Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

42-МӖШ УРОК

Библире мӑшӑрланмасӑр тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнасси пирки мӗн каланӑ?

Библире мӑшӑрланмасӑр тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнасси пирки мӗн каланӑ?

Хӑш-пӗр культурӑра ҫын мӑшӑрланман пулсан, вӑл телейлӗ пулма пултараймасть тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнакан пур ҫын пирки те телейлӗ тесе калаймӑн. Ҫав вӑхӑтрах авланманнисемпе качча кайманнисем пирки телейсӗр ҫынсем тееймӗн. Тӗрӗссипе каласан, Библире каланӑ тӑрӑх, авланмасӑр, качча каймасӑр пурӑнни те, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ та — Турӑ панӑ парнесем.

1. Авланмасӑр, качча каймасӑр пурӑнни мӗнле усӑ парать?

Библире ҫапла каланӑ: «Кам мӑшӑрланать — лайӑх тӑвать, кам мӑшӑрланмасть — тата лайӑхрах тӑвать». (1 Коринф 7:32, 33, 38 вулӑр, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару.) Мӑшӑрланман ҫын «тата лайӑхрах тӑвать» тенине мӗнле ӑнланмалла? Ҫавӑн пек ҫыннӑн хӑйӗн мӑшӑрӗшӗн тӑрӑшма кирлӗ мар. Ҫавӑнпа та мӑшӑрланман ҫынсем ирӗклӗрех. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем Иеговӑшӑн нумайрах ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, вӗсем ырӑ хыпар сарма урӑх ҫӗршыва куҫса кайма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсен хӑйсемпе Иегова хушшинчи туслӑха ҫирӗплетме нумайрах вӑхӑт пур.

2. Законлӑ майпа мӑшӑрланни мӗнле усӑ парать?

Мӑшӑрланни, мӑшӑрланманни пекех, усӑ парать. Библире «пӗччен пуличчен иккӗн лайӑхрах» тенӗ (Екклесиаст 4:9). Ҫакӑ Библири принципсене тытса тӑракан мӑшӑрсем ҫинче питӗ лайӑх курӑнса тӑрать. Законлӑ майпа мӑшӑрланакансем хӑйсен мӑшӑрӗсене юратма, хисеплеме тата вӗсемшӗн тӑрӑшма сӑмах параҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсем, мӑшӑрланмасӑр пӗрле пурӑнакансемпе танлаштарсан, хӑйсене хӳтлӗхри пек туяҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫемье ачасемшӗн те хӑрушсӑр вырӑн пулса тӑрать.

3. Иегова мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхать?

Иегова малтанхи ҫынсене мӑшӑрлантарнӑ чухне ҫапла каланӑ: «Этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ» (Пултарни 2:24). Иегова упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне юратчӑр тата вӗсем мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе пӗрле пулччӑр тенӗ. Иегова мӑшӑрсенчен пӗри аскӑн ӗҫ туса теприне улталасан ҫеҫ уйрӑлма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пек чухне Иегова айӑпсӑр мӑшӑрне ҫакӑн пек ирӗк панӑ: вӑл уйрӑлас терӗ пулсан уйрӑлма пултарать, уйрӑлас мар терӗ пулсан уйрӑлмасан та пултарать (Матфей 19:9) a. Иегова христиансен пӗр арӑм е пӗр упӑшка ҫеҫ пулмалла тет (1 Тимофей 3:2).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Эсир, мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑннипе пурӑнманнине пӑхмасӑрах, мӗнле телейлӗ пулма пултарнине тата Иеговӑна мӗнле савӑнтарма пултарнине пӗлӗр.

4. Эсир авланман е качча кайман пулсан, ҫавӑнпа тӗрӗс усӑ курӑр

Иисус мӑшӑрланмасӑр пурӑннине Турӑ панӑ пултарулӑх тенӗ (Матфей 19:11, 12). Матфей 4:23 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иисусӑн мӑшӑрланманнине пула хӑйӗн Ашшӗшӗн ӗҫлеме тата ҫынсене пулӑшма мӗнле майсем пулнӑ?

Мӑшӑрланман христиансем Иисусран тӗслӗх илеҫҫӗ пулсан, нумай савӑнӑҫ илӗҫ. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Мӑшӑрланман христиансем валли мӗнле чаплӑ майсем уҫӑлаҫҫӗ?

Эсир пӗлетӗр-и?

Библире миҫе ҫулта мӑшӑрланмалли ҫинчен каламан. Анчах Библи мӑшӑрланма шутлакан ҫыннӑн «ытла ҫамрӑках мар» пулмалла тенӗ. Ытла ҫамрӑк чухне ӑна ар ҫыхӑнӑвне кӗрес кӑмӑл тӗрӗс йышӑнусем тума чӑрмантарӗ (1 Коринф 7:36, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).

5. Пулас мӑшӑра тӗрӗс суйласа илӗр

Эсир тума пултаракан чи кирлӗ йышӑнусенчен пӗри вӑл — пулас мӑшӑра суйласа илесси. Матфей 19:4—6, 9 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн мӑшӑрланма васкамалла мар?

Библи пире пулас мӑшӑра шыранӑ чухне мӗн шута илмеллине пӗлме пулӑшать. Чи кирли вӑл — пулас мӑшӑрӑн Иеговӑна юратмалла b. 1 Коринф 7:39 тата 2 Коринф 6:14 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн пулас мӑшӑра Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хушшинче кӑна шырамалла?

  • Эсир мӗнле шутлатӑр: эсир Иеговӑна юратман ҫынпа мӑшӑрлансан, Иегова хӑйне мӗнле туйнӑ пулӗччӗ?

Икӗ тӗрлӗ выльӑха пӗрле кӳлсе ярсан, вӗсем иккӗшӗ те асапланӗҫ. Ҫавӑн пекех христианин Иеговӑна юратман ҫынпа мӑшӑрлансан, нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулӗ

6. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхӑр

Авалхи Израильте хӑш-пӗр арҫынсем кирлӗ-кирлӗ мар япаласемшӗнех хӑйсен арӑмӗсенчен уйрӑлнӑ. Малахия 2:13, 14, 16 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Иегова ҫынсем Библи тӑрӑх уйрӑлма ирӗк ҫук ҫӗртенех уйрӑлнине кураймасть?

Аскӑн ӗҫ туса мӑшӑра улталани тата уйрӑлни айӑпсӑр мӑшӑрне тата ачисене нумай хуйхӑ кӳрет

ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Сирӗн мӑшӑру Иеговӑна ӗненмест пулсан, сирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пултӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

7. Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнӑр

Хӑш-пӗрисен Иегова мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки панӑ нормӑсем тӑрӑх пурӑнмашкӑн самаях вӑй хумалла c. Иегова вара ҫавӑн пек вӑй хунине яланах пиллет. ВИДЕО пӑхӑр.

Еврейсем 13:4 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Эсир мӗнле шутлатӑр: Иегова мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки панӑ нормӑсене тытса тӑма йывӑр-и? Ӑнлантарса парӑр.

Иегова христиансен мӑшӑрланнӑ чухне е уйрӑлнӑ чухне хӑйсем пурӑнакан ҫӗршыври законсене тытса тӑмалла тет. Тит 3:1 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Эсир мӑшӑрланнӑ пулсан, эсир патшалӑх законӗсем тӑрӑх ҫырӑннӑ-и?

КАМ ТА ПУЛИН ҪАПЛА ЫЙТМА ПУЛТАРАТЬ: «Мӗншӗн манӑн мӑшӑрланнӑ чухне ҫырӑнмалла? Ҫырӑнмасӑрах пӗрле пурӑнма пулать вӗт».

  • Ҫакӑн пирки эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Мӑшӑрланманни те, мӑшӑрланни те — Иегова панӑ парнесем. Ҫемьеллисем те, ҫемье ҫавӑрманнисем те телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек пултӑр тесен Иеговӑн нормисене тытса тӑмалла.

Вӗреннине аса илни

  • Ҫын авланман е качча кайман пулсан, мӗнле майпа вӑл ҫавӑнпа тӗрӗс усӑ курма пултарать?

  • Мӗншӗн Библире Иеговӑн ӗҫлекенӗсемпе ҫеҫ мӑшӑрланмалла тенӗ?

  • Библире каланӑ тӑрӑх, уйрӑлма ирӗк паракан мӗнле пӗр сӑлтав ҫеҫ пур?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

«Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» ҫеҫ мӑшӑрланмалла тенине мӗнле ӑнланмалла?

«Вопросы читателей» («Сторожевая башня», 2004 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗ)

Ҫак икӗ видеоролик сире хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫлас тата мӑшӑрланас тенӗ чухне тӗрӗс йышӑну тума пулӑшӗ.

«Подготовка к браку» (11:54)

Мӗншӗн арҫын тӑван хӑйне Иегова мӗн пани хӑй мӗн хӑварнинчен чылай хаклӑрах тесе каланине пӗлӗр.

«Эпӗ вӑл чӑнлӑха йышӑнасса шанаттӑм» (1:56)

Уйрӑлма е уйрӑм пурӑнма шутличчен малтан мӗне шута илмелле?

«Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ хисепре пултӑр» («Хурал башни», 2018 ҫулхи декабрь)

a Мӑшӑрсенчен пӗри те аскӑн ӗҫ туман чухне вӗсем пӗр-пӗринчен уйрӑм пурӑнма пултараҫҫӗ-и? Ҫакӑн ҫинчен 4-мӗш Хыҫсӑмахра каланӑ.

b Хӑш-пӗр культурӑра ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисем валли мӑшӑрсем шыраҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен ачисен пулас мӑшӑрӗ укҫаллӑ пулнипе пулманни ҫине тата вӑл обществӑра мӗнле вырӑн йышӑнни ҫине пӑхмалла мар. Ун вырӑнне вӗсен вӑл Иеговӑна юратнипе юратманни ҫине пӑхмалла.

c Эсир ҫынпа мӑшӑрланмасӑр пӗрле пурӑнатӑр пулсан мӗн тумалла? Унран тухса каймалла-и е унпа мӑшӑрланмалла-и — ҫакна сирӗн хӑвӑрӑн шутласа хумалла.