Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

46-МӖШ УРОК

Мӗншӗн пирӗн хамӑр пурнӑҫа Турра халалламалла та шыва кӗмелле?

Мӗншӗн пирӗн хамӑр пурнӑҫа Турра халалламалла та шыва кӗмелле?

Хамӑра Иеговӑна халалланӑ чухне эпир кӗлӗре ӑна ҫеҫ пуҫҫапса пурӑнӑпӑр тесе тата унӑн ирӗкне тӑвасси пирӗн пурнӑҫра чи кирли пулать тесе сӑмах паратпӑр (Псалом 39:9). Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир шыва кӗретпӗр. Шыва кӗнипе эпир хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалланине ыттисене кӑтартатпӑр. Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама шут тытни вӑл эпир тума пултаракан йышӑнусенчен чи кирли. Ҫакна тума пире мӗн хавхалантармалла?

1. Ҫынна хӑйӗн пурнӑҫне Турра халаллама мӗн хавхалантарать?

Пире хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама юрату хавхалантарать (1 Иоанн 4:10, 19). Библире ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн Иегова Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа, пӗтӗм вӑй-халупа юрат» (Марк 12:30). Эпир Турра юратнине сӑмахпа ҫеҫ мар, ӗҫпе те кӑтартатпӑр. Сӑмахран, арҫынпа хӗрарӑм пӗр-пӗрне чӑннипех юратаҫҫӗ пулсан, вӗсем мӑшӑрланаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех эпир Иеговӑна чӑннипех юрататпӑр пулсан, эпир хамӑр пурнӑҫа ӑна халаллатпӑр та шыва кӗретпӗр.

2. Иегова хӑйӗн шыва кӗнӗ ӗҫлекенӗсем валли мӗн хатӗрлесе хунӑ?

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эсир Иеговӑн туслӑ ҫемйин ҫынни пулса тӑратӑр. Вара эсир хӑвӑр ҫинче унӑн юратӑвне туйса илетӗр тата унпа ытларах ҫывӑхланатӑр. (Малахия 3:16—18 вулӑр.) Унсӑр пуҫне, Иегова сирӗн Аҫу пулса тӑрӗ тата сирӗн пӗтӗм тӗнчипе Иеговӑна тата хӑвӑра юратакан тӑвансем пулӗҫ. (Марк 10:29, 30 вулӑр.) Паллах ӗнтӗ, шыва кӗрес умӗн сирӗн хӑш-пӗр утӑмсем тумалла. Сирӗн Иегова ҫинчен пӗлсе пымалла, ӑна юратма пуҫламалла тата унӑн Ывӑлне хытӑрах та хытӑрах ӗненме тытӑнмалла. Юлашкинчен, сирӗн хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалламалла. Эсир ҫак утӑмсене тунӑ хыҫҫӑн шыва кӗтӗр пулсан, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫул ҫине тӑратӑр. Турӑ Сӑмахӗнче «шыва кӗни пире ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пырать» тенӗ (1 Петр 3:21, Ҫӗнӗ Халал).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Мӗншӗн хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗни питӗ кирлӗ пулнине пӗлӗр.

3. Камшӑн ӗҫлесшӗн пулнине суйласа илӗр

Авалхи Израильте хӑш-пӗр ҫынсем Иеговӑна та, Ваал ятлӑ суя турра та пуҫҫапма пултаратпӑр тесе шутланӑ. Анчах та Иегова вӗсене тӳрлетес тесе хӑйӗн Илия пророкне янӑ. 3 Патшасен 18:21 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Израильтянсен мӗн суйласа илмелле пулнӑ?

Израильтянсем пекех, пирӗн те хамӑр камшӑн ӗҫлесшӗн пулнине суйласа илмелле. Лука 16:13 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн эпир пӗр харӑсах Иеговӑна тата кама та пулин е мӗне те пулин урӑххине пуҫҫапма пултараймастпӑр?

  • Эпир Иегова майлӑ тӑнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

4. Иегова хӑвӑра питӗ хытӑ юратни ҫинчен шухӑшлӑр

Иегова пире питӗ нумай хаклӑ парнесем панӑ. Эпир вара ӑна мӗн пама пултаратпӑр? ВИДЕО пӑхӑр.

Иегова сире хӑвӑра юратнине мӗнле кӑтартнӑ? Псалом 103:14, 15 тата 1 Иоанн 4:9, 10 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Эсир Иегова панӑ парнесемшӗн хӑшӗсемшӗн уйрӑмах пархатарлӑ?

  • Ҫав парнесем пирки шухӑшланӑ чухне сирӗн Иегова патне мӗнле туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ?

Эпир хамӑра чӑннипех килӗшекен парне илсен, пирӗн парне паракана тав тӑвас килет. Саккуна астутарни 16:17 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Эсир хӑвӑршӑн Иегова мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшланӑ чухне сирӗн уншӑн мӗн тӑвас килет?

5. Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалланӑшӑн эпир нихӑҫан та ӳкӗнмӗпӗр

Ҫынсенчен нумайӑшӗ чапа тухни, лайӑх карьера туни тата укҫа-тенкӗллӗ пулни хӑйсене телейлӗ тӑвать тесе шутлаҫҫӗ. Ку чӑнах та ҫапла-ши? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Мӗншӗн ҫак арҫын, футбола юратнӑ пулин те, футболист карьерине хӑварнӑ?

  • Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне футбола мар, Иеговӑна халаллама шут тытнӑ. Эсир мӗнле шутлатӑр, вӑл ҫапла тунипе тӗрӗс тунӑ-ши? Ӑнлантарса парӑр.

Павел апостолӑн христианин пулса тӑриччен ӑнӑҫлӑ карьера пулнӑ. Вӑл паллӑ учитель патӗнче иудейсен законне вӗреннӗ. Анчах вӑл христианин пулса тӑрас тесе ҫавсене пурне те хӑварма шут тытнӑ. Павел ҫавӑн пек тума шут тытнӑшӑн ӳкӗннӗ-и? Филиппӑ 3:8 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн Павел христианин пулса тӑриччен туса тӑнӑ ӗҫсене «ҫӳп-ҫап вырӑнне» хунӑ?

  • Ун вырӑнне вӑл мӗн илнӗ?

  • Сирӗн пурнӑҫа мӗн лайӑхрах тӑвӗ: Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни-и е урӑх ӗҫсене туса тӑни-и?

Павел христианин пулса тӑрас тесе нумай мӗн хӑварнӑ. Анчах та вӑл чылай нумайрах илнӗ

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Хамӑр пурнӑҫа Турра халаллама кирлех мар».

  • Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр? Мӗншӗн хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалламаллах?

ТӖП ШУХӐШ

Иеговӑна юратни пире хамӑр пурнӑҫа ӑна халаллама тата шыва кӗме хавхалантарать.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн Иеговӑна пирӗн пӗтӗм чӗререн юратмалла тата ӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла?

  • Иегова хӑйӗн шыва кӗнӗ ӗҫлекенӗсене мӗнле пиллет?

  • Сирӗн хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллас кӑмӑл пур-и?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Мӗншӗн оперӑра юрлакан хӗрарӑм тата спортсмен хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халаллама шут тытнӑ?

«Ҫамрӑксем ыйтаҫҫӗ. Хамӑн пурнӑҫа мӗне халалламалла? Унчченхине аса илни» (6:52)

Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама кирлине кӑтартакан ытти сӑлтавсене пӑхса тухӑр.

«Мӗншӗн пирӗн хамӑра Иеговӑна халалламалла?» («Хурал башни», 2010 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗ)

Хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халалланӑ ҫынсем мӗнле савӑнӑҫ илнине пӑхӑр.

«Хамӑн пурнӑҫа сана паратӑп» (4:30)

«Годами я спрашивала себя: „Для чего мы живём?“» текен статьяран пӗр хӗрарӑма пурнӑҫра мӗн чи кирли пулни ҫинчен шухӑшлама мӗн хавхалантарнине пӗлӗр.

«Библия меняет жизнь» («Сторожевая башня», 2012 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗ)