Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

60-МӖШ УРОК

Малалла та Иеговӑпа ҫывӑхланса пырӑр

Малалла та Иеговӑпа ҫывӑхланса пырӑр

Библи вӗренмелли ҫак курсра эсир Иегова ҫинчен нумай мӗн пӗлтӗр. Ҫак пӗлӳсене пула эсир ӑна питӗ хытӑ юратма пуҫланӑран, тен, хӑвӑр пурнӑҫа ӑна халалларӑр та шыва кӗтӗр. Ҫук пулсан, эсир кӗҫех ҫакна тума шутлатӑр пуль. Анчах эсир шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма пӑрахмастӑр. Эсир Иеговӑпа ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ҫывӑхланса пыма пултаратӑр.

1. Мӗншӗн пирӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха малашне те ҫирӗплетсе тӑмалла?

Пирӗн Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха малашне те ҫирӗплетсе тӑмалла. Мӗншӗн? «Чӗрӗ Турӑран уйӑрӑлса» каяс мар тесен ҫавна тумалла (Еврейсем 3:12). Пире Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма мӗн пулӑшӗ? Пирӗн яланах ырӑ хыпар сарма тӑрӑшмалла тата Турӑшӑн туллин ӗҫлеме пулӑшакан майсене шырамалла. (Филиппӑ 3:16 вулӑр.) Иеговӑшӑн ӗҫлесси вӑл — чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ! (Псалом 83:11).

2. Пирӗн тата мӗн тумалла?

Библи вӗренмелли ҫак курс вӗҫленсе пырать, анчах та ҫакӑнпа эсир христиансем пек пурӑнма пӑрахмастӑр. Библире каланӑ тӑрӑх, пирӗн «ҫӗнӗ ҫын пулмалла» (Эфес 4:23, 24). Хӑвӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче эсир Иегова ҫинчен тата унӑн лайӑх енӗсем ҫинчен мӗн те пулин ҫӗннине пӗлсе пыма пуҫлатӑр. Унран тӗслӗх илсе ытларах та ытларах ун евӗрлӗ пулса пыма тӑрӑшӑр. Иеговӑна савӑнтарас тесе улшӑнусем тума хатӗр пулӑр.

3. Иегова сире мӗнле пулӑшса тӑрӗ?

Библире ҫапла каланӑ: «Турӑ сире... Хӑех пӗтӗмпе ырӑ туса ҫитерӗ, тӗреклӗлентерӗ, хӑватлӑлантарӗ, ҫирӗп тӑвӗ» (1 Петр 5:10). Пирӗн пурин те илӗртӳсем пулаҫҫех. Анчах та ҫав илӗртӳсене сирсе яма пире мӗн кирлӗ пулӗ, ҫавсене пурне те Иегова пире парӗ (Псалом 138:23, 24). Вӑл пире хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма кӑмӑл та, вӑй та пама сӑмах парать. (Филиппӑ 2:13 вулӑр.)

НУМАЙРАХ ПӖЛӖР

Иеговӑпа малалла та ҫывӑхланса пырас тесе эсир мӗн тума пултарнине тата Иегова сире мӗнле пиллессине пӗлӗр.

4. Хӑвӑрӑн чи лайӑх Тусупа хутшӑнӑр

Кӗлтуни тата Библи вӗренни сире Иеговӑн тусӗ пулса тӑма пулӑшрӗ. Ҫак ӗҫсем сире унпа тата ытларах ҫывӑхланма мӗнле пулӑшӗҫ?

Псалом 61:9 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетес тесе эсир хӑвӑр кӗлӗсен пахалӑхне мӗнле лайӑхлатма пултаратӑр?

Псалом 1:2 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Библи вӗренни нумайрах усӑ патӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

Хамӑр тӗллӗн Библи вӗренни пире нумайрах усӑ патӑр тесе мӗн тума пулать? Ҫакна мӗнле тумаллине кӑтартакан темиҫе канаш пӗлес тесе ВИДЕО пӑхӑр. Унтан ҫак ыйтусене сӳтсе явӑр.

  • Ҫак канашсенчен хӑшӗнпе эсир усӑ курса пӑхасшӑн?

  • Хӑш темӑсене эсир тарӑнрах тӗпчесе пӑхасшӑн?

5. Иеговӑшӑн ытларах та лайӑхрах ӗҫлеме пулӑшакан тӗллевсем лартӑр

Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче тӗллевсем лартни Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланса пыма пулӑшать. ВИДЕО пӑхӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр.

  • Видеора кӑтартнӑ хӗре сӑваплӑ ӗҫре тӗллевсем лартни мӗнле усӑ панӑ?

Урӑх ҫӗршыва ырӑ хыпар сарма пурте куҫса кайма пултараймаҫҫӗ. Анчах та эпир пурте хамӑр пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем лартма пултаратпӑр. Ытарӑшсем 21:5 вулӑр та эсир хӑвӑр ума мӗнле тӗллевсем лартма пултарнине калӑр:

  • пухура;

  • сӑваплӑ ӗҫре.

Ҫак сӑвӑ йӗркинчи принцип сире хӑвӑр ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме мӗнле пулӑшӗ?

Хӑвӑр ума лартма пултаракан тӗллевсем

  • Хамӑн кӗлӗсен пахалӑхне лайӑхлатмалла.

  • Библие пӗтӗмпех вуласа тухмалла.

  • Пухура пуринпе те паллашмалла.

  • Ҫынпа Библи вӗренме пуҫламалла та ҫав вӗренӗве малалла ирттермелле.

  • Пулӑшакан е тулли пионер пулса ӗҫлемелле.

  • Пухура пулӑшакан пулса тӑмалла (арҫын тӑвансем валли).

6. Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!

Псалом 21:27 вулӑр та ҫак ыйтӑва сӳтсе явӑр:

  • Халӗ тата ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнас тесен мӗн тумалла?

ТӖП ШУХӐШ

Малалла та Иеговӑпа ҫывӑхланса пырӑр тата уншӑн нумайрах та лайӑхрах ӗҫлеме пулӑшакан тӗллевсем лартӑр. Вара эсир ӗмӗр-ӗмӗр сӑвӑнса пурӑнма пултаратӑр!

Вӗреннине аса илни

  • Мӗншӗн эсир Иегова сире хӑйӗншӗн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшасса шанма пултаратӑр?

  • Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

  • Иеговӑшӑн нумайрах та лайӑхрах ӗҫлеме пулӑшакан тӗллевсем лартни сире унпа тата ытларах ҫывӑхланса пыма мӗнле пулӑшӗ?

Ҫитес ҫул пурнӑҫа кӗртмелли тӗллев

ТӖПЧЕМЕЛЛИ

Иегова мӗне ытларах хаклать: эпир хӑйне ӗненнине кӑтартса тунӑ пӗр паттӑрла ӗҫе-и е эпир уншӑн мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнине-и?

«Авраам пекех шанчӑклӑ пулӑр» (9:20)

Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ те савӑнаҫа ҫухатма пултарать. Каллех савӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумаллине пӗлӗр.

«Тӗпченипе шухӑшлани урлӑ каллех савӑнӑҫлӑ пул» (5:25)

Сире Иеговӑшӑн нумайрах та лайӑхрах ӗҫлеме пулӑшакан тӗллевсем лартса вӗсене пурнӑҫа кӗртме мӗн пулӑшӗ?

«Пусть твои духовные цели прославляют Создателя» («Сторожевая башня», 2004 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗ)