Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

37-МӖШ УРОК

Библире ӗҫпе укҫа ҫинчен мӗн каланӑ?

Библире ӗҫпе укҫа ҫинчен мӗн каланӑ?

Сирӗн ӗҫ пирки е укҫа пирки пӑшӑрханасси пулкаланӑ-и? Хӑш-пӗр чухне пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илме, ҫав вӑхӑтрах Иеговӑна чун-чӗререн пуҫҫапса пурӑнма ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Библире пире пулӑшма пултаракан канашсем пур.

1. Библире ӗҫ пирки мӗн каланӑ?

Иегова пире ӗҫ савӑнӑҫ патӑр тет. Библире ҫапла каланӑ: «Этемшӗн хӑйӗн ӗҫӗпе савӑнса-киленсе пурӑннинчен лайӑхраххи нимӗн те ҫук» (Екклесиаст 3:22). Иегова нумай ӗҫлет. Эпир унран тӗслӗх илсе хамӑр ӗҫе лайӑх тӑватпӑр пулсан, эпир ӑна савӑнтаратпӑр тата ӗҫе лайӑх туни пирӗн кӑмӑла та ҫырлахтарать.

Пирӗн ӗҫлемелле, анчах та ӗҫ пирӗншӗн нихӑҫан та Иеговӑна пуҫҫапассинчен кирлӗрех пулса тӑмалла мар (Иоанн 6:27). Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлессине хамӑр пурнӑҫра мала хуратпӑр пулсан, вӑл пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине парса тӑма сӑмах парать.

2. Укҫа ҫине мӗнле тӗрӗс пӑхмалла?

Библире укҫа хӳтлӗх парать тенӗ, ҫав вӑхӑтрах унта пире укҫа кӑна телейлӗ тӑвать тесе каламан (Екклесиаст 7:12). Библи пире укҫана ан хапсӑнӑр тесе асӑрхаттарать тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма хавхалантарать. (Еврейсем 13:5 вулӑр.) Хамӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлсен, эпир пире ку ҫитмест, вӑл ҫитмест тесе пӑшӑрханса ҫӳремӗпӗр. Эпир кивҫене кӗмӗпӗр (Ытарӑшсем 22:7). Ҫавӑн пекех эпир азартлӑ вӑйӑсем тата хӑвӑрт пуяс тесе тӑвакан ӗҫсем мӗнле хӑрушлӑхсем кӳреҫҫӗ, ҫавсенчен сыхланӑпӑр.

3. Укҫа-тӗнкӗпе мӗнле тӗрӗс усӑ курмалла?

Иегова — уҫӑ кӑмӑлпа паракан Турӑ. Эпир унран тӗслӗх илсе «уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, яланах ыттисене пулӑшма хатӗр» пуласшӑн (1 Тимофей 6:18). Эпир хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ парса хамӑр пухӑва тата ытти ҫынсене, уйрӑмах пухури тӑвансене, пулӑшма пултаратпӑр. Иеговӑшӑн вара эпир мӗн чухлӗ пани мар, ҫавна эпир мӗнле кӑмӑлпа туни кирлӗрех. Уҫӑ кӑмӑлпа, чун-чӗререн паратпӑр пулсан, эпир телейлӗрех пулса тӑрӑпӑр тата Иеговӑна савӑнтарӑпӑр. (Апостолсен ӗҫӗсем 20:35 вулӑр.)

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхни тата мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлни мӗнле усӑ панине пӗлӗр.

4. Иеговӑна мухтава кӑларас тесе ӗҫлӗр

Иеговӑпа туслӑ пулни эпир ӗҫ пирки мӗн шутлани ҫине витӗм кӳмелле. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Джейсон ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнинче тата ӗҫре хӑйне мӗнле тытнинче сире мӗн килӗшрӗ?

  • Ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхма ӑна мӗн пулӑшрӗ?

Колоссӑ 3:23, 24 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн ӗҫе пирӗн чунтан-вартан тумалла?

Ӗҫ кирлӗ, анчах та вӑл пирӗншӗн нихӑҫан та Иеговӑна пуҫҫапассинчен кирлӗрех пулса тӑмалла мар

5. Мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлни пире усӑ парать

Ҫынсем нумайӑшӗ ытларах та ытларах укҫа ӗҫлесе илме тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах Библи пире урӑххине тума сӗнет. 1 Тимофей 6:6—8 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Библи пире мӗн тума хавхалантарать?

Пирӗн япаласем нумаях мар пулсан та, эпир пурпӗр телейлӗ пулма пултаратпӑр. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Мӗншӗн ҫак ҫемьесем, укҫа сахал пулнине пӑхмасӑрах, телейлӗ пурӑнаҫҫӗ?

Пирӗн япаласем нумай пулсан та, эпир пурпӗр тата нумайрах илесшӗн пулма пултаратпӑр. Ҫавӑн чухне вара мӗн тумалла? Иисус пӗр тӗслӗх каласа парса ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулни мӗнле хӑрушлӑх кӳнине ӑнлантарса панӑ. Лука 12:15—21 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иисус каласа панӑ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (15-мӗш сӑвӑ йӗркине пӑхӑр.)

Ытарӑшсем 10:22 тата 1 Тимофей 6:10 вулӑр та пӗр-пӗринпе танлаштарӑр. Унтан ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Сирӗн шутпа мӗн кирлӗрех: Иеговӑпа туслӑ пулни-и е нумай укҫа пурри-и? Ӑнлантарса парӑр.

  • Укҫашӑн ҫунакансен мӗнле йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ?

6. Иегова пире мӗн кирлине веҫех парӗ

Укҫа ҫитсех кайман чухне е ӗҫ ҫук чухне эпир Иеговӑна ӗненни ҫирӗп пулнипе пулманни тӗрӗсленет. ВИДЕО пӑхӑр та ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем сиксе тухсан мӗн тумаллине пӗлӗр. Унтан ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Видеора кӑтартнӑ тӑван мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ?

  • Ҫав йывӑрлӑхсене татса парас тесе вӑл мӗн турӗ?

Матфей 6:25—34 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Камӑн пурнӑҫӗнче Иегова малти вырӑнта, ҫавсене вӑл мӗн тума сӑмах парать?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Манӑн хамӑн ҫемьене тӑрантарса усрас тесе нумай ӗҫлемелле. Эпӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене кашни эрнере ҫӳреме пултараймастӑп».

  • Эпир Иеговӑна пуҫҫапассине мала хуратпӑр пулсан, вӑл пире мӗн кирлине пурне те парса тӑрӗ — ҫакна ӗненме сире Библири хӑш сӑвӑ йӗркисем пулӑшаҫҫӗ?

ТӖП ШУХӐШ

Ӗҫ тата укҫа кирлӗ, анчах та вӗсем пире нихӑҫан та Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарса тӑмалла мар.

Вӗреннине аса илни

  • Ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхма сире мӗн пулӑшма пултарать?

  • Мӗншӗн мӗн пуррипе ҫырлахма пӗлни усӑ парать?

  • Иегова сирӗншӗн тӑрӑшма сӑмах панине ӗненнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Библире укҫа вӑл усаллӑх тесе каланӑ-и?

«Укҫа вӑл чӑнах та усаллӑх-и?» (интернет-статья)

Турра савӑнтарас тесе эпир хамӑр укҫапа мӗнле усӑ курма пултарнине пӗлӗр.

«Библире парасси пирки мӗн каланӑ?» (интернет-статья)

Вӑйӑсем выляма юратакан тата ултавҫӑ ҫынна хӑйӗн пурнӑҫне тӗпрен улӑштарма мӗн пулӑшнине пӗлӗр.

«Я обожал скачки» («Сторожевая башня», 2011 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗ)