Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

57-МӖШ УРОК

Эсир йывӑр ҫылӑх турӑр пулсан, сирӗн мӗн тумалла?

Эсир йывӑр ҫылӑх турӑр пулсан, сирӗн мӗн тумалла?

Эсир Иеговӑна питӗ хытӑ юрататӑр пулсан та, ӑна кӳрентерме пултаракан ӗҫсенчен пӑрӑнма тӑрӑшатӑр пулсан та, вӑхӑтран вӑхӑта эсир йӑнӑшсем тӑватӑрах. Анчах та хӑш-пӗр ҫылӑхсем теприсенчен йывӑртарах (1 Коринф 6:9, 10). Эсир йывӑр ҫылӑх турӑр пулсан, ҫакна асра тытӑр: Иегова сире юратма пӑрахман. Вӑл сире питӗ каҫарасшӑн тата пулӑшасшӑн.

1. Иегова пире каҫартӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

Иеговӑна юратакансем йывӑр ҫылӑх тунине ӑнланса илсен питӗ хытӑ ӳкӗнеҫҫӗ. Анчах та вӗсене Иегова хӑйӗн халӑхне каланӑ ҫак сӑмахсем йӑпатаҫҫӗ: «Ҫылӑхӑрсем хӗп-хӗрлӗ пулсассӑн — юр пек шуратӑп» (Исаия 1:18). Эпир чун-чӗререн ӳкӗнетпӗр пулсан, Иегова пире пӗтӗмпех каҫарать. Эпир мӗнле ӳкӗнме пултаратпӑр? Хамӑр тунӑ ҫылӑхшӑн питӗ хытӑ ӳкӗннӗрен эпир япӑххине тума пӑрахатпӑр тата Иеговӑран каҫару ыйтатпӑр. Унсӑр пуҫне, пирӗн ҫылӑх патне илсе пынӑ шухӑшсемпе йӑласене улӑштармалла тата Иеговӑн таса нормисем тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшмалла. (Исаия 55:6, 7 вулӑр.)

2. Иегова старейшинӑсем урлӑ мӗнле пулӑшать?

Кам та пулин ҫылӑх турӗ пулсан, Иегова ҫав ҫынна пухури старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма хавхалантарать. (Иаков 5:14, 15 вулӑр.) Старейшинӑсем Иеговӑна тата уншӑн ӗҫлесе тӑракансене юратаҫҫӗ. Вӗсене пире пулӑшма вӗрентнӗ, ҫавӑнпа та эпир, вӗсем пулӑшнине пула, хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене каллех майлаштарса яма пултаратпӑр (Галати 6:1).

Эпир йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, старейшинӑсем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Икӗ е виҫӗ старейшина Библипе усӑ курса эпир мӗн туни мӗншӗн тӗрӗс мар пулнине кӑтартса парӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем пире каллех ҫылӑха кӗресрен сыхланма пулӑшас тесе канашсем парӗҫ. Старейшинӑсем пире, пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем каллех ҫирӗп пуличчен, христиансем тӑвакан хӑш-пӗр ӗҫсене тума чарма пултарӗҫ. Ҫын йывӑр ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн ӳкӗнмест пулсан, старейшинӑсем ӑна, вӑл пуху ҫине япӑх витӗм ан кӳтӗр тесе, пухуран кӑларса яраҫҫӗ.

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Кам йывӑр ҫылӑх тунӑ, ҫавсене Иегова мӗнле пулӑшни ҫинчен нумайрах пӗлӗр. Вара эсир унӑн пулӑшӑвне тата ытларах хаклама пуҫлатӑр.

3. Ҫылӑх туни ҫинчен каласа пани Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене майлаштарса яма пулӑшать

Эпир тунӑ кирек мӗнле ҫылӑх та Иеговӑна хирӗҫ тунӑ ҫылӑх пулать. Псалом 31:1—5 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн хамӑр тунӑ ҫылӑха пытарса тӑрас вырӑнне ун ҫинчен Иеговӑна каласа памалла?

Эпир хамӑр тунӑ ҫылӑх ҫинчен Иеговӑна ҫеҫ мар, старейшинӑсене те каласа парсан, хамӑра лайӑхрах туйма пуҫлӑпӑр. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Старейшинӑсем ҫав арҫын тӑвана Иегова патне таврӑнма мӗнле пулӑшрӗҫ?

Старейшинӑсене пирӗн ним пытармасӑр пурне те каласа памалла. Вӗсене пире пулӑшма лартнӑ. Иаков 5:16 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Эпир ним пытармасӑр каласа парсан, мӗншӗн старейшинӑсене пире пулӑшма ҫӑмӑлрах пулать?

Хӑвӑр тунӑ ҫылӑх ҫинчен Иеговӑна тата старейшинӑсене каласа парӑр, унтан вара Иегова паракан пулӑшӑва йышӑнӑр

4. Пухуран кӑларса яни мӗнле усӑ парать?

Йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫын тек Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнасшӑн мар пулсан, вӑл Турӑ халӑхӗн ҫынни пулма пултараймасть. Ӑна пухуран кӑларса яраҫҫӗ. Унпа нимле ҫыхӑну та тытмаҫҫӗ, калаҫмаҫҫӗ те. 1 Коринф 5:6, 11 тата 2 Иоанн 9—11 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Сахал кӑвас чусти пӗтӗм чустана йӳҫӗтсе янӑ пекех, мӗнле майпа ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнмен ҫын пӗтӗм пуху ҫине япӑх витӗм кӳме пултарать?

Пухуран кӑларса янисенчен нумайӑшӗ каярахпа каялла таврӑннӑ. Пухуран кӑларса яни чуна ыраттарать пулин те, ҫакӑ пухуран кӑларса янисене тӑна кӗме тата хӑйсем йывӑр ҫылӑх тунине ӑнланса илме пулӑшать (Псалом 140:5). ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Пухуран кӑларса яни хӗрарӑм тӑвана мӗнле пулӑшнӑ?

Пухуран кӑларса яни:

  • мӗнле майпа Иеговӑн ятне чыссӑрлатасран хӳтӗлет?

  • Иегова тӗрӗслӗхе тытса тӑракан тата юратакан Турӑ пулнине мӗнле кӑтартса парать?

5. Эпир ӳкӗнетпӗр пулсан, Иегова пире каҫарать

Ҫын ӳкӗннӗ чухне Иегова мӗн туйнине ӑнланма пулӑшас тесе Иисус пире пӗр тӗслӗх илсе панӑ. Лука 15:1—7 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫак тӗслӗх сире Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?

Иезекииль 33:11 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫын чун-чӗререн ӳкӗннине мӗнрен пӗлме пулать?

Кӗтӳҫӗ пекех, Иегова хӑйӗн сурӑхӗсемшӗн питӗ тӑрӑшать

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Эпӗ хам тунӑ ҫылӑх ҫинчен старейшинӑсене каласа парсан, хама пухуран кӑларса ярасран хӑратӑп».

  • Ҫавӑн пек ҫынна эсир мӗн каланӑ пулӑттӑр?

ТӖП ШУХӐШ

Эпир йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, анчах чун-чӗререн ӳкӗнтӗмӗр пулсан тата япӑххине тума пӑрахма ҫирӗп шут тытрӑмӑр пулсан, Иегова пире каҫарать.

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн хамӑр тунӑ ҫылӑх ҫинчен Иеговӑна каласа памалла?

  • Иегова пире каҫартӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

  • Эпир йывӑр ҫылӑх турӑмӑр пулсан, мӗншӗн пирӗн старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтмалла?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Пӗр арҫын Исаия 1:18-мӗшӗнче Иеговӑн хӗрхенӗвӗ ҫинчен мӗн каланине хӑйӗн ҫинче мӗнле туйса илнине пӑхӑр.

«Ан иккӗленӗр: Иегова хӗрхенекен Турӑ» (5:02)

Кама та пулин мӗншӗн пухуран кӑларса яни пирки Свидетель пулман ҫынна мӗнле ӑнлантарса пама пулать?

«Иегова Свидетелӗсем унччен хӑйсен тӗнне тытса тӑнӑ ҫынсенчен пӑрӑнаҫҫӗ-и?» (интернет-статья)

«Я решил вернуться к Иегове» ятлӑ статьяна вулӑр та пӗр арҫынна пухӑва таврӑнма мӗн пулӑшни ҫинчен пӗлӗр.

«Библия меняет жизнь» («Сторожевая башня», 2012 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗ)