Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

50-МӖШ УРОК

Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла? (2-мӗш пайӗ)

Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла? (2-мӗш пайӗ)

Ачасем вӗсем — Иегова панӑ парне. Вӑл ашшӗ-амӑшӗнчен вӗсем ҫав парнене ҫепӗҫҫӗн упрасса кӗтет. Иегова ашшӗ-амӑшне ачисене пӑхса ӳстерме пулӑшас тесе канашсем парать. Вӑл ачасене те ҫемье телейлӗ пултӑр тесе вӗсем мӗн тума пултарни ҫинчен калать.

1. Иегова ашшӗ-амӑшне мӗн тума сӗнет?

Иегова ашшӗ-амӑшӗнчен вӗсем хӑйсен ачисене юратасса тата вӑхӑта вӗсем май ҫитнӗ таран ытларах ачисемпе пӗрле ирттерессе кӗтет. Ҫавӑн пекех вӑл ашшӗ-амӑшӗ ачисене тӗрлӗ хӑрушлӑхран хӳтӗлеччӗр тата Библири принципсем тӑрӑх пӑхса ӳстерччӗр тет (Ытарӑшсем 1:8). Вӑл ашшӗсене ҫапла калать: «Хӑвӑр ачӑрсене... Иегова каланӑ пек... вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр». (Эфес 6:4 вулӑр.) Ашшӗ-амӑшӗ ачисене пӑхса ӳстернӗ чухне Туррӑн канашӗсене тытса тӑрать пулсан тата вӗсем ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫне ыттисем ҫине тиемеҫҫӗ пулсан, ҫакӑ Иеговӑна савӑнтарать.

2. Иегова ачасене мӗн тума сӗнет?

Вӑл вӗсене ҫакна тума хушать: «Аҫӑр-аннӗре яланах итлӗр». (Колоссӑ 3:20 вулӑр.) Ачасем ашшӗ-амӑшне итлеҫҫӗ тата хисеплеҫҫӗ пулсан, ҫакӑ Иеговӑна та, ашшӗ-амӑшне те савӑнтарать (Ытарӑшсем 23:22—25). Иисус — ачасемшӗн питӗ лайӑх тӗслӗх. Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ, унӑн ашшӗпе амӑшӗн вара ҫитменлӗхсем пулнӑ. Ҫав-ҫавах вӑл вӗсене итленӗ тата хисепленӗ (Лука 2:51, 52).

3. Сирӗн ҫемье Турӑпа тата ытларах ҫывӑхланас тесе мӗн тума пултарать?

Сирӗн ачасем пур пулсан, эсир, паллах ӗнтӗ, вӗсем Иеговӑна хӑвӑр пекех питӗ хытӑ юратчӑр тетӗр. Ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Библире ҫапла каланӑ: «Вӗсене [Иеговӑн сӑмахӗсене] хӑвӑн ачусене вӗрент, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те... калаҫ» (Саккуна астутарни 6:7). Кунта «вӗрент» тени пӗр япаланах темиҫе хут каласа вӗрентмелле тенине пӗлтерет. Эсир асӑрханӑ пуль, ачасем мӗне те пулин астуса юлччӑр тесен, вӗсене ҫавӑн ҫинчен темиҫе хут калама тивет. Ҫак сӑвӑ йӗркинче каланӑ тӑрӑх, сирӗн хӑвӑр ачусене Иегова ҫинчен каласа парас тесе кашни майпа усӑ курма тӑрӑшмалла. Ҫемьепе пӗрле Библи вӗренме кашни эрнере вӑхӑт уйӑрӑр. Сирӗн ачасем ҫук пулсан, эсир хӑвӑр мӑшӑрпа кашни эрнере Турӑ Сӑмахне вӗренни сире пурпӗр усӑ парӗ.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Библири хӑш принципсем ҫемьене хӑрушлӑхсенчен сыхланма тата телейлӗ пулма пулӑшнине пӗлӗр.

4. Ачасене юратса пӑхса ӳстерӗр

Ачасене пӑхса ӳстересси — ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫав тӗлӗшрен Библи мӗнле пулӑшма пултарать? Иаков 1:19, 20 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Ашшӗ-амӑшӗсем ачисемпе калаҫнӑ чухне юратнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

  • Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗн хӑйсем тарӑхнӑ чухне ачисене наказани памалла мар? a

5. Ачусене хӳтӗлӗр

Хӑвӑр ачусене хӳтӗлес тесен сирӗн вӗсемпе кашнипе секс пирки калаҫмалла. Сире ҫакӑн пирки калаҫма аван мар пулин те, сирӗн пурпӗр ҫавна тумалла. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Мӗншӗн хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшне ачисемпе секс пирки калаҫма ҫӑмӑлах мар?

  • Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем ачисемпе секс пирки калаҫас тесе мӗн тӑваҫҫӗ?

Ҫак тӗнчери ҫынсем усаллансах, ирсӗрленсех пырӗҫ тесе Библире малтанах каласа хунӑ пулнӑ. 2 Тимофей 3:1, 13 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • 13-мӗш сӑвӑ йӗркинче каланӑ усал ҫынсем шутне ачасемпе ар ҫыхӑнӑвне кӗрекен ҫынсем, педофилсем, кӗреҫҫӗ. Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗн хӑйсен ачисене секс пирки тӗрӗссине вӗрентмелле тата вӗсене ҫавӑн пек ирсӗр ҫынсенчен, педофилсенчен, мӗнле хӳтӗленмелли ҫинчен каламалла?

Эсир пӗлетӗр-и?

Иегова Свидетелӗсем ашшӗ-амӑшне ачисемпе секс ҫинчен калаҫма пулӑшакан тата ачисене педофилсенчен мӗнле хӳтӗленмелли ҫинчен калакан нумай публикаци кӑларнӑ. Сӑмахран:

6. Аҫу-аннӳне хисеплӗр

Ачасемпе яш-хӗрсен хӑйсен ашшӗ-амӑшӗпе хисеплӗн калаҫмалла. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Мӗншӗн ҫамрӑксен ашшӗ-амӑшӗпе хисеплӗн калаҫмалла?

  • Ҫамрӑксем ашшӗ-амӑшӗпе калаҫнӑ чухне вӗсене хисепленине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

Ытарӑшсем 1:8 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ачан е ҫамрӑкӑн, ашшӗ-амӑшӗ ӑна мӗн-мӗн тумаллине каланӑ чухне, хӑйне мӗнле тытмалла?

7. Пӗтӗм ҫемьепе Иеговӑна пуҫҫапӑр

Иегова Свидетелӗсен ҫемйисем Иеговӑна пӗрле пуҫҫапма кашни эрнере вӑхӑт уйӑраҫҫӗ. Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне эсир мӗн-мӗн пӑхса тухма пултаратӑр? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни тӑтӑшах ирттӗр тесе ҫемье мӗн тума пултарать?

  • Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни усӑллӑ та интереслӗ пултӑр тесе ашшӗ-амӑшӗ мӗн тума пултарать? (Урок пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

  • Сирӗн ҫемьене пӗрле пухӑнса Библи вӗренме мӗн чӑрмантарма пултарать?

Иегова авалхи Израильти ҫемьесенчен вӗсем пӗрле пухӑнса Сӑваплӑ Ҫырӑва сӳтсе явасса кӗтнӗ. Саккуна астутарни 6:6, 7 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Библири ҫак принципа эсир хӑвӑр ҫемьере мӗнле тытса тӑма пултаратӑр?

Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнине ирттерме пулӑшакан сӗнӳсем:

  • Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пӗрле хатӗрленӗр.

  • Сирӗн ҫемьене интереслӗ пулма пултаракан Библири вырӑнсене вуласа тухса сӳтсе явӑр.

  • Сирӗн пӗчӗк ачасем пур пулсан, jw.org сайтран ачасем валли заданисем уҫласа илӗр те вӗсене пичетлӗр.

  • Сирӗн аслӑрах ачасем пур пулсан, вӗсемпе пӗрле jw.org сайтра ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ статьяна пӑхса тухӑр.

  • Библире каланӑ пӗр-пӗр историе ачасемпе пӗрле выльӑр.

  • Пӗрле jw.org сайтра пӗр-пӗр видео пӑхӑр та ӑна сӳтсе явӑр.

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Ачасене Библие ӑнланма шутсӑр йывӑр».

  • Ҫакӑн пирки эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Иегова ашшӗ-амӑшӗнчен вӗсем хӑйсен ачисене юратасса, вӗрентессе тата хӳтӗлессе кӗтет; ачисенчен хӑйсен ашшӗ-амӑшне хисеплессе тата итлессе, ашшӗ-амӑшӗпе ачисенчен вара вӗсем хӑйне пӗрле пуҫҫапасса кӗтет.

Вӗреннине аса илни

  • Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене вӗрентес тата хӳтӗлес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

  • Ачисем ашшӗ-амӑшне хисепленине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

  • Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнине кашни эрнере ирттерни мӗнле усӑ парать?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Ачасене пурӑнма вӗрентес тесе мӗн тума пулать?

«Шесть качеств, необходимых ребёнку» («Пробудитесь!», 2019 ҫулхи 2 №)

Ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшне пӑхакансене Библи мӗнле канашсем панине пӗлӗр.

«Ватӑ атте-аннене пӑхасси пирки Библире мӗн каланӑ?» (интернет-статья)

Пӗр арҫын, ачасене мӗнле пӑхса ӳстермеллине пӗлменскер, мӗнле майпа ачисемшӗн лайӑх ашшӗ пулса тӑнине пӗлӗр.

«Иегова пире ачасене пӑхса ӳстерме вӗрентрӗ» (5:58)

Ашшӗсем хӑйсен ывӑлӗсемпе ҫывӑхланас тесе мӗн тума пултарнине пӑхса тухӑр.

«Как отцам сохранять близкие отношения с сыновьями?» («Сторожевая башня», 2011 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗ)

a Библире каланӑ тӑрӑх, ачасене пӑхса ӳстересси шутне пӗлӳ пани, ӑса вӗрентни, тӳрлетни тата наказани пани кӗрет. Ҫакӑ хаяррӑн тытмалла тата намӑслантармалла тенине пӗлтермест (Ытарӑшсем 4:1).