Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Ертсе пыракан советӑн ҫырӑвӗ

Ертсе пыракан советӑн ҫырӑвӗ

Хаклӑ тӑвансем!

Турра тата ҫынсене юратни пире Иисус хушса хӑварнӑ ӗҫе тума хавхалантарать. Вӑл каланӑ: «Кайӑр та пур халӑхри ҫынсенчен вӗренекенсене хатӗрлӗр» (Матф. 28:19, 20; Марк 12:28—31). Чӑн-чӑн юрату вӑл — пысӑк вӑй. Пирӗн ҫавӑн пек юрату пур пулсан, эпир «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан чӑнлӑха йышӑнма» хатӗр ҫынсене пулӑшма пултаратпӑр (Ап. ӗҫ. 13:48).

Унччен эпир ҫынна мӗн каламаллине пӑхмасӑр вӗренме тата ҫынна литература парса хӑварма тӑрӑшнӑ. Халӗ эпир калаҫас ӑсталӑха аталантарма тӑрӑшатпӑр. Пирӗн ҫынсене юратмалла тата вӗсене мӗн интереслентерни ҫинчен калаҫмалла. Ҫавна тӑвас тесен пирӗн ҫынсен лару-тӑрӑвне шута илмелле, вӗсем мӗн ҫинчен шухӑшланине тата вӗсене мӗн пӑшӑрхантарнине ӑнланма тӑрӑшмалла. Ҫак брошюра пире ҫавна тума мӗнле пулӑшать?

Ҫак брошюрӑра 12 урок. Вӗсенче 12 лайӑх ене пӑхса тухнӑ. Ҫав лайӑх енсем вара пире ҫынсене юратма тата вӗренекенсене хатӗрлеме пулӑшаҫҫӗ. Кашни урока Библирен илсе панӑ пӗр вырӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӗсенче Иисус тата пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем сӑваплӑ ӗҫре пӗр-пӗр лайӑх ене мӗнле кӑтартни ҫинчен каланӑ. Ҫав лайӑх енсене виҫӗ ушкӑна пайланӑ. Пӗрисем пире калаҫу пуҫланӑ чухне, теприсем интереса аталантарнӑ чухне, виҫҫӗмӗшсем вара Библи вӗренӗвне ирттернӗ чухне кирлӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫав лайӑх енсем сӑваплӑ ӗҫе ытти майсемпе тунӑ чухне те кирлӗ, мӗншӗн тесен пирӗн тӗллев ҫынна мӗн каламаллине пӑхмасӑр вӗренесси мар, ҫынсене юратнине кӑтартмалли майсем шырасси.

Кашни урока пӑхса пынӑ май хӑвӑр патӑрта пурӑнакан ҫынсемпе калаҫнӑ чухне ҫав лайӑх ене мӗнле кӑтартмалли ҫинчен шухӑшлӑр. Иеговӑна тата ҫынсене хытӑран та хытӑ юратма пуҫлас тесе тӑрӑшӑр. Вӗренекенсене хатӗрлеме пире ҫынсемпе калаҫма пӗлнинчен ытларах юрату пулӑшӗ.

Сирӗнпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме май пурри пирӗншӗн пысӑк чыс (Соф. 3:9). Малалла та ҫынсене юратӑр тата вӗрентӗр! Иегова сире вӑй хунӑшӑн туллин пиллетӗр тесе эпир кӗлтӑватпӑр.

Сирӗн тӑвансем,

Иегова Свидетелӗсен ертсе пыракан совечӗ