Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

КАЛАҪУ ПУҪЛӐР

1-МӖШ УРОК

Ҫынсене мӗн интереслентерет, ҫавӑн ҫинчен калаҫӑр

Ҫынсене мӗн интереслентерет, ҫавӑн ҫинчен калаҫӑр

Библири принцип: «Юрату... хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшмасть» (1 Кор. 13:4, 5).

Иисус мӗн тунӑ?

1. ВИДЕО пӑхӑр е Иоанн 4:6—9 вулӑр. Унтан ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  1.   а) Иисус хӗрарӑмпа калаҫма пуҫлас умӗн мӗн асӑрханӑ?

  2.  ӑ) Иисус: «Мана шыв ӗҫтер-ха»,— тенӗ. Мӗншӗн ҫакӑ калаҫу пуҫламалли лайӑх май пулнӑ?

Иисусран эпир мӗне вӗренетпӗр?

2. Калаҫӑва ҫынна интереслентерекен темӑпа пуҫласан, лайӑх калаҫу пуласса ытларах шанма пулать.

Иисусран тӗслӗх илӗр

3. Майне пӗлсе калаҫӑр. Калаҫӑва хӑвӑра интереслентерекен темӑпа пуҫламасан та юрать. Ыттисене мӗн интереслентерни ҫинчен калаҫни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Хӑвӑртан ыйтӑр:

  1.   а) «Нумаях пулмасть хыпарсенче эпӗ мӗн илтнӗ?»

  2.  ӑ) «Манӑн кӳршӗсем, манпа пӗрле ӗҫлекенсем е манпа пӗрле вӗренекенсем мӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ?»

4. Тимлӗ сӑнӑр. Хӑвӑртан ыйтӑр:

  1.   а) «Ҫын халӗ мӗн тӑвать? Вӑл халӗ мӗн ҫинчен шутлать-ши?»

  2.  ӑ) «Унӑн ҫи-пуҫӗ е килӗ вӑл мӗнле тӗнрен тата хӑш культурӑран пулни пирки мӗн калать?»

  3.  б) «Халӗ ҫав ҫынпа калаҫма майлӑ вӑхӑт-и?»

5. Тимлӗ итлӗр.

  1.    Нумай ан калаҫӑр.

  2.   Ҫынна хайӗн шухӑшӗсене калама хавхалантарӑр. Вырӑнлӑ чухне ыйтусем парӑр.