Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

59-МӖШ УРОК

Эсир ыттисем хӑвӑра хӗсӗрленине чӑтса ирттерме пултаратӑр

Эсир ыттисем хӑвӑра хӗсӗрленине чӑтса ирттерме пултаратӑр

Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарас тесе ҫынсем, халӗ-и е каярахпа, пире хирӗҫ тӑрӗҫ е хӗсӗрлӗҫ те. Ҫакӑ пире хӑратмалла-и?

1. Мӗншӗн хӗсӗрлессипе эпир тӗл пулатпӑрах?

Библире ҫапла каланӑ: «Христос Иисуса ӗненсе, тӳрӗ пурӑнас теекенсене пурне те... хӗсӗрлӗҫ» (2 Тимофей 3:12). Иисуса хӗсӗрленӗ, мӗншӗн тесен вӑл Шуйттан тӗнчин пайӗ пулман. Эпир те тӗнченӗн пайӗ мар, ҫавӑнпа та ҫак тӗнчери пуҫлӑхсемпе тӗн организацийӗсем пире хӗсӗрленинчен эпир тӗлӗнместпӗр (Иоанн 15:18, 19).

2. Хӗсӗрленине чӑтса ирттерме эпир мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр?

Пирӗн халех Иеговӑна шанма вӗренмелле. Кашни кун кӗлтума тата Библи вулама вӑхӑт уйӑрӑр. Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшӑр. Ҫак ӗҫсене туни сире ыттисем хӗсӗрленине, ҫав шутрах ҫемьери ҫынсем хӗсӗрленине те, чӑтса ирттерме вӑй парӗ. Павел апостола час-часах хӗсӗрленӗ, ҫав-ҫавах вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа мана пулӑшать — эпӗ хӑрамӑп» (Еврейсем 13:6).

Ырӑ хыпара тӑтӑшах сарни те пире хӑюллӑрах пулма пулӑшать. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир Иеговӑна шанма вӗренетпӗр тата ҫынсенчен хӑрама пӑрахса пыратпӑр (Ытарӑшсем 29:25). Эпир халех ырӑ хыпар сарса хӑюллӑ пулма вӗренсе пыратпӑр пулсан, вара влаҫсем пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартсан та, ырӑ хыпар сарма пӑрахмӑпӑр (1 Фессалоника 2:2).

3. Ыттисем хӗсӗрленӗ чухне Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлни пире мӗнле усӑ парать?

Ыттисем пире хӗсӗрлени, паллах ӗнтӗ, пире килӗшмест, анчах та хӗсӗрленине чӑтса ирттерни пирӗн ӗненӗве ҫирӗпрех тӑвать. Чӑтса ирттерме пӗр вӑй та тӑрса юлман чухне эпир яланах Иеговӑн пулӑшӑвне туятпӑр, ҫавна пула эпир Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланатпӑр. (Иаков 1:2—4 вулӑр.) Эпир асапланни Иеговӑна питӗ хытӑ хурлантарать, анчах та эпир ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлни ӑна питӗ савӑнтарать. Библире ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр ырӑ тусассӑн та хӗн курса тӳсетӗр пулсассӑн, ҫакӑ вӑл Турра кӑмӑллӑ» (1 Петр 2:20). Иегова хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлакансене пурне те ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парӗ. Унта вара вӗсене никам та хӗсӗрлемӗ (Матфей 24:13).

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Хӗсӗрленине пӑхмасӑрах Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен мӗн тумаллине тата Иегова хӑйне чунтан парӑннисене мӗнле пиллессине пӗлӗр.

4. Эсир ҫемье хирӗҫ тӑнине чӑтса ирттерме пултаратӑр

Иисус каланӑ тӑрӑх, пирӗн тӑван-хурӑнташсем пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарас тесе пире хирӗҫ тӑма пултарӗҫ. Матфей 10:34—36 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Кам та пулин Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытрӗ пулсан, унӑн ҫемйинчи ҫынсем ҫавӑн пек чухне хӑйсене мӗнле тытма пултараҫҫӗ?

Акӑ пурнӑҫра пулнӑ пӗр тӗслӗх. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Сирӗн тӑван-хурӑнташу е тусу сире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарасшӑн пулсан, эсир вара хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр?

Псалом 26:10 тата Марк 10:29, 30 вулӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркисене кашнине вуланӑ хыҫҫӑн ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Сире тӑван-хурӑнташусем е тусусем хирӗҫ тӑраҫҫӗ пулсан, ҫакӑнта мӗн тума сӑмах пани сире мӗнле пулӑшӗ?

5. Хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрӑр

Ыттисем пире Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма чарасшӑн пулнӑ чухне пире хӑюлӑх кирлӗ пулӗ. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Ҫак видеора кӑтартнӑ тӗслӗхсем сире хӑюллӑ пулма мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

Апостолсен ӗҫӗсем 5:27—29 тата Еврейсем 10:24, 25 вулӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркисене кашнине вуланӑ хыҫҫӑн ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Пире влаҫра ларакан ҫынсем ырӑ хыпар сарма тата пӗрле пухӑнма чараҫҫӗ пулсан, мӗншӗн пирӗн пурпӗр Иеговӑна пуҫҫапма пӑрахмалла мар?

6. Иегова пире пурне те чӑтса ирттерме пулӑшӗ

Пӗтӗм тӗнчипе Иегова Свидетелӗсем — ҫамрӑккисем те, ваттисем те — хӗсӗрленине пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Вӗсене мӗн пулӑшнине пӗлес тесе ВИДЕО пӑхӑр. Унтан ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Видеора кӑтартнӑ Свидетельсене Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн пулӑшнӑ?

Рим 8:35, 37—39 тата Филиппӑ 4:13 вулӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркисене кашнине вуланӑ хыҫҫӑн ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Ҫак сӑвӑ йӗрки эсир кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултаратӑр тесе сире мӗнле шантарать?

Матфей 5:10—12 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Мӗншӗн эсир ыттисем хӑвӑра хӗсӗрленӗ чухне те телейлӗ пулма пултаратӑр?

Миллион-миллион Иегова Свидетелӗ ыттисем хӑйсене хӗсӗрленине пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑрать. Эсир те ҫавна тума пултаратӑр!

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ҪАПЛА КАЛАМА ПУЛТАРАҪҪӖ: «Хӗсӗрленине эпӗ чӑтса ирттерме пултараймастӑп».

  • Ҫавӑн пек ҫынсене Библири хӑш сӑвӑ йӗрки хӑюллӑрах пулма пулӑшнӑ пулӗччӗ?

ТӖП ШУХӐШ

Хӗсӗрленине пӑхмасӑрах эпир Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан, ҫакна вӑл питӗ хаклать. Вӑл пулӑшнипе эпир пурне те чӑтса ирттерме пултаратпӑр!

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн христиансене хӑйсене ыттисем хӗсӗрлени тӗлӗнтермест?

  • Хӗсӗрлессине эсир халех мӗнле хатӗрленме пултаратӑр?

  • Кирек мӗнле йывӑрлӑха пӑхмасӑрах эсир Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑма пултаратӑр. Мӗншӗн эсир ҫакна шанма пултаратӑр?

Манӑн тӗллевсем

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Ҫак видеора ҫамрӑк арҫын тӑван нейтралитет тытса тӑнӑшӑн тӗрмере ларнӑ чухне хӑйне Иегова мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа парать.

«Хӗсӗрленине пӑхмасӑрах чӑтӑмлӑ пулатпӑр» (2:34)

Пӗр мӑшӑра, хӗсӗрленине пӑхмасӑрах, Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма мӗн пулӑшнине пӑхӑр.

«Служим Иегове во времена перемен» (7:11)

Хӑвӑра хӗсӗрленӗ чухне хӑюллӑ пулас тесен мӗн тумаллине пӗлӗр.

«Хӗсӗрленипе тӗл пулма халех хатӗрленӗр» («Хурал башни», 2019 ҫулхи июль)

Тӑван-хурӑнташсем хирӗҫ тӑни ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла тата вӗсемпе мирлӗ пулас тесен, ҫав вӑхӑтрах Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен мӗн тумалла?

«Чӑнлӑх канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳрет» («Хурал башни», 2017 ҫулхи октябрь)