Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Эпӗ хатӗр-и?

Эпӗ хатӗр-и?

Эпӗ пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма хатӗр-и?

Эсир шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑма хатӗр, енчен те...

  • яланах Библи вӗренетӗр пулсан, пӗрмай кӗлтӑватӑр пулсан тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшатӑр пулсан;

  • мӗн пӗлсе пынине ӗненетӗр тата хаклатӑр пулсан, ҫавӑн пекех ҫавӑн ҫинчен ыттисене каласа паратӑр пулсан;

  • Иеговӑна юрататӑр пулсан тата ӑна юратакансемпе туслашатӑр пулсан;

  • нимӗнле политика тата тӗн организацийӗнче тӑмастӑр пулсан;

  • Иеговӑн нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнатӑр пулсан тата Иегова Свидетелӗ пуласшӑн пулсан.

Эсир пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма хатӗр тесе шутлатӑр пулсан, кам сире Библи вӗрентет, ҫавӑ старейшинӑсемпе тӗл пулма калаҫса татӑлӗ. Старейшинӑсем вара эсир хатӗр пулнипе пулманнине пӑхса тухӗҫ.

Эпӗ шыва кӗме хатӗр-и?

Эсир шыва кӗме хатӗр, енчен те...

  • шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса тӑнӑ пулсан;

  • ырӑ хыпара мӗн чухлӗ сарма пултаратӑр, ҫавӑн чухлӗ саратӑр пулсан;

  • «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» пулӑшса тӑратӑр пулсан тата вӑл мӗн тума хушнине тытса тӑратӑр пулсан (Матфей 24:45—47);

  • кӗлӗре хӑвӑр пурнӑҫна Иеговӑна халалларӑр пулсан тата уншӑн ӗмӗр-ӗмӗрӗпе ӗҫлесшӗн пулсан.

Эсир шыва кӗме хатӗр тесе шутлатӑр пулсан, кам сире Библи вӗрентет, ҫавӑ старейшинӑсемпе тӗл пулма калаҫса татӑлӗ. Старейшинӑсем вара эсир хатӗр пулнипе пулманнине пӑхса тухӗҫ.