Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

24-МӖШ УРОК

Камсем вӗсем ангелсем тата вӗсем мӗн тӑваҫҫӗ?

Камсем вӗсем ангелсем тата вӗсем мӗн тӑваҫҫӗ?

Иегова пире хӑйӗн тӳпери ҫемйипе паллаштарасшӑн. Ҫав ҫемье ангелсенчен тӑрать. Вӗсем пирки «Турӑ ывӑлӗсем» тенӗ (Иов 38:6, 7). Библире ангелсем пирки мӗн каланӑ? Вӗсем мӗн тӑваҫҫӗ? Пур ангел та Туррӑн ҫемйи шутне кӗрет-и?

1. Камсем вӗсем ангелсем?

Иегова ангелсене ҫӗре тӑвичченех тунӑ. Турӑ пекех, вӗсем тӳпере пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫынсем вӗсене курма пултараймаҫҫӗ (Еврейсем 1:14). Миллион-миллион ангел пур, вӗсенчен кашнийӗ хӑйне евӗрлӗ (Ӳлӗмхи 5:11). Вӗсем — «Унӑн [Иеговӑн] сӑмахне итлесе, Унӑн сӑмахне туса тӑракансем» (Псалом 102:20). Авалхи вӑхӑтра Иегова хӑйӗн ҫӗр ҫинчи ӗҫлекенӗсене кирлӗ хыпар пӗлтерес, вӗсене пулӑшас тата хӳтӗлес тесе хӑш-пӗр чухне вӗсем патне ангелсене янӑ. Хальхи вӑхӑтра ангелсем христиансене Турӑ ҫинчен пӗлес текен ҫынсене тупма пулӑшаҫҫӗ.

2. Кам вӑл Шуйттан тата камсем вӗсем демонсем?

Хӑш-пӗр ангелсем Иеговӑна хирӗҫ кайнӑ. Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ пӗрремӗш ангела Шуйттан теҫҫӗ; вӑл пӗтӗм тӗнчене илӗртсе улталать (Ӳлӗмхи 12:9). Шуйттан ыттисемпе хуҫаланасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл малтанхи ҫынсене, Адампа Евӑна, Турра хирӗҫ кайма хӗтӗртнӗ. Каярахпа вара хӑш-пӗр ангелсем те ун майлӑ тӑнӑ та Иеговӑна итлеме пӑрахнӑ. Ҫав пӑлхавҫӑ ангелсене демонсем теҫҫӗ. Иегова вӗсене тӳперен ҫӗр ҫине хӑваласа антарса янӑ. Вӗсене тӗп тӑвӗҫ. (Ӳлӗмхи 12:9, 12 вулӑр.)

3. Шуйттанпа демонсем пире улталас тесе мӗн тӑваҫҫӗ?

Шуйттанпа демонсем спиритизмпа (демонизмпа) усӑ курса ҫынсене улталаҫҫӗ. Спиритизм вӑл — демонсемпе хутшӑнни. Сӑмахран, хӑш-пӗр ҫынсем пулӑшу илес тесе астрологсем, экстрасенссем тата сиплевҫӗсем патне каяҫҫӗ. Теприсем гороскопсем, тӗлӗксене ӑнлантарса паракан кӗнекесем вулаҫҫӗ е хӑйсен сывлӑхне тӳрлетес тесе демонизмпа ҫыхӑннӑ сипленмелли меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫынсем вилнисемпе калаҫма пулать тесе шутлаҫҫӗ. Анчах Иегова пире ҫапла асӑрхаттарать: «Вилнӗ ҫынсене чӗнсе илекенсем патне ан кайӑр, асамҫӑсем патне ан ҫӳрӗр» (Левит 19:31). Иегова пире Шуйттанпа демонсенсенчен хӳтӗлес тесе ҫавӑн пек асӑрхаттарусем парать. Вӗсем Туррӑн тӑшманӗсем тата пире сиен кӳресшӗн.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Ангелсем ҫынсене мӗнле пулӑшнине, спиритизм мӗнле хӑрушлӑх кӳнине тата хамӑра Шуйттанпа демонсенчен мӗнле хӳтӗлемеллине пӗлӗр.

4. Ангелсем ҫынсене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшаҫҫӗ

Туррӑн ангелӗсем ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ, анчах тӳррӗн мар. Вӗсем Туррӑн ӗҫлекенӗсене Турӑ ҫинчен пӗлес текен ҫынсене тупма пулӑшаҫҫӗ. Ӳлӗмхи 14:6, 7 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн ырӑ хыпара сарма пире ангелсем пулӑшни кирлӗ?

  • Ангелсем сире Библири чӑнлӑха пӗлес текен ҫынсене тупма пулӑшнине пӗлни сире хавхалантарать-и? Мӗншӗн?

5. Спиритизма сирсе ярӑр

Шуйттанпа демонсем — Иеговӑн тӑшманӗсем. Вӗсем пирӗн тӑшмансем те. Лука 9:38—42 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Демонсем ҫынсемпе мӗн тӑваҫҫӗ?

Эпир демонсене хамӑр ҫине витӗм кӳме парасшӑн мар. Саккуна астутарни 18:10—12 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Демонсем пирӗн ҫине витӗм кӳрес тата пирӗнпе хутшӑнас тесе мӗнле майсемпе усӑ кураҫҫӗ? Эсир пурӑнакан вырӑнта мӗнле йӑласем анлӑ сарӑлнӑ?

  • Иегова пире тӗрлӗ йышши спиритизмпа явӑҫма чарни, сирӗн шутпа, тӗрӗс-и? Мӗншӗн ҫапла шутлатӑр?

ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, Палеса хӑйӗн хӗрӗн аллине тӑхӑнтартнӑ амулет сиен кӳме пултарнӑ-и? Мӗншӗн?

  • Демонсенчен хӳтӗленес тесен Палесӑн мӗн тумалла пулнӑ?

Чӑн христиансем яланах демонсене хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Апостолсен ӗҫӗсем 19:19 тата 1 Коринф 10:21 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн спиритизмпа мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсене пурне те тӗп тумалла?

6. Шуйттанпа унӑн демонӗсене ҫӗнтерӗр

Демонсен пуҫлӑхӗ — Шуйттан. Турра шанчӑклӑ ангелсене вара Михаил архангел ертсе пырать. Михаил вӑл — Иисус Христосӑн тепӗр ячӗ. Михаил мӗн таран вӑйлӑ? Ӳлӗмхи 12:7—9 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Кам вӑйлӑрах: Михаилпа унӑн ангелӗсем-и е Шуйттанпа унӑн демонӗсем-и?

  • Христосӑн вӗренекенӗсен Шуйттанпа унӑн демонӗсенчен хӑрама кирлӗ-ши?

Эсир Шуйттанпа тата унӑн демонӗсемпе кӗрешнӗ чухне вӗсене ҫӗнтерме пултаратӑр. Иаков 4:7 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Эсир хӑвӑра Шуйттанпа унӑн демонӗсенчен мӗнле хӳтӗлеме пултаратӑр?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Демонизмпа ҫыхӑннӑ вӑйӑсене вылянинче е фильмсене пӑхнинче ним япӑххи те ҫук. Ку вӑйӑ-кулӑ ҫеҫ вӗт».

  • Мӗншӗн ҫавӑн пек шухӑшлани хӑрушӑ?

ТӖП ШУХӐШ

Турра шанчӑклӑ ангелсем пире пулӑшаҫҫӗ. Шуйттанпа унӑн демонӗсем — Иеговӑн тӑшманӗсем, вӗсем вара ҫынсене улталас тесе спиритизмпа усӑ кураҫҫӗ.

Вӗреннине аса илни

  • Иеговӑн ангелӗсем ҫынсене ун ҫинчен пӗлме мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

  • Кам вӑл Шуйттан тата камсем вӗсем демонсем?

  • Мӗншӗн эсир нимле йышши спиритизмпа та явӑҫасшӑн мар?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Иисус Христос вӑл Михаил архангел пулнине мӗн ҫирӗплетсе панине пӑхса тухӑр.

«Кам вӑл Михаил архангел?» (интернет-статья)

Шуйттан вӑл пирӗн ӑшри усаллӑх мар. Ҫавӑн ҫинчен пӗлӗр.

«Шуйттан чӑнах та пур-и?» (интернет-статья)

Демонсенчен хӑтӑлнӑ хӗрарӑм ҫинчен вулӑр.

«Она нашла смысл жизни» («Сторожевая башня», 1993 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗ)

Шуйттан спиритизмпа усӑ курса ҫынсене мӗнле улталани ҫинчен пӗлӗр.

«Правда о колдовстве, гадании и магии» («Нашёл ли ты путь к вечной жизни?», 5-мӗш пайӗ)