Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

33-МӖШ УРОК

Турӑ Патшалӑхӗ мӗн туса парӗ?

Турӑ Патшалӑхӗ мӗн туса парӗ?

Турӑ Патшалӑхӗ халӗ ертсе пырать ӗнтӗ. Кӗҫех вӑл ҫӗр ҫинче пысӑк улшӑнусем тӑвӗ. Айтӑр Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле ырӑ япаласем туса парассине тата ҫав улшӑнусем пире мӗнле пырса тивессине пӑхса тухар.

1. Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче мир тата тӗрӗслӗх пултӑр тесе мӗн тӑвӗ?

Иисус, Турӑ Патшалӑхӗн Патши, усал ҫынсене тата ҫынсен правительствисене Армагеддон вӑрҫинче тӗп тӑвӗ (Ӳлӗмхи 16:14, 16). Ҫавӑн чухне Библире «вӑраха та каймӗ — усал ҫын пулмӗ» тесе пророкла калани пурнӑҫланӗ (Псалом 36:10). Пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе мир тата тӗрӗслӗх пултӑр тесе Иисус ҫав Патшалӑх урлӑ мӗн кирлине веҫех тӑвӗ. (Исаия 11:4 вулӑр.)

2. Ҫӗр ҫинче Туррӑн ирӗкӗ пурнӑҫлансан, пурнӑҫ мӗнлерех пулӗ?

Турӑ Патшалӑхӗ ертсе пынӑ чухне «тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Псалом 36:29). Ҫавӑн чухне пурнӑҫ мӗн тери чаплӑ пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Ҫӗр ҫинче лайӑх та ырӑ ҫынсем кӑна пулӗҫ, вӗсем пурте Иеговӑна тата пӗр-пӗрне юратса пурӑнӗҫ. Никам та чирлемӗ, пурте ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ.

3. Усал ҫынсене пӗтернӗ хыҫҫӑн Турӑ Патшалӑхӗ мӗн туса парӗ?

Иисус усал ҫынсене пӗтернӗ хыҫҫӑн пин ҫул хушши патшара ларӗ. Ҫав тапхӑрта вӑл тата унпа пӗрле патшара ларакан 144 000-шӗ ҫынсене пӗр ҫитменлӗхсӗр тата пӗр ҫылӑхсӑр пулса тӑма пулӑшӗҫ. Ҫав тапхӑр вӗҫленсе пынӑ май пӗтӗм ҫӗр илемлӗ рай пулса тӑрӗ. Унта вара пур ҫын та телейлӗ пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Иеговӑн законӗсене тытса пурӑнӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн влаҫне Ашшӗне, Иеговӑна, парӗ. Вара Иеговӑн ячӗ нихҫанхинчен те ытларах хисепе тухӗ (Матфей 6:9, 10). Ҫакӑ Иегова лайӑх пуҫлӑх пулнине тата вӑл хӑй мӗн тунӑ, ҫавсемшӗн пуриншӗн те тӑрӑшнине кӑтартса парӗ. Иегова ҫавӑн хыҫҫӑн Шуйттана, демонсене тата вӗсем майлӑ тӑракансене пурне те тӗп тӑвӗ (Ӳлӗмхи 20:7—10). Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗр ҫинче чаплӑ пурнӑҫ туса парӗ, ҫавӑн пек пурнӑҫ вара нихӑҫан та пӗтмӗ.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Турӑ Библире мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурне те хӑйӗн Патшалӑхӗпе усӑ курса пурнӑҫлӗ. Эпир ҫакна мӗншӗн шанма пултарнине пӑхса тухӑр.

4. Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсен правительствисене пӗтерӗ

Библире «пӗр ҫын тепӗр ҫынна сиен кӳрсе хӑй аллинче тытса тӑрать» тенӗ (Екклесиаст 8:9). Ҫавӑн пек тӗрӗсмарлӑх мӗнле сиен кӳнӗ, ҫавсене пурне те Иегова хӑйӗн Патшалӑхӗпе усӑ курса пӗтерӗ.

Даниил 2:44 тата 2 Фессалоника 1:6—8 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ, Иисус, ҫынсен правительствисемпе тата вӗсем майлӑ тӑракансемпе мӗн тӑвӗҫ?

  • Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлни сире вӗсем тӗрӗслӗхе тытса тӑрасса шантарать-и?

5. Иисус — чи лайӑх Патша

Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулнӑ май Иисус ҫӗр ҫинчи хӑйӗн ҫыннисене тӗрлӗ майпа пулӑшса тӑрӗ. Ҫак ВИДЕОРАН эсир Иисусӑн ҫынсене пулӑшас кӑмӑл та, вӑй та пуррине курма пултаратӑр.

Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тунӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем Турӑ Патшалӑхӗ мӗн туса парассине кӑтартса панӑ. Аяларах илсе панӑ хӑш пиллӗхсене эсир уйрӑмах кӗтетӗр? Кунта илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене пурне те вулӑр.

ҪӖР ҪИНЧЕ ИИСУС:

ТӲПЕРЕН ИИСУС:

  • экологипе ҫыхӑннӑ пур йывӑрлӑха та татса парать (Исаия 35:1, 2);

  • пӗтӗм тӗнчипе выҫлӑха пӗтерет (Псалом 71:16);

  • пур ҫынна та сып-сывӑ тӑвать (Исаия 33:24);

  • вилӗме тата вилӗм кӳнӗ пур сиене те пӗтерет (Ӳлӗмхи 21:3, 4).

6. Турӑ Патшалӑхӗ ҫынсем валли телейлӗ пурнӑҫ туса парӗ

Иегова ҫынсем пирки чи малтанах мӗн шутласа хунӑ, ҫавна Турӑ Патшалӑхӗ пӗтӗмпех туса парӗ. Ҫынсем ҫӗр ҫинчи райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ. ВИДЕО пӑхӑр та Иегова хӑй мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурне те Иисуспа усӑ курса мӗнле пурнӑҫлассине пӗлӗр.

Псалом 36:4 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иегова «санӑн чӗрӳ ӗмӗтне ҫитерӗ». Ҫакна пӗлни сирӗнте мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Ҫынсем пурте пӗрлешсен, вӗсем тӗнчери пур йывӑрлӑха та татса пама пултарӗҫ».

  • Ҫынсен правительствисем мӗнле йывӑрлӑхсене нихӑҫан та татса пама пултараймӗҫ тата мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ ҫавна тума пултарать?

ТӖП ШУХӐШ

Турӑ Патшалӑхӗ хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлӗ. Вӑл ҫӗре рай туса хурӗ. Унта вара лайӑх ҫынсем кӑна пурӑнӗҫ тата вӗсем Иеговӑна ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пуҫҫапса пурӑнӗҫ.

Вӗреннине аса илни

  • Турӑ Патшалӑхӗ мӗнле майпа Иеговӑн ятне хисепе кӑларӗ?

  • Библире мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурне те Турӑ Патшалӑхӗ пурнӑҫлассине мӗншӗн эпир ӗненме пултаратпӑр?

  • Турӑ Патшалӑхӗ мӗн туса парассине эсир уйрӑмах кӗтетӗр?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Армагеддон мӗн иккенне пӗлӗр.

«Мӗн вӑл Армагеддон?» (интернет-статья)

Иисус пин ҫул хушши патшара ларнӑ чухне тата ҫавӑн хыҫҫӑнах мӗн пулассине пӗлӗр.

«Каким будет День суда?» («Сторожевая башня», 2012 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ)

Аслисем те, ачасем те Турӑ Патшалӑхӗ паракан пиллӗхсем ҫинчен мӗнле шухӑшлама пултарнине пӑхӑр.

«Представляй себя в раю» (1:50)

«Меня беспокоило много вопросов» ятлӑ статьяран эсир патшалӑха хирӗҫ кайнӑ пӗр ҫын Библи вӗренме пуҫласан, вӑл мӗнле улшӑннине пӗлме пултаратӑр.

«Библия меняет жизнь» («Сторожевая башня», 2012 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ)