Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

30-МӖШ УРОК

Вилнисем каллех пурӑнма пуҫлӗҫ!

Вилнисем каллех пурӑнма пуҫлӗҫ!

Вилӗм нумай хуйхӑ кӳрет. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Библире вилӗм пирки тӑшман тенӗ (1 Коринф 15:26). Иегова ҫак тӑшмана пӗтересси ҫинчен эпир 27-мӗш урокран пӗлтӗмӗр. Анчах та ӗлӗкхи вӑхӑтран пуҫласа ку таранччен вилнӗ ҫынсем пирки мӗн калама пулать? Ҫак урокран эпир Иегова мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсенчен теприне — миллиард-миллиард ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратма сӑмах панине пӗлӗпӗр. Вӑл вӗсене ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма чӗртсе тӑратӗ! Ҫакӑн пекки пулма пултарать-ши? Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисем ӑҫта пурӑнӗҫ: тӳпере-и е ҫӗр ҫинче-и?

1. Иегова вилнисем валли мӗн туса парӗ?

Иегова вилнисене питӗ чӗртсе тӑратасшӑн. Турра чунтан парӑннӑ Иов ятлӑ ҫын вилсен те хӑйне Турӑ манмасть тесе шаннӑ. Вӑл Турра ҫапла каланӑ: «Эсӗ чӗнӗттӗн те, эпӗ [виле шӑтӑкӗнчен] Сана хурав панӑ пулӑттӑм». (Иов 14:13—15 вулӑр.)

2. Вилнисем чӗрӗлсе тӑма пултарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Турӑ ӑна ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратма вӑй панӑ. Иисус 12 ҫулхи хӗрачана тата тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (Марк 5:41, 42; Лука 7:12—15). Каярахпа Иисусӑн Лазарь ятлӑ тусӗ вилнӗ. Лазарь вилнӗренпе тата ӑна пытарнӑранпа тӑватӑ кун иртнӗ пулнӑ, ҫав-ҫавах Иисус ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ. Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратас умӗн Иисус, Турра кӗлтунӑ хыҫҫӑн, ҫапла каланӑ: «Лазарь, тух!» Вара «вилнӗскерӗ... тухнӑ» (Иоанн 11:43, 44). Лазарь каллех чӗрӗ пулса тӑнӑ! Лазарӗн тусӗсемпе тӑван-хурӑнташӗсем питӗ хытӑ савӑннӑ пуль!

3. Вилнисен мӗнле шанчӑк пур?

Библи ҫакӑн пек сӑмах парать: «Вилнӗ ҫынсем... чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15). Иисус вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ ҫынсем тӳпене кайман (Иоанн 3:13). Вӗсем кунта, ҫӗр ҫинче, чӗрӗлсе тӑма хавас пулнӑ. Кӗҫех Иисус миллиард-миллиард ҫынна ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма вилӗмрен чӗртсе тӑратӗ. Иисус каланӑ тӑрӑх, Турӑ кама астӑвать, ҫавсем пурте — вӗсене ҫынсем манса кайнӑ пулсан та — чӗрӗлсе тӑрӗҫ (Иоанн 5:28, 29).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иисус вилнисене чӗртсе тӑратма пултарать тата вӑл ҫавна тӑватех. Библи ҫакна мӗнле ҫирӗплетсе панине пӑхса тухӑр. Вилнисем чӗрӗлсе тӑма пултарни сире мӗнле майпа йӑпатма тата шанчӑк пама пултарнине пӗлӗр.

4. Иисус вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарнине хӑй кӑтартса панӑ

Иисус хӑйӗн Лазарь тусӗ валли мӗн тунине нумайрах пӗлӗр. Иоанн 11:14, 38—44 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Лазарь чӑннипех вилнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (39-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.)

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, Лазарь тӳпене кайнӑ пулсан, Иисус ӑна каялла ҫӗр ҫине тавӑрнӑ пулӗччӗ-ши?

ВИДЕО пӑхӑр.

5. Миллиард-миллиард ҫын вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ!

Псалом 36:29 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисем ӑҫта пурӑнӗҫ?

Иисус ҫынсене вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ чухне Иеговӑна пӗлнӗ тата уншӑн ӗҫлесе тӑнӑ ҫынсене ҫеҫ чӗртсе тӑратмӗ. Апостолсен ӗҫӗсем 24:15 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Вилнисем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне эсир чӗрӗлсе тӑнисенчен уйрӑмах кама курасшӑн пулнӑ пулӑттӑр?

Ашшӗне хӑйӗн ачине ыйхӑран вӑратма ҫӑмӑл пулнӑ пекех, Иисуса та ҫынна вилӗмрен чӗртсе тӑратма ҫӑмӑл

6. Вилнисем чӗрӗлсе тӑма пултарни сире йӑпатма тата шанчӑк пама пултарать

Библире Иаирӑн хӗрне вилӗмрен чӗртсе тӑратни хуйхӑракан нумай ҫынна йӑпатнӑ. Пурнӑҫра чӑннипех пулнӑ ӗҫ ҫинчен Лука 8:40—42, 49—56 вулӑр.

Иаирӑн хӗрне вилӗмрен чӗртсе тӑратас умӗн Иисус унӑн ашшӗне ҫапла каланӑ: «Ан хӑра, ӗнен ҫеҫ». (50-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.) Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑма шанчӑк пурри мӗнле пулӑшма пултарать:

  • ҫывӑх ҫын вилсен?

  • сирӗн пурнӑҫ хӑрушлӑхра пулнӑ чухне?

ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк Фелиситин ашшӗпе амӑшне мӗнле йӑпатать?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Вилнисем ҫӗр ҫинче пурӑнма чӗрӗлсе тӑрассине ӗненме йывӑр».

  • Эсир мӗн шутлатӑр?

  • Вилнисем чӗрӗлсе тӑма пултарнине эсир Библири хӑш сӑвӑ йӗркипе кӑтартса панӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Библи миллиард-миллиард ҫын вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ тесе сӑмах парать. Иегова вӗсем каллех пурӑнччӑр тет, ҫавӑнпа вӑл Иисуса вӗсене вилӗмрен чӗртсе тӑратма вӑй панӑ.

Вӗреннине аса илни

  • Иеговӑпа Иисус вилнисем валли мӗн тӑвасшӑн?

  • Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ миллиард-миллиард ҫын ӑҫта пурӑнӗ: тӳпере-и е ҫӗр ҫинче-и?

  • Вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси чӑннипех пулассине сире мӗн ӗнентерет?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Хуйха пусарма мӗн пулӑшнине пӗлӗр.

«Помощь тем, кто скорбит» («Пробудитесь!», 2018 ҫулхи 3 №)

Камӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ, ҫавсене Библи пулӑшма пултарать-и?

«Ҫывӑх ҫын вилсен» (5:06)

Ачан ҫывӑх ҫыннисенчен кам та пулин вилсен, ӑна мӗнле пулӑшма пулать?

«Тӳлесе илме панӑ парне» (2:07)

Тӳпере пурӑнма кама та пулин вилӗмрен чӗртсе тӑратӗҫ-и? Кама вилӗмрен чӗртсе тӑратмӗҫ?

«Мӗн вӑл вилӗмрен чӗртсе тӑратни?» (интернет-статья)