Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-мӗш пайӗ. Вӗреннине аса илни

3-мӗш пайӗ. Вӗреннине аса илни

Ҫак ыйтусене хӑвӑра вӗрентекенпе сӳтсе явӑр:

  1. Ытарӑшсем 27:11 вулӑр.

    • Мӗншӗн эсир Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнасшӑн?

      (34-мӗш урока пӑхӑр.)

  2. Библире мӗн тумалли пирки тӳррӗн каламан пулсан, сире тӗрӗс йышӑну тума мӗн пулӑшма пултарать?

    (35-мӗш урока пӑхӑр.)

  3. Пур тӗлӗшпе те шанчӑклӑ пулас, урӑхла каласан, суймасӑр, улталамасӑр пурӑнас тесе мӗн тума пулать?

    (36-мӗш урока пӑхӑр.)

  4. Матфей 6:33 вулӑр.

    • «Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшӑр» текен принцип сире ӗҫпе укҫа ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшать?

      (37-мӗш урока пӑхӑр.)

  5. Эсир пурнӑҫа Иегова хакланӑ пекех хакланине мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

    (38-мӗш урока пӑхӑр.)

  6. Апостолсен ӗҫӗсем 15:29 вулӑр.

    • Иегова юн пирки панӑ закона эсир мӗнле тытса тӑма пултаратӑр?

    • Вӑл ҫавӑн пек тума хушнине эсир тӗрӗс тесе шутлатӑр-и?

      (39-мӗш урока пӑхӑр.)

  7. 2 Коринф 7:1 вулӑр.

    • Хамӑр кӗлеткепе япаласене таса тытмалла тата нравственность енчен таса пулмалла тенине мӗнле ӑнланмалла?

      (40-мӗш урока пӑхӑр.)

  8. 1 Коринф 6:9, 10 вулӑр.

    • Библире секс пирки мӗн каланӑ? Библире ҫавӑн пирки мӗн каланипе эсир килӗшетӗр-и?

    • Библире эрех-сӑра ӗҫесси пирки мӗн каланӑ?

      (41-мӗш тата 43-мӗш уроксене пӑхӑр.)

  9. Матфей 19:4—6, 9 вулӑр.

    • Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки Турӑ мӗнле нормӑсем панӑ?

    • Мӗншӗн мӑшӑрланнӑ чухне тата уйрӑлнӑ чухне ҫӗршыври законсене тытса тӑмалла?

      (42-мӗш урока пӑхӑр.)

  10. Иегова мӗнле уявсене ырламасть тата мӗншӗн?

    (44-мӗш урока пӑхӑр.)

  11. Иоанн 17:16 тата Апостолсен ӗҫӗсем 5:29 вулӑр.

    • Нейтралитет тытса тӑрас тесен сирӗн мӗн тумалла?

    • Влаҫсем мӗн тума хушаҫҫӗ, ҫавӑ Туррӑн законне хирӗҫлет пулсан, пирӗн хамӑра ҫавӑн пек чухне мӗнле тытмалла?

      (45-мӗш урока пӑхӑр.)

  12. Марк 12:30 вулӑр.