Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

44-МӖШ УРОК

Пур уява та Турӑ ырлать-и?

Пур уява та Турӑ ырлать-и?

Иегова пире савӑнӑҫлӑ пурӑнтарасшӑн тата вӑл пирӗн пурнӑҫра вӑхӑтран вӑхӑта уявсем те пулччӑр тет. Анчах та вӑл пур уява та ырлать-и? Ҫак тӗлӗшрен эпир Иеговӑна юратнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

1. Мӗншӗн Иегова уявсенчен нумайӑшне ырламасть?

Сире, тен, уявсенчен нумайӑшӗ Библие хирӗҫлекен вӗрентӳсенчен е суя тӗнсенчен пуҫланса кайнине пӗлни тӗлӗнтерӗ те. Вӗсем демонизмпа е чун вилмест текен вӗрентӳпе ҫыхӑнма пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр уявсем вара тӗшмӗшпе е ҫыннӑн шӑпа пур текен вӗрентӳпе ҫыхӑннӑ (Исаия 65:11). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫапла калать: «Уйрӑлӑр вӗсенчен. Таса маррине ан сӗртӗнӗр» (2 Коринф 6:17) a.

2. Ҫынсене мухтакан уявсем пирки Иегова мӗн шутлать?

Иегова пире ҫынсем ҫине шанни хӑрушӑ пулма пултарать тесе асӑрхаттарать. (Иеремия 17:5 вулӑр.) Хӑш-пӗр уявсенче пуҫлӑхсене тата вӑрҫӑ паттӑрӗсене чыслаҫҫӗ. Теприсенче наци символӗсене, сӑмахран, ялава чыслаҫҫӗ е ҫав уявсене ҫӗршыв ирӗклӗх илнӗ ятпа ирттереҫҫӗ (1 Иоанн 5:21). Тата теприсенче политика тата общество организацийӗсене чыслаҫҫӗ. Эпир ҫынсене е организацисене чыслатпӑр пулсан — ҫитменнине тата, ҫав ҫынсемпе организацисем Иеговӑн тӗллевне хирӗҫлекен шухӑшсене сараҫҫӗ пулсан — Иегова мӗн туйнӑ пулӗччӗ?

3. Хамӑра мӗнле тытни уява пӑсма пултарать?

Библи ӗҫке ярӑнса, намӑссӑр ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерсе пурӑннине сивлет (1 Петр 4:3). Хӑш-пӗр чухне уявсенче ҫынсем хӑйсене йӗркесӗр тытаҫҫӗ тата аскӑнланаҫҫӗ. Малашне те Иеговӑн тусӗсем пулас тесен пирӗн хамӑра ҫавӑн пек тытмалла мар.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Уявсем тӗлӗшӗнчен Иеговӑна юрӑхлӑ йышӑнусем мӗнле тумаллине пӗлӗр.

4. Иеговӑна чыссӑрлатакан уявсене ан хутшӑнӑр

Эфес 5:10 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Уява паллӑ тумалла-и, паллӑ тумалла мар-и тесе шутланӑ чухне пирӗн мӗне шута илмелле?

  • Эсир пурӑнакан вырӑнта мӗнле уявсене паллӑ тума юратаҫҫӗ?

  • Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫав уявсене Иегова ырлать-ши?

Сӑмахран, ҫуралнӑ куна паллӑ туни ҫине Иегова мӗнле пӑхни ҫинчен эсир хӑҫан та пулин шухӑшласа пӑхнӑ-и? Библире Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫуралнӑ куна паллӑ туни ҫинчен ниҫта та каламан, анчах та унта Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем паллӑ тунӑ икӗ ҫуралнӑ кун ҫинчен каласа панӑ. Пултарни 40:20—22 тата Матфей 14:6—10 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ҫак икӗ ҫуралнӑ куна епле паллӑ тунинче мӗнле пӗрпеклӗхсем пур?

  • Библире каласа панӑ ҫак икӗ историе илес пулсан, сирӗн шутпа, ҫуралнӑ кунсене паллӑ тӑвасси ҫине Иегова мӗнле пӑхать?

Тен, эсир ҫапла шутлатӑр: «Эпӗ ҫуралнӑ куна паллӑ туни е Библие хирӗҫлекен ытти уявсене хутшӑнни Иеговӑшӑн чӑнах та пӗлтерӗшлӗ-и?» Тухни 32:1—8 вулӑр. Унтан ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Иегова пӗр-пӗр уява ырланипе ырламаннине пӗлмелле?

  • Ҫакна эпир мӗнле тума пултаратпӑр?

Турӑ пӗр-пӗр уява ырланипе ырламаннине мӗнле пӗлме пулать?

  • Уяв Библи вӗрентӗвӗсене хирӗҫлет-и? Ҫав уяв мӗнле пуҫланса кайнине пӗлӗр.

  • Уявра пӗр-пӗр ҫынна, организацие е наци символне чыслаҫҫӗ-и? Пирӗн пуринчен ытла Иеговӑна чысламалла тата вӑл кӑна тӗнчери пур йывӑрлӑха та татса парассине шанмалла.

  • Уявра тӑвакан ӗҫсем Библи нормисене хирӗҫлеҫҫӗ-и? Пирӗн нравственность енчен таса пулмалла.

5. Ыттисене хӑвӑр мӗне ӗненнине хисеплеме пулӑшӑр

Ыттисем сире Иегова ырламан уява хутшӑнма хистенӗ чухне вӗсене эпӗ ҫак уява паллӑ тумастӑп тесе калама йывӑр пулма пултарать. Хӑвӑр мӗн шутласа хунине тӳсӗмлӗн те хисеплӗн ӑнлантарса парӑр. Ҫакна мӗнле тумаллине кӑтартакан пӗр тӗслӗхе курас тесе ВИДЕО пӑхӑр.

Матфей 7:12 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, эсир Иеговӑна ӗненмен тӑван-хурӑнташусене сирӗн ку е ҫав уява паллӑ тумалла мар тесе калама пултаратӑр-и?

  • Эсир тӑван-хурӑнташусене, вӗсемпе пӗр-пӗр уява паллӑ тумастӑр пулин те, эпӗ сире юрататӑп тата хаклатӑп тесе мӗнле шантарма пултаратӑр?

6. Иегова пире телейлӗ тӑвасшӑн

Иегова пире вӑхӑта тӑван-хурӑнташсемпе тата туссемпе пӗрле ирттерни савӑнӑҫ патӑр тет. Екклесиаст 8:15 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иегова пире телейлӗ тӑвасшӑн пулнине ҫак сӑвӑ йӗрки мӗнле кӑтартса парать?

Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем телейлӗ пулччӑр тата вӑхӑта савӑнӑҫлӑн ирттерччӗр тет. Ҫакна пирӗн пӗтӗм тӗнчери конгрессем питӗ лайӑх кӑтартса параҫҫӗ. ВИДЕО пӑхӑр та ҫакӑ чӑннипех ҫапла пулнине курӑр.

Галати 6:10 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ыттисене ырӑ тӑвасси вӑл нумайӑшне килӗшекен уявсене паллӑ тӑвасси кӑна-и?

  • Сире мӗн телейлӗрех тӑвать: парнесене парнелеме кирлӗрен пани-и е парнелес килнӗрен пани-и?

  • Иегова Свидетелӗсенчен нумайӑшӗ хушӑран хӑйсен ачисем валли ятарлӑ уявсем туса параҫҫӗ те вӗсене кӗтмен ҫӗртен парнесем парнелеҫҫӗ. Сирӗн ачасем пур пулсан, эсир вӗсене мӗнле парне пама пултаратӑр?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Уяв мӗнле пуҫланса кайни кирлех мар. Чи кирли вӑл — тӑван-хурӑнташсемпе тата туссемпе тӗл пулса вӑхӑта пӗрле ирттерме май пурри».

  • Эсир ҫакӑн пирки мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Иегова пире вӑхӑта тӑван-хурӑнташсемпе тата туссемпе пӗрле ирттерни савӑнӑҫ патӑр тет. Анчах та вӑл пире хӑй ырламан уявсене ан хутшӑнӑр тет.

Вӗреннине аса илни

  • Иегова пӗр-пӗр уява ырланипе ырламаннине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр?

  • Эпир уявсене мӗншӗн паллӑ туманнине тӑван-хурӑнташсемпе туссене мӗнле ӑнлантарса пама пулать?

  • Иегова пире телейлӗ те савӑнӑҫлӑ тӑвасшӑн пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Ҫуралнӑ куна паллӑ тунине Иегова ырламасть тесе шутлатпӑр эпир. Ҫакна кӑтартакан тӑватӑ сӑлтава пӑхса тухӑр.

«Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем ҫуралнӑ куна паллӑ тумаҫҫӗ?» (интернет-статья)

Иеговӑна юратакан ачасем уявсем вӑхӑтӗнче Турра мӗнле савӑнтарма пултарнине пӑхӑр.

«Эсӗ Иеговӑшӑн питӗ хаклӑ» (11:35)

Миллион-миллион христианин Раштав уявне паллӑ тӑвас мар тенӗ. Мӗншӗн вӗсем ҫавӑн пек тума шут тытнӑ?

«Они нашли нечто лучшее» («Сторожевая башня», 2012 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗ)

a Ҫынсем пӗр-пӗр уява паллӑ тунӑ чухне ҫав уява хутшӑнас мар тесен мӗн тумаллине пӗлес тесе 5-мӗш Хыҫсӑмаха пӑхӑр.