Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

51-МӖШ УРОК

Иеговӑна хӑвӑр мӗн тата мӗнле каланипе савӑнтарӑр

Иеговӑна хӑвӑр мӗн тата мӗнле каланипе савӑнтарӑр

Иегова пире тӗлӗнмелле парне панӑ — эпир калаҫма пултаратпӑр. Эпир ҫав парнепе мӗнле усӑ курни уншӑн пурпӗрех-ши? Ҫук, пурпӗрех мар! (Иаков 1:26 вулӑр.) Ҫавӑнпа та эпир мӗн калани тата мӗнле калаҫни Иеговӑна савӑнтартӑр тесе мӗн тума пултаратпӑр?

1. Иегова панӑ парнепе пирӗн мӗнле усӑ курмалла?

Библи пире ҫакна тума ӳкӗтлет: «Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр тата ҫирӗплетӗр» (1 Фессалоника 5:11, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару). Хӑвӑр паллакан ҫынсенчен кама хавхалантармалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Унӑн кӑмӑлне ҫӗклес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Ӑна эсир сана питӗ хаклатӑп тесе шантарӑр. Сӑмахран, ӑна хӑвӑра унра уйрӑмах мӗн килӗшни ҫинчен калӑр. Ӑна хавхалантарма пултаракан Библири сӑвӑ йӗрки ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ҫавӑн пек сӑвӑ йӗркисем Библире нумай. Ҫакна та асра тытӑр: эсир мӗн калани ҫеҫ мар, эсир мӗнле калани те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа та яланах ыррӑн та йӑвашшӑн калаҫма тӑрӑшӑр (Ытарӑшсем 15:1).

2. Пирӗн мӗнле калаҫмалла мар?

Библире ҫапла каланӑ: «Сирӗн ҫӑвартан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр». (Эфес 4:29 вулӑр.) Ҫавӑнпа эпир усал сӑмахсем каламастпӑр, йӗплесе, тиркесе, тӳрккессӗн тата хаяррӑн калаҫмастпӑр, ҫавӑн пекех ыттисене кӳрентерекен сӑмахсем каламастпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир элек сарса ҫӳреместпӗр. (Ытарӑшсем 16:28 вулӑр.)

3. Эпир хамӑр сӑмахсемпе ыттисене мӗнле хавхалантарма пултаратпӑр?

Эпир калакан сӑмахсем час-часах пирӗн шухӑшсемпе туйӑмсене кӑтартса параҫҫӗ (Лука 6:45). Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑра лайӑххи ҫинчен шухӑшлама — «мӗн Турӑ умӗнче тӗрӗс, мӗн таса, мӗн юратма хавхалантарать, мӗн пирки ырласа калаҫаҫҫӗ», ҫавӑн ҫинчен шухӑшлама вӗрентмелле (Филиппӑ 4:8). Апла пулсан, вӑйӑ-кулӑ тата туссене суйлас тӗлӗшрен пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла (Ытарӑшсем 13:21). Ҫавӑн пекех пирӗн мӗн те пулин калас умӗн мӗн каламалли тата мӗнле каламалли ҫинчен, пирӗн сӑмахсем ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Библире ҫапла каланӑ: «Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын хӗҫпе каснӑ пек амантать, ӑслӑ ҫыннӑн чӗлхи — сиплет» (Ытарӑшсем 12:18).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Пирӗн сӑмахсем Иеговӑна савӑнтарччӑр тата ыттисене хавхалантарччӑр тесе эпир мӗн тума пултарнине пӗлӗр.

4. Хӑвӑрӑн чӗлхӳ-ҫӑварна тытса чарма пӗлӗр

Эпир пурте хӑш-пӗр чухне мӗн те пулин каласа хуратпӑр та кайран ҫавӑншӑн ӳкӗнетпӗр (Иаков 3:2). Галати 5:22, 23 вулӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр:

  • Хӑвӑрӑн чӗлхӳ-ҫӑварна тытса чарма пулӑшакан хӑш лайӑх ен ҫинчен эсир кӗлтунӑ пулӑттӑр? Ҫак лайӑх енсем сире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

1 Коринф 15:33 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Эсир суйласа илнӗ вӑйӑ-кулӑ тата сирӗн туссем эсир мӗн калани тата епле калаҫни ҫине мӗнле витӗм кӳме пултараҫҫӗ?

Екклесиаст 3:1, 7 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Хӑҫан шарламасӑр тӑрсан, хӑҫан калаҫсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ?

5. Ыттисем ҫинчен лайӑххине калӑр

Ыттисене кӳрентерекен сӑмахсем каласран мӗнле сыхланмалла? ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Мӗншӗн видеора кӑтартнӑ арҫын тӑван ыттисем ҫинчен хӑй мӗнле калаҫнине улӑштарма шут тытнӑ?

  • Ҫавна тӑвас тесе вӑл мӗн тунӑ?

Екклесиаст 7:16 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ыттисем пирки япӑххине калас шухӑш ҫуралсан, пирӗн мӗне асра тытмалла?

Екклесиаст 7:21, 22 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Кам та пулин сире хурлать пулсан, ҫак сӑвӑ йӗркинчи шухӑшсем сире кӳренессинчен сыхланма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

6. Хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннусемпе калаҫнӑ чухне ырӑ пулӑр

Иегова пире хамӑр ҫемьери ҫынсемпе ыррӑн калаҫма ыйтать. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Хӑвӑр ҫемьери ҫынсемпе ыррӑн калаҫма сире мӗн пулӑшӗ?

Эфес 4:31, 32 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Хамӑр ҫемьери ҫынсем эпир вӗсене юратнине тата хакланине туйччӑр тесе, эпир вӗсемпе мӗнле калаҫма пултаратпӑр?

Иегова хӑйӗн Ывӑлне, Иисуса, юратни пирки уҫҫӑн каланӑ. Матфей 17:5 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Эсир хӑвӑр ҫемьери ҫынсене мӗн калас тата вӗсемпе мӗнле калаҫас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх мӗнле илме пултаратӑр?

Ыттисене мухтама майсем шырӑр

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Эпӗ мӗн шутлатӑп, ҫавна калатӑп. Эпӗ мӗн калани ыттисене килӗшмест пулсан, ан итлеччӗр мана».

  • Эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и? Мӗншӗн килӗшнипе килӗшменнине ӑнлантарса парӑр.

ТӖП ШУХӐШ

Эпир каланӑ сӑмахсем ҫынсене пулӑшма е сиен кӳме пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн мӗн, хӑҫан тата мӗнле каламалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшламалла.

Вӗреннине аса илни

  • Эпир ҫынна сӑмахпа мӗнле пулӑшма тата хавхалантарма пултаратпӑр? Тӗслӗхсем илсе парӑр.

  • Эсир мӗнле сӑмахсемпе калаҫасшӑн мар тата мӗнле калаҫассинчен сыхланасшӑн?

  • Сире яланах ыррӑн тата лайӑххи ҫинчен калаҫма мӗн пулӑшӗ?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Пире лайӑххи ҫинчен калаҫма мӗн пулӑшма пултарать?

«Развивайте „язык мудрых“» (8:04)

Усал сӑмахпа калаҫасран сыхланма мӗн пулӑшма пултарнине пӗлӗр.

«Усал сӑмах калани чӑнах та япӑх-и?» (интернет-статья)

Калаҫура сӑмах сарма пуҫлас мар тесе мӗн тума пулать?

«Сӑмах сарса ҫӳрес мар тесе эпӗ мӗн тума пултаратӑп?» (2:36)

Иегова пӗр арҫынна усал сӑмахсем калама пӑрахма мӗнле пулӑшнине пӗлӗр.

«Я начал всерьёз задумываться, для чего я живу» («Сторожевая башня», 2013 ҫулхи августӑн 1-мӗшӗ)