Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

2-мӗш пайӗ. Вӗреннине аса илни

2-мӗш пайӗ. Вӗреннине аса илни

Ҫак ыйтусене хӑвӑра вӗрентекенпе сӳтсе явӑр:

  1. Турӑ суя тӗнсемпе мӗн тӑвӗ?

    (13-мӗш урока пӑхӑр.)

  2. Тухни 20:4—6 вулӑр.

    • Иегова хӑйне ҫынсем пуҫҫапнӑ чухне йӗрӗхсемпе тата турӑшсемпе усӑ курни ҫине мӗнле пӑхать?

      (14-мӗш урока пӑхӑр.)

  3. Кам вӑл Иисус Христос?

    (15-мӗш урока пӑхӑр.)

  4. Сире пуринчен ытла Иисусӑн хӑш лайӑх енӗсем килӗшеҫҫӗ?

    (17-мӗш урока пӑхӑр.)

  5. Иоанн 13:34, 35 тата Апостолсен ӗҫӗсем 5:42 вулӑр.

    • Хальхи вӑхӑтра камсем пирки чӑн христиансем теме пулать? Вӗсем чӑн христиансем пулнине сире мӗн ӗнентерет?

      (18-мӗш тата 19-мӗш уроксене пӑхӑр.)

  6. Христиансен пухӑвӗнче кам чи асли тата вӑл пухӑва мӗнле ертсе пырать?

    (20-мӗш урока пӑхӑр.)

  7. Матфей 24:14 вулӑр.

    • Ҫак пророкла калани хальхи вӑхӑтра мӗнле пурнӑҫланса пырать?

    • Библири ырӑ хыпара эсир кама та пулин каласа патӑр-и?

      (21-мӗш тата 22-мӗш уроксене пӑхӑр.)

  8. Шыва кӗресси пирки эсир пурнӑҫа кӗртмелли тӗллев тесе шутлатӑр-и? Мӗншӗн?

    (23-мӗш урока пӑхӑр.)

  9. Эсир хӑвӑра Шуйттанран тата демонсенчен мӗнле хӳтӗлеме пултаратӑр?

    (24-мӗш урока пӑхӑр.)

  10. Мӗншӗн Турӑ ҫынсене тунӑ?

    (25-мӗш урока пӑхӑр.)

  11. Мӗншӗн ҫынсем асапланаҫҫӗ тата вилеҫҫӗ?

    (26-мӗш урока пӑхӑр.)

  12. Иоанн 3:16 вулӑр.

    • Иегова пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе мӗн тунӑ?

      (27-мӗш урока пӑхӑр.)

  13. Екклесиаст 9:5 вулӑр.

  14. Мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ — чи лайӑх правительство?

    (31-мӗш тата 33-мӗш уроксене пӑхӑр.)

  15. Турӑ Патшалӑхӗ халӗ ертсе пынине эсир ӗненетӗр-и? Мӗншӗн? Хӑҫан вӑл ертсе пыма пуҫланӑ?

    (32-мӗш урока пӑхӑр.)