Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

32-МӖШ УРОК

Турӑ Патшалӑхӗ халӗ ертсе пырать!

Турӑ Патшалӑхӗ халӗ ертсе пырать!

Турӑ Патшалӑхӗ 1914 ҫулта тӳпере ертсе пыма пуҫланӑ. Ҫав ҫулах ҫынсен пуҫлӑхӗсен юлашки кунӗсем пуҫланнӑ. Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Библире малтанах мӗн каласа хунине, ҫавӑн пекех 1914 ҫултанпа ҫынсем тата тӗнчери лару-тӑру мӗнле улшӑнса пынине пӑхса тухӑпӑр.

1. Библире малтанах мӗн каласа хунӑ пулнӑ?

Библири Даниил ятлӑ кӗнекере Турӑ Патшалӑхӗ «ҫичӗ вӑхӑт» вӗҫленсен ертсе пыма пуҫлать тенӗ (Даниил 4:13, 14). Темиҫе ӗмӗр иртсен, Иисус Христос ҫав вӑхӑт пирки суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ тенӗ (Лука 21:24). Иисус ҫав вӑхӑт хӑй пурӑннӑ чухне вӗҫленмен тесе палӑртнӑ. Эпир ҫичӗ вӑхӑт 1914 ҫулта вӗҫленнине пӗлӗпӗр.

2. Ҫак тӗнче тата ҫынсем 1914 ҫултанпа мӗнле улшӑннӑ?

Иисусӑн вӗренекенӗсем унран ҫапла ыйтнӑ: «Эсӗ килессине, ҫак ӗмӗр вӗҫленессине мӗнле паллӑ пӗлтерӗ?» (Матфей 24:3). Ҫак ыйту ҫине хуравланӑ чухне Иисус хӑй тӳпере Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче мӗн-мӗн пулса иртессине малтанах каласа хунӑ. Сӑмахран, вӑл вӑрҫӑсем, выҫлӑх тата ҫӗр чӗтреннисем пулӗҫ тенӗ. (Матфей 24:7 вулӑр.) Библире юлашки кунсенче ҫынсем япӑхланса-усалланса кайнине пула пурнӑҫ шутсӑр йывӑр пулать тесе те каланӑ (2 Тимофей 3:1—5). Ҫак тӗнчери лару-тӑру тата ҫынсем 1914 ҫултанпа вӑйлӑ улшӑнса пыни питӗ лайӑх курӑнса тӑрать.

3. Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫланӑранпа тӗнчери лару-тӑру япӑхланса кайнӑ?

Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса тӑнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иисус тӳпере Шуйттанпа тата унӑн демонӗсемпе вӑрҫӑ пуҫланӑ. Библире Шуйттана «ҫӗре сирпӗтрӗҫ, унӑн ангелӗсене те унпа пӗрле сирпӗтрӗҫ» тенӗ (Ӳлӗмхи 12:9, 10, 12). Шуйттан хаярлӑхпа тулса ҫитнӗ, мӗншӗн тесен хӑйне кӗҫех пӗтерессине вӑл пӗлет. Ҫавӑнпа вӑл ҫынсене нумай сиен тӑвать тата нумай хӗн-хур кӑтартать. Акӑ мӗншӗн тӗнчери лару-тӑру ҫав тери япӑх! Турӑ Патшалӑхӗ ҫав йывӑрлӑхсене пурне те татса парӗ.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Турӑ Патшалӑхӗ 1914 ҫулта ертсе пыма пуҫланине мӗн кӑтартса панине тӗпчӗр тата ҫакӑ пирӗнпе мӗнле ҫыхӑннине пӗлӗр.

4. Библире пророкла калани 1914 ҫул ҫине кӑтартса парать

Турӑ Навуходоносора, авалхи Вавилонӑн патшине, тӗлӗк кӑтартнӑ. Ҫав тӗлӗкре вӑл ӑна пуласлӑхра мӗн пулассине пӗлтернӗ. Ҫав тӗлӗк тата Даниил ӑна мӗнле ӑнлантарса пани ҫакӑ Навуходоносорӑн влаҫӗпе те, Турӑ Патшалӑхӗпе те ҫыхӑннине кӑтартса парать. (Даниил 4:14 вулӑр.) a

Даниил 4:17—23 вулӑр та таблицӑпа усӑ курса ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • А. Навуходоносор патша тӗлӗкре мӗн курнӑ? (17-мӗшпе 18-мӗш сӑвӑ йӗркисене пӑхӑр.)

  • Ӑ. Йывӑҫпа мӗн пулнӑ? (20-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.)

  • Б. «Ҫичӗ вӑхӑт» вӗҫленсен мӗн пулса иртмелле пулнӑ? (23-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.)

Йывӑҫ ҫинчен калакан тӗлӗк Турӑ Патшалӑхӗпе мӗнле ҫыхӑннӑ

ПРОРОКЛА КАЛАНИ (Даниил 4:17—33)

Влаҫа тытса тӑни

А. Питӗ пысӑк йывӑҫ

Влаҫа тытса тӑма чарнӑ

Ӑ. «Йывӑҫа касӑр» тата «ҫичӗ вӑхӑт» ирттӗр

Каллех влаҫа тытса тӑма пуҫланӑ

Б. «Патшалӑху хӑвнах» юлӗ

Ҫак пророкла калани пӗрремӗш хут пурнӑҫланнӑ чухне...

  • В. Йывӑҫ кама сӑнарласа панӑ? (19-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.)

  • Г. Ҫав патша мӗнле майпа влаҫа тытса тӑма пӑрахнӑ? (Даниил 4:26—30 вулӑр.)

  • Д. Ҫичӗ вӑхӑт вӗҫленсен, Навуходоносорпа мӗн пулнӑ? (Даниил 4:31—33 вулӑр.)

ПӖРРЕМӖШ ХУТ ПУРНӐҪЛАННИ

Влаҫа тытса тӑни

В. Навуходоносор, Вавилон патши

Влаҫа тытса тӑма чарнӑ

Г. Пирӗн эрӑчченхи 606 ҫул хыҫҫӑн Навуходоносор ӑсран тайӑлать, вара вӑл ҫичӗ ҫул хушши влаҫа тытса тӑма пултараймасть

Каллех влаҫа тытса тӑма пуҫланӑ

Д. Навуходоносорӑн ӑс-хакӑлӗ каялла таврӑнать, вара вӑл каллех влаҫа тытса тӑма пуҫлать

Ҫак пророкла калани иккӗмӗш хут пурнӑҫланнӑ чухне...

  • Е. Йывӑҫ кама сӑнарласа панӑ? (1 Ҫулсеренхи 29:23 вулӑр.)

  • Ӗ. Хӑҫан ҫав патшасен влаҫне чарса лартнӑ? Вӗсем Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне влаҫа тытса тӑма пуҫламаннине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? (Лука 21:24 вулӑр.)

  • Ж. Ҫав влаҫа хӑҫан тата ӑҫта ҫӗнӗрен йӗркелесе янӑ?

ИККӖМӖШ ХУТ ПУРНӐҪЛАННИ

Влаҫа тытса тӑни

Е. Израиль патшисем, вӗсем урлӑ Турӑ хӑйӗн влаҫне тытса тӑнӑ

Влаҫа тытса тӑма чарнӑ

Ӗ. Иерусалима аркатнӑ. Пӗр Израиль патши те 2 520 ҫул хушши патшара ларман

Каллех влаҫа тытса тӑма пуҫланӑ

Ж. Иисус тӳпере Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулса ертсе пыма пуҫлать

Ҫичӗ вӑхӑт мӗн чухлӗ пырать?

Библин хӑш-пӗр пайӗсем унӑн тепӗр пайӗсене ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Библире Ӳлӗмхи ятлӑ кӗнекере виҫӗ вӑхӑт ҫурӑ 1 260 кунпа танлашать тенӗ (Ӳлӗмхи 12:6, 14). Апла пулсан, ҫичӗ вӑхӑт (ҫакӑ виҫӗ вӑхӑт ҫурӑран икӗ хут нумайрах) 2 520 кун пулать. Хӑш-пӗр чухне Библире «кун» тени ҫулталӑка пӗлтерет (Иезекииль 4:6). Ҫавӑнпа та Даниил кӗнекинче каланӑ ҫичӗ вӑхӑт 2 520 ҫулпа танлашать.

5. Ҫак тӗнче 1914 ҫултанпа питӗ вӑйлӑ улшӑнчӗ

Иисус, хӑй патшана ларсан, ҫӗр ҫинче пурнӑҫ мӗнлерех пулассине малтанах каласа хунӑ. Лука 21:9—11 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫакӑнта мӗн каланисенчен хӑшне эсир курнӑ е хӑшӗн ҫинчен илтнӗ?

Павел апостол юлашки кунсенче ҫынсем мӗнлерех пуласси ҫинчен ҫырса панӑ. 2 Тимофей 3:1—5 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Эсир ҫынсем хальхи вӑхӑтра хӑйсене ҫавӑн пек тытнине курса тӑратӑр-и?

6. Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫланине ӗненнине кӑтартӑр

Матфей 24:3, 14 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе тӑвакан мӗнле питӗ кирлӗ ӗҫ Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫланине кӑтартса парать?

  • Ҫак ӗҫе эсир мӗнле хутшӑнма пултаратӑр?

Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӑл ҫӗр ҫинчи пӗтӗм влаҫа хӑй аллине илес вӑхӑт питӗ ҫывӑх. Еврейсем 10:24, 25 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • «Ҫав Кун ҫывӑхарса» килнине кура кашнин мӗн тумалла?

Сӑмахран, эсир ыттисене мӗн пулӑшма е мӗн ҫӑлма пултарни ҫинчен пӗлтӗр тейӗпӗр. Ҫавӑн чухне эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА ЫЙТМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр 1914 ҫул ҫинчен калаҫҫӗ?»

  • Эсир ҫакӑн ҫине мӗнле хуравланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Библире пророкла каланисем тата тӗнчери лару-тӑру Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пыма пуҫланине кӑтартса параҫҫӗ. Эпир ҫакна ӗненнине ҫакӑн ҫинчен ыттисене каласа панипе тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳренипе кӑтартатпӑр.

Вӗреннине аса илни

  • Даниил кӗнекинче каланӑ ҫичӗ вӑхӑт вӗҫленсен мӗн пулса иртнӗ?

  • Мӗншӗн эсир Турӑ Патшалӑхӗ 1914 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ тесе шутлатӑр?

  • Турӑ Патшалӑхӗ халӗ ертсе пынине ӗненнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Историксемпе ытти ҫынсем тӗнче 1914 ҫултанпа мӗнле улшӑнни ҫинчен мӗн каланине пӗлӗр.

«Начало нравственной катастрофы» («Пробудитесь!», 2007 ҫулхи апрель)

Пӗр арҫын Матфей 24:14-мӗшӗнче каланӑ пророкла сӑмахсем ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн унӑн пурнӑҫӗ мӗнле улшӑнни ҫинчен вулӑр.

«Эпӗ пуринчен ытла бейсбола юратнӑ!» («Хурал башни», 2017 ҫулхи 3 №)

 Даниил 4-мӗш сыпӑкра пророкла калани Турӑ Патшалӑхӗпе ҫыхӑннине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

«Когда Царство Бога начало править? (часть 1)» («Сторожевая башня», 2014 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗ)

Мӗншӗн Даниил 4-мӗш сыпӑкра каланӑ «ҫичӗ вӑхӑт» 1914 ҫулта вӗҫленнӗ теме пулать?

«Когда Царство Бога начало править? (часть 2)» («Сторожевая башня», 2014 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗ)

a Ҫак урокри «Тӗпчемелли» текен рамкӑри  юлашки икӗ статьяна пӑхӑр.