас вырӑнне унпа хисеплӗн калаҫни лайӑхрах?

5. Ырӑ хыпара ыттисене каласа пани савӑнӑҫ парать

Иегова Иисуса ырӑ хыпар сарас ӗҫ шанса панӑ пулнӑ. Иисус ҫак ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнӑ? Иоанн 4:34 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Усӑллӑ та тутлӑ апат пурнӑҫа тытса тӑма пулӑшать тата савӑнӑҫ парать. Мӗншӗн Туррӑн ирӗкне тӑвассине, ҫав шутрах, ырӑ хыпар сарассине те, Иисус апат ҫинипе танлаштарнӑ?

  • Сирӗн шутпа, ырӑ хыпар сарасси мӗнле савӑнӑҫ пама пултарать?

Канашсем

  • Эрне варринче иртекен тӗлпулусенче ҫынсемпе Библи ҫинчен мӗнле калаҫма пуҫламалли пирки калакан шухӑшсене асӑрхама тӑрӑшӑр.

  • Эрне варринче иртекен тӗлпулусенче вӗренмелли заданисем тума мӗн кирлине пӗлӗр. Ҫавӑн пек вӗренни сире хӑвӑр мӗн пӗлни ҫинчен ҫынсене каласа пама лайӑхрах хатӗрленме пулӑшӗ.

  • Ҫынсем паракан ыйтусем ҫине тата вӗсем хирӗҫлесе калани ҫине хуравлама вӗренес тесе «Хӑш-пӗрисем ҫапла калама пултараҫҫӗ» тата «Кам та пулин ҫапла ыйтма пултарать» текен рамкӑсемпе усӑ курӑр.

КАМ ТА ПУЛИН ҪАПЛА ЫЙТМА ПУЛТАРАТЬ: «Мӗнле пурнӑҫсем?»

  • Библи вӗреннӗ чухне хӑвӑр мӗн пӗлнине ҫав ҫынна каласа парас тесе эсир ҫак майпа мӗнле усӑ курнӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Ырӑ хыпара ыттисене каласа пани савӑнӑҫ парать тата ҫавӑн пек калаҫусем пуҫлама эсир шутланинчен те ҫӑмӑлтарах пулма пултарать.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн ырӑ хыпара ыттисене каласа памалла?

  • Ҫавна тунӑ чухне ыттисене хисепленине мӗнле кӑтартма пулать?

  • Хӑранине тата хумханнине эсир мӗнле ҫӗнтерме пултаратӑр?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Ырӑ хыпара jw.org визиткипе усӑ курса сармалли тӑватӑ мая пӑхса тухӑр.

«Как предлагать визитную карточку jw.org» (1:43)

Ырӑ хыпара сарма пулӑшакан тӑватӑ лайӑх ен ҫинчен пӗлӗр.

«Эсир „ҫын тытакан“ пулма хатӗр-и?» («Хурал башни», 2020 ҫулхи сентябрь)

Библи пӗчӗк ачасене те ырӑ хыпара хӑюллӑн сарма мӗнле пулӑшни ҫинчен пӑхӑр.

«Иегова сана хӑюллӑ пулма пулӑшӗ» (11:59)

Иегова ҫинчен нимӗн те пӗлмен тӑван-хурӑнташсемпе Библи ҫинчен эсир мӗнле калаҫма пултарнине пӗлӗр.

«Как затронуть сердце неверующих родственников» («Сторожевая башня», 2014 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗ)