Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

35-МӖШ УРОК

Лайӑх йышӑну тума мӗн пулӑшать?

Лайӑх йышӑну тума мӗн пулӑшать?

Пирӗн пурин те йышӑнусем тума тивет. Ҫав йышӑнусенчен нумайӑшӗ пирӗн ҫине тата пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине вӑйлӑ витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, пирӗн ӑҫта пурӑнасси, хӑш ӗҫе кӗресси тата мӑшӑрланмаллипе мӑшӑрланмалла марри пирки шутласа хумалла. Лайӑх йышӑнусем туни пире телейлӗ тӑвӗ тата Иеговӑна савӑнтарӗ.

1. Библи пире лайӑх йышӑнусем тума мӗнле пулӑшма пултарать?

Йышӑну тӑвиччен Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтӑр тата ҫавӑн пирки вӑл мӗн шутланине пӗлес тесе Библи тӗпчӗр. (Ытарӑшсем 2:3—6 вулӑр.) Хӑш-пӗр япаласем пирки Иегова мӗн тумаллипе мӗн тумалла марри пирки тӳррӗн калать. Ҫавӑн пек чухне чи лайӑххи вӑл — Иегова каланӑ пек туни.

Библире мӗн тумалли пирки тӳррӗн каламан пулсан, вара сирӗн мӗн тумалла? Иегова пурпӗр сире хӑш ҫулпа каймаллине кӑтартса пырӗ (Исаия 48:17). Вӑл ҫавна мӗнле тӑвӗ? Вӑл сире Библири принципсем урлӑ ертсе пырӗ. Библири принципсем вӗсем — Туррӑн шухӑшӗсене ӑнланма пулӑшакан тӗп чӑнлӑхсем. Час-часах Библири пӗр-пӗр вырӑн пире Турӑ кун пирки е ун пирки мӗн шутланине пӗлме пулӑшать. Иегова хӑш-пӗр ӗҫсем пирки мӗн шутланине ӑнланса илсен, эпир унӑн кӑмӑлне каякан йышӑну тума пултаратпӑр.

2. Йышӑну тӑвас умӗн мӗн-мӗн шута илмелле?

Библире ҫапла каланӑ: «Ӑслӑ-тӑнли... хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать» (Ытарӑшсем 14:15). Апла пулсан, пирӗн пӗр-пӗр йышӑну тӑвас умӗн мӗн-мӗн тумалли ҫинчен васкамасӑр шухӑшламалла. Кун пек е ун пек тумалла-ши тесе шутланӑ чухне хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Ҫак лару-тӑрупа Библири мӗнле принципсем ҫыхӑннӑ? Эпӗ ҫакӑн пек йышӑну турӑм пулсан, хама канӑҫлӑ туйӑп-ши? Эпӗ тунӑ йышӑнупа Иегова кӑмӑллӑ пулӗ-ши?» (Ытарӑшсем 27:12).

Иеговӑн пире ку тӗрӗс, ку тӗрӗс мар тесе калама ирӗк пур. Туррӑн законӗсемпе принципӗсене пӗлсе пынӑ май тата вӗсем тӑрӑх пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑ май эпир хамӑрӑн совеҫе вӗрентсе пыратпӑр. Совесть вӑл — мӗн тӗрӗс, мӗн тӗрӗс мар пулнине калакан пирӗн шалти туйӑм (Рим 2:14, 15). Вӗрентнӗ совесть пире тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Библири принципсем тата пирӗн совесть пире йышӑнусем тума мӗнле пулӑшнине пӗлӗр.

3. Библири принципсем пире мӗн тумаллине кӑтартса параҫҫӗ

Библири принципсем йышӑну тунӑ чухне пире мӗн тумаллине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Иегова пире мӗнле хаклӑ парне панӑ?

  • Мӗншӗн Иегова пире хамӑр тӗллӗн йышӑну тума ирӗк панӑ?

  • Вӑл пире чи лайӑх йышӑну тума мӗн панӑ?

Библири пӗр принципа пӑхса тухар. Эфес 5:15, 16 вулӑр. Унтан ҫакна ӑнлантарса парӑр:

  • Библие яланах вулас тесе эсир вӑхӑтпа мӗнле тӗрӗс усӑ курма пултаратӑр?

  • Лайӑх упӑшка е арӑм, лайӑх ашшӗ-амӑшӗ, лайӑх ывӑл е лайӑх хӗр пулас тесе эсир вӑхӑтпа мӗнле тӗрӗс усӑ курма пултаратӑр?

  • Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрес тесе эсир вӑхӑтпа мӗнле тӗрӗс усӑ курма пултаратӑр?

4. Совеҫе лайӑх йышӑнусем тума вӗрентӗр

Библире мӗн тумалли пирки тӳррӗн каланӑ чухне тӗрӗс йышӑну тума йывӑрах мар. Анчах та унта сирӗн лару-тӑру пирки нимӗн те каламан пулсан, вара мӗн тумалла? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Хӗрарӑм тӑван хӑйӗн совеҫне вӗрентес тата Иеговӑна юрӑхлӑ йышӑну тӑвас тесе мӗн турӗ?

Мӗншӗн пирӗн ыттисене хамӑршӑн йышӑну тума ыйтмалла мар? Еврейсем 5:14 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Эпир ыттисене хамӑршӑн йышӑнусем тума ыйтатпӑр пулсан, эпир мӗн тума вӗренеймӗпӗр?

  • Сире хӑвӑрӑн совеҫе вӗрентме тата лайӑх йышӑнусем тума мӗн пулӑшӗ?

Пирӗн совесть пире, навигатор пекех, пурнӑҫра хӑш ҫулпа каймаллине суйласа илме пулӑшать

5. Ыттисен совеҫне хисеплӗр

Тӗрлӗ ҫынсем тӗрлӗ йышӑнусем тӑваҫҫӗ. Эпир ыттисен совеҫне хисепленине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Икӗ лару-тӑрӑва пӑхса тухар.

1-мӗш лару-тӑру. Косметикӑпа усӑ курма юратакан хӗрарӑм тӑван урӑх пухӑва куҫса каять, унта вара хӗрарӑм тӑвансенчен нумайӑшӗ косметикӑпа усӑ курнине ырласах каймаҫҫӗ.

Рим 15:1 тата 1 Коринф 10:23, 24 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Хӗрарӑм тӑван ҫак сӑвӑ йӗркисене шута илсе мӗнле йышӑну тума пултарнӑ пулӗччӗ? Тепӗр ҫынна совеҫӗ мӗн тума чарать, ҫавна тума сире хӑвӑрӑн совесть чармасть пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр?

2-мӗш лару-тӑру. Арҫын тӑван Библи эрех-сӑрана виҫине пӗлсе ӗҫме чарманнине пӗлет, анчах та вӑл эрех-сӑра ӗҫмӗп тесе шутласа хурать. Ӑна пухури тӑвансем пӗрле пухӑнса савӑнма чӗнеҫҫӗ, унта вара вӑл ытти тӑвансем эрех-сӑра ӗҫнине курать.

Екклесиаст 7:16 тата Рим 14:1, 10 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Арҫын тӑван ҫак сӑвӑ йӗркисене шута илсе мӗнле йышӑну тума пултарнӑ пулӗччӗ? Тепӗр ҫын сире хӑвӑрӑн совесть тума чаракан ӗҫе тӑвать пулсан, эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр?

 Лайӑх йышӑну тӑвас тесен мӗн тумалла?

1. Иеговӑран ыйтӑр: мӗн тумаллине пӗлме пулӑшсам тесе ыйтӑр (Иаков 1:5).

2. Тӗпчӗр: Библире тата ӑна ӑнлантарса паракан публикацисенче сирӗн лару-тӑру ҫинчен мӗн каланине тӗпчӗр. Ҫавӑн пекех эсир опытлӑ христианинран канаш ыйтма пултаратӑр.

3. Мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: эсир тӑвас текен йышӑну хӑвӑр совесть ҫине тата ыттисен совеҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Эсӗ хӑв мӗн тӑвас тетӗн, санӑн ҫавна тума ирӗк пур. Ыттисем мӗн шутлани кирлех мар».

  • Мӗншӗн Туррӑн туйӑмӗсене те, ҫынсен туйӑмӗсене те шута илмелле?

ТӖП ШУХӐШ

Лайӑх йышӑну тӑвас тесен Иегова мӗн шутланине пӗлмелле тата пирӗн ӗҫсем ыттисене пулӑшӗҫ-ши е сиен кӳрӗҫ-ши тесе шухӑшласа пӑхмалла.

Вӗреннине аса илни

  • Иегова кӑмӑллакан йышӑнусем тӑвас тесен мӗн тумалла?

  • Хамӑр совеҫе мӗнле вӗрентме пулать?

  • Ыттисен совеҫне хисепленине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Турӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетекен йышӑнусем тӑвас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

«Турра мухтав кӳрекен йышӑнусем тӑвӑр» («Хурал башни», 2011 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗ)

Иегова пире канашсем мӗнле панине пӗлӗр.

«Иегова направляет своих служителей» (9:50)

Пӗр ҫамрӑка кӑткӑс йышӑну тума мӗн пулӑшнине пӑхӑр.

«Иегова даёт гарантию» (5:51)

Библире мӗн тумаллине тӳррӗн каламан пулсан, вара мӗн тумалла? Ҫавӑн пек чухне Иеговӑна юрӑхлӑ йышӑну тӑвас тесен мӗн тумаллине пӗлӗр.

«Нужен ли тебе каждый раз конкретный библейский закон?» («Сторожевая башня», 2003 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗ)