Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

152-МӖШ ЮРӐ

Ҫак ҫурт сана мухтав кӳрсе тӑтӑр

Ҫак ҫурт сана мухтав кӳрсе тӑтӑр

(3 Патшасен 8:27; 1 Ҫулсеренхи 29:14)

  1. 1. Иегова, хӑв тунӑ тӳпе те

    Шӑнӑҫтараяс ҫук сана.

    Ҫын аллийӗ тӑвакан ҫуртсем

    Тӑваймаҫҫӗ пачах ҫакна.

    Хӑв сывлӑшупа эс пулсамччӗ

    Эпир туса лартнӑ ҫуртра.

    Чӗререн сана ҫеҫ парӑнса

    Пуҫҫапасшӑн эпир кунта.

    КАҪӐ

    Пирӗнте мӗн пурри —

    Эсӗ панӑ парне-ҫке.

    Сан аллу панинех

    Паратпӑр эпир сана.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Сана пысӑк тав чаплӑ ҫуртшӑн!

    Туллин эс пиллерӗн пире.

    Халӗ пирӗн ӗмӗт тулнӑран

    Мухтавлатпӑр сана, Атте.

  2. 2. Ҫак ҫурт тӗллеве пурнӑҫлатӑр:

    Мухтав кӳрсе тӑтӑр сана,

    Ҫынсене сан ҫулупа утма

    Пулӑшса тӑтӑр яланах.

    Иисус хушнӑ ӗҫ вӗҫленмен-ха,

    Ӑна хӑвӑртрах тумалла.

    Халӑхна ҫак ҫурт та пулӑштӑр

    Малалла хыпарна сарма.

    КАҪӐ

    Пирӗн мӗн пуррине,

    Пурлӑхпа вӑхӑта та,

    Халаллатпӑр сана,

    Юратнӑ ҫӳлти Атте.

    ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ

    Сана пысӑк тав чаплӑ ҫуртшӑн!

    Туллин эс пиллерӗн пире.

    Халӗ пирӗн ӗмӗт тулнӑран

    Мухтавлатпӑр сана, Атте.